30 августа 2014 г.
Раççей Президенчĕн Указне вăя кĕртнĕ май Чăваш Республикинче сентябрь - декабрь уйăхĕсенче "Вырăнтине суйла - хамăрăннине туян" акци пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - хамăр республикăра туса кăларнă продукцие хамăр хушăра ытларах сарасси тата унпа анлăрах усă курасси. Çак ĕçĕн пуçаруçи - Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерстви, операторĕ - Чăваш Республикин Суту-илÿ палати. Акцинче массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене те активлă хутшăнтарма палăртнă. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсем те ку ĕçрен аякра юлмĕç. Предприятисем те ачасене производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хирĕç мар. "Сĕт фестивальне" ирттересси те ырă йăлана кĕрĕ. Хамăр продукци пахалăхĕ пирки ытларах пĕлтерес тесе "сенкер экранпа" кăтартакан "Контрольная закупка" проекта хутшăнма та палăртнă.
Çапла вара тавар туянаканăн тата ăна сутаканăн çыхăнăвĕ тачăрах пулмалла, "производство - тавар туса кăларасси - суту-илÿ" ăнлав анлăрах йĕркеленмелле.
Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх район шайĕнче те асăннă акцие хутшăнма палăртнă, ун пирки предприяти ертÿçисене пĕлтернĕ.