Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субсиди шутласа памалли йĕрке улшăнать

30 августа 2014 г.

 

2014 çулхи сентябрь уйăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме паракан субсиди виçисем улшăнассине палăртаççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме субсиди шутласа парассинче асăннă услугăсен республикăри стандарт хакĕсен çĕнĕ виçисене çирĕплетнĕ (ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи августăн 14-мĕшĕнчи 268 номерлĕ "О внесении изменений в постановление Кабинета Министров Чувашской Республики  от 30 июня 2006 г. № 158" постановленийĕ).

Çак йышăну кăçалхи иккĕмĕш çур çулта пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлесси улшăннипе çыхăннă. Çавăн пекех 2014 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен  пуçласа çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн хваттерсене хутса ăшăтнăшăн çынсем хутса ăшăтмалли тапхăрта кăна тÿлеççĕ. Çапла вара кăçалхи август тата сентябрь уйăхĕсенче çынсем хваттерсене хутса ăшăтнăшăн тÿлемеççĕ. Пĕтĕмĕшле тÿлев сумми чакнăран субсиди виçи те пĕчĕкленет. Октябрь уйăхĕнчен, тÿлевсен йышне хутса ăшăтнăшăн тÿлессине кĕртме тытăнсан, субсиди те пысăкланать.

Малтанласа палăртнă тăрăх пирĕн республикăра субсиди илекенсен йышĕнчи çынсен 55 проценчĕ кăçалхи сентябрь уйăхĕшĕн субсиди илĕ. Çакна валли республика бюджетĕнче пăхса хунă расхутсем сентябрьте вăтамран 56 процент чухлĕ чакаççĕ. Уйрăм çурт-йĕрте пурăнакансене шутласа паракан субсиди калăпăшĕ 78 процент чухлĕ, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене шутласа паракан субсиди калăпăшĕ вăтамран 24 процент чакать.

Октябрь-декабрь уйăхĕсенче çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме субсиди шутласа пама асăннă услугăсен республикăри стандарт хакĕсем ÿснĕрен бюджетри расхутсем те пĕтĕмĕшле 19 процент ÿсеççĕ. Çапах та 2014 çул валли ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрма тивмĕ. Çапла вара 1999 çулччен тунă нумай хваттерлĕ 1 тата 2 хутлă çуртсенче пурăнакансене субсиди пама расхутсем 160 процент таран, ытти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене валли 120 процент, уйрăм çурт-йĕрте пурăнакансем валли 104 процент таран ÿсеççĕ.

Кунсăр пуçне 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен тÿлевсен йышне капиталлă юсавшăн палăртнă тÿлев те кĕме пуçлать. Субсиди шутласа панă чух çак тÿлеве те шута илĕç.

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх 2014 çулхи январь-июль уйăхĕсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме Муркаш районĕнчи 393 çемьене субсиди шутласа панă. Пĕтĕмĕшле сумма 2626 пин тенкĕпе танлашнă. Уйăхри субсиди вăтамран 954 тенкĕ чухлĕ пулнă.

Çынсене субсиди шутласа пама республика бюджетĕнче 2014 çул валли пурĕ 260767,0 пин тенкĕ пăхса хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика