Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника специальноçĕсене кăмăллаççĕ

30 августа 2014 г.

 

Абитуриентсем техника специальноçĕсене суйласси ÿсет.

Çакăн пирки вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов тунти кун республика Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен  ларура пĕлтернĕ.

Аслă пĕлÿ паракан 17 тата професси вăтам пĕлĕвне паракан 32 вĕренÿ заведенийĕнче пурĕ 10933 бюджет вырăнĕ пулнă.

Бюджет вырăнне вĕренме кĕрес шутпа аслă шкулсене пурĕ 18,5 пин заявлени панă, çапла вара пĕр вырăншăн вăтамран 5,4 çын тупăшнă. Вĕренме йышăннă икĕ тапхăр хыççăн 4,5 пин çын студентсен йышне кĕнĕ, вĕсенчен 3,2 пин çын - бюджет шучĕпе куçăмлă формăпа.

В. Иванов аслă шкулсене вĕренме кĕме чи пĕчĕк конкурс Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пулнине пĕлтернĕ - пĕр вырăна вăтамран 3,9 çын. Çавăн пекех министр академире çулленех бюджет вырăнĕсен шучĕ чакнине те каланă, 2014 çулта - 60 вырăн таран. Апла пулин те вакантлă вырăнсене те тултарайман. Августăн 20-мĕшĕ тĕлне академие вĕренме илме планланин 81,6 процентне пурнăçланă. "Агрономия", "Агроинженерия" тата "Зоотехника" специальноçсемпе пурĕ пĕрле тата 36 пушă вырăн пур.

Августăн 20-мĕшĕ тĕлне училищĕсене, техникумсене тата колледжсене рабочи специальноçĕсене алла илме 3146 заявлени панă, ку вăл йышăнмалли планăн 97,7 проценчĕ чухлĕ. Професси вăтам пĕлĕвĕпе специальноç илме техникумсемпе колледжсене  9439 заявлени йышăннă. Çапла вара пĕтĕмĕшле илсен пĕр вырăншăн вăтамран 2,3 çын тупăшнă. Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăх техникумĕнче, сăмахран, пĕр вырăна вăтамран 6,7 çын пулнă, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче - 4,3 çын.

Професси вăтам пĕлĕвне илме 4 пин ытла абитуриента йышăннă, вăл шутран 3,4 пин çын бюджет шучĕпе вĕренĕ.

Çамрăксем çак специальноçсене ытларах кăмăллаççĕ: электромеханика тата электричество оборудованийĕсене пăхса тăрасси тата техника эксплуатацийĕ* çуртсемпе сооруженисем тăвасси тата вĕсене эксплуатацилесси* çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсем* ăшăпа тивĕçтересси тата ăшăпа тивĕçтерекен оборудовани* банк ĕçĕ-хĕлĕ* гостиница сервисĕ* геодези* компьютер системисем тата комплексĕсем* дизайн тата парикмахер профессийĕ* цифра информацийĕпе ĕçлекен маçтăр* станочник (металпа ĕçлекен)* автомеханик* сутуçă* контролер-кассир* электрооборудование пăхса тăракан тата юсакан электромонтер* сварщик (электрогазосварка тата газосварка ĕçĕсем).

Кунсăр пуçне республикăри пур вĕренÿ заведенийĕ те Украина çĕр-шывне пăрахса килме тивнĕ граждансене вĕренме илессипе тимлет. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне Украинăран килнĕ 2 çынна аслă шкула, техникумсемпе колледжсене 4 çынна вĕренме йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика