30 августа 2014 г.
Пирĕн районти педагогсен августри конференцийĕ ытлари кун, августăн 26-мĕшĕнче иртрĕ. Тĕп калаçу математика тата çут çанталăк ăслăлăхĕсемпе çыхăннă предметсене вĕрентессин пахалăхне ÿстересси пирки пулчĕ, анчах та педагогсем ачасене вĕрентсе воспитани парассинче чи малтанах вĕсене кăмăллакансем, юратакансем тата савакансем юнашар пулни пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Мĕншĕн тесен çакăн пек çын кăна ачана тимлĕх уйăрса, ăна чăнах та тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе вăй хурать.
Вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитнĕ, территорие хăт кĕртнĕ Шурча шкулне районти пур вĕренÿ учрежденийĕнчен те педагогсем 10 сехет тĕлне пухăнчĕç. Вăхăта сая ямасăр ушкăнсене уйрăлса вĕсем конференци программипе палăртнă тĕрлĕ калаçу площадкинче ĕçе тытăнчĕç.
Педагогсен сÿтсе явмалли чăнах та нумай - пуçламăш классенче вăя кĕнĕ федераци патшалăх вĕренĕвĕн стандарчĕсем (ФГОС) 2015 çултанпа вăтам сыпăка та çитеççĕ. Çакна май район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова ертсе пынă площадкăра, Ярапайкассинчи вăтам шкулта, шкул тата хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсем, вĕсен çумĕсем ФГОС вĕренÿ тытăмне кĕрсе пынă май математикăпа çут çанталăк ăслăлăхĕсемпе çыхăннă предметсене епле вĕрентесси пирки тĕплĕн калаçрĕç. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе воспитательсем те ачасем математика тата çут çанталăкпа çыхăннă пулăмсем пирки пĕчĕкренех пĕлсе, интересленсе ÿсчĕр тесен тата мĕнле ĕç-хĕл туса ирттермеллине "Радуга" ача садĕнче сÿтсе яврĕç. Математика, физика, информатика предмечĕсене вĕрентекенсем хăйсем уйрăммăн пуçтарăнса калаçрĕç. Биологи, хими, экологи тата хушма пĕлÿ паракан педагогсем те Шурча шкулĕнче вĕренекенсен "Берегиня" ача-пăча экологи театрĕн спектакльне пăхнă хыççăн хăйсен ушкăнĕнче ĕçри тĕрлĕ лару-тăрăва сÿтсе яврĕç, ФГОС вĕрентекенсен умне лартакан задачăсем пирки те тĕплĕн калаçрĕç.
Патшалăх стандарчĕсем учительтен чи малтанах пĕлĕве ачасем патне уççăн та ăнланмалла çитерме ыйтаççĕ. Çапла вара вĕсен хăйсен предметне те, унпа çыхăннă ытти ăслăлăха та аван пĕлмелле. Ăслăлăх пĕлĕвне ачана пурнăçпа çыхăнтарса ăнлантарсан тин вăл "пуçа чикнĕ" пĕлĕве малашне çăмăллăнах пурнăçра усă курма пултарать. Хальлĕхе вара олимпиадăсем ачасем пĕлĕве пурнăçра çителĕклĕ усă курма пĕлменнине çирĕплетсе параççĕ иккен. Кун пирки республикăри вĕренÿ институчĕн çут çанталăк ăслăлăхĕсен кафедрин ертÿçи Н. Борисова та хăйĕн сăмахĕнче асăнмасăр иртмерĕ. Вăл биологи, хими, экологи вĕрентекенĕсем тата хушма пĕлÿ паракан педагогсен ушкăнĕн ĕçне хутшăнчĕ. Хими тата биологи предмечĕсемпе районти шкул ачисем патшалăх пĕрлехи экзаменĕсенче тата патшалăх аттестацийĕнче пухнă вăтам балсем те вĕрентекенсемпе ачасен çак предметсене вĕрентес тата вĕренес тĕлĕшпе ытларах тăрăшма сăлтав пуррине кăтартса пачĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти 30 выпускник биологи предмечĕпе, 14 выпускник хими предмечĕпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытнă. Вăтам балсем 58,3-пе тата 61,36-пе танлашнă. Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакан 50 ача биологи, 8 ача хими предметне суйласа патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине хутшăннă, 3,34-пе тата 4,25-пе танлашакан вăтам результатсем кăтартма пултарнă.
Паян çĕр-шыв шайĕнчех техника специальноçĕсен сумне ÿстересси пирки чылай калаçаççĕ. Пирĕн республикăра та çакна валли тĕрлĕ майсем туса хунă, вăл шутра - физикăпа математика предмечĕсене вĕренессинче пысăк ăнăçусем тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине çирĕплетни те. Стипендие Чăваш Енри професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекен студентсене пĕр çул тÿлесе тăраççĕ. Тĕп услови - пулас стипендиатсен патшалăх пĕрлехи экзаменĕнче физика тата математика предмечĕсемпе 70 балран сахал мар пухмалла.
Районта та вĕренÿ условийĕсем лайăхлансах пыраççĕ: юлашки çулсенче кăна шкулсен пурлăх базисем палăрмаллах пуянланчĕç. Тĕрлĕ предмета тĕплĕн вĕренме кăтарту материалĕ те сахал мар, тĕрлĕ тĕпчев ирттерме те май пур шкулсенче. Çакăн пирки, математика тата çут çанталăк ăслăлăхĕсемпе çыхăннă предметсене вĕрентессин пахалăхне ÿстересси, çак предметсем патне ачасен туртăмне вăйлатасси пирки конференцин пленарлă пайĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова хăйĕн докладĕнче районти лару-тăрăва уççăн кăтартса пачĕ (унпа хатĕрленĕ интервьюпа хаçатăн малаллахи номерĕсенче паллашма пултаратăр).
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев вĕренÿ тытăмне аталантарма 2014 çулта районти бюджетран 70,4 процент таран уйăрнине пĕлтерчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл вĕренÿ учрежденийĕсенче туса ирттернĕ юсав ĕçĕсем, энергие перекетлеме май паракан модуль котельнăйĕсем тăвасси, вĕренÿ учрежденийĕсенчи хăрушсăрлăх шайне ÿстересси пирки те чарăнса тăчĕ.
Конференцие Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи В. Петров, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Е. Казакова, республикăри вĕрентекенсен профсоюз ертÿçи З. Степанова та хутшăнчĕç. Вĕсем тухса калаçнинчен Муркашсен малта çĕнсе илмелли, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелли майсем чылаййи палăрчĕ.
Конференцин чи савăнăçлă саманчĕ, паллах, тивĕçлĕ ĕçпе, ÿсĕмсемпе палăрнă педагогсене наградăсем парса чыслани пулчĕ. Шурча шкулĕнче вĕренекенсен тата вырăнти "Шурча" ансамбль концерчĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
Н. Николаева.