Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ

30 августа 2014 г.

 

Вăхăт кĕр енне сулăнни хресчене кĕрхи ĕçре кашни уяр самантпа туллин усă курма ыйтать. Пĕр-пĕрне пулăшасси те çак ответлă тапхăрта иккĕмĕш вырăнта пулмалла мар. Кулленхи ĕçре пĕр "хир карапне" те пушă лартмалла мар. Çак чăнлăхпа усă курнисем - "Восток", "Оринино", "Агросоюз "Картофель", А. Толстовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ - вырма ĕçĕсене вĕçлерĕç те ĕнтĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илекенсен "хир карапĕсем" те юлашки гектарсене куçрĕç: Чкалов яч. хис., "Свобода", "Юнга" хуçалăхсемпе пĕрле А. Пихтеровпа А. Мерловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем.

Район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕнчен пĕлтернĕ оперативлă кăтартусемпе районти çĕр ĕçченĕ августăн 29-мĕшĕ тĕлне тĕш тырра 9338 гектар çинчен (62 процент) пуçтарса кĕртнĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа районти хуçалăхсем кĕлете 20893 тонна çĕнĕ тырă хывнă. "Свобода", "Ударник" хуçалăхсемпе "Путь Ильича» агрофирмăра ĕçлекенсем 1582 - 1871 тонна çĕнĕ тырă çапса тĕшĕлеме пултарнă.

Агротехникăна пăхăнса кĕрхи культурăсене вăхăтра акса хăварас ĕмĕтлисем çак ĕçе 4000 гектар çинче (69 процент) пурнăçланă.               Е. Андреев яч. хис. тата Суворов яч. хис. пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе пĕрле А. Толстовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ кĕртрисене планпа пăхнă чухлех акса хăварнă.

Ытти хуçалăхсенче ку ĕçсем малалла пыраççĕ.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика