30 августа 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне тата РФ Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттерме яваплă йĕркелÿ комитечĕ çак эрнере черетлĕ лару ирттернĕ.
М. Игнатьев форума Раççей Федерацийĕнчи тата ют çĕр-шывсенче пурăнакан 3 пине яхăн çын хутшăнассине пĕлтернĕ. "Пирĕн пурин те пĕр тĕллев - тĕнче шайĕнче иртекен пысăк форума тивĕçлĕ ирттересси. Пирĕн спорт площадкисемпе объекчĕсене хатĕрлемелле кăна мар, çынсене пулăшупа тивĕçтерекен предприятисен, общество апатланăвĕн, гостиницăсен тата ыттисен те ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелемелле", - тенĕ вăл.
Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева палăртнă мероприяти пирки реклама тата хыпарсем хатĕрленине тĕплĕн каласа панă. Çапла августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа радиора тата телевиденире ятарлă кăларăмсем тухма пуçланă, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче реклама баннерĕсене вырнаçтараççĕ, общество транспортĕнче те форум пирки информаци пулĕ.
Асăннă хуласенче форума хатĕрленес ĕçсемпе хуласен администраци пуçлăхĕсем А. Ладыковпа А. Сироткин каласа кăтартнă.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионĕ Е. Николаева çак форума Мордови Республикинче мĕнле йĕркелени çинче чарăнса тăнă.
Чăваш Республикин экономика министрĕ форума хутшăнакансене вырнаçтарма 43 гостиница хатĕррине пĕлтернĕ.
Ларăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев форума çÿллĕ шайра ирттермеллине аса илтернĕ.