Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Трактор" операци пырать-и? Пĕлмен"

30 августа 2014 г.

Районта вырма ĕçĕсем анлă сарăлнă вăхăт. Кунпа пĕрлех малашлăха пăхакан хуçалăхсем кĕрхи культурăсем акассипе тимлеççĕ. Çĕр улми кăлармалли тапхăр та çитрĕ. Çĕр ĕçченĕн кун йĕркинче кĕрхи çĕртме ĕçĕсем те алăк умĕнче тăраççĕ. Мĕн акни-лартнине пуçтарса илнипе пĕрлех çитес çулхи тухăç никĕсне хывса хăварасси те - хресченĕн паян-ыран пурнăçламалли тивĕçĕ. Çак вăхăтра вырăнсенче хуçалла та тирпейлĕ ĕçлесси епле пынипе паллашма тухсан куç умне иккĕлле ÿкерчĕк тĕл пулать. Такамшăн мар-çке, хамăршăнах ĕçлетпĕр, асатте-асаннемĕрсенчен юлнă Çĕр-аннемĕр çинче хĕрĕмĕр-ывăлăмăрсен тата мăнукăмăрсен пуласлăхне никĕслетпĕр. Кунта Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăна пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев асăрхаттарни асран каймасть: "Техника хатĕрĕсем çине тирпейлĕ пăхни, тракторсемпе тата прицепсемпе, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăпа тирпейлĕ те перекетлĕ усă курни, ĕçленĕ чух хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни çеç хуçалăхсен экономикине аталану çулĕ çине кăларĕ".

Паян ял хуçалăхĕнче ĕç параканăн ĕçлекенсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса парса пурин те пĕр тĕллевпе ĕçлемеллине курса тăратпăр. Ял хуçалăхне пысăк технологисен никĕсĕ урлă индустриализацилесе ял хуçалăхĕнче, апат-çимĕçпе çăмăл промышленность предприятийĕсенче, стройкăсенче алă вĕççĕн пурнăçлакан  ĕçсене  пĕтĕмпех механизацилесе  ĕç тухăçлăхне ÿстересси - паян тĕп вырăнта. Çакна кая хăвармасăр пурнăçа кĕртесси ĕçлекенрен хăйĕнчен те нумай килет. "Трактор" профилактика операцийĕн шучĕпе çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче районта ЧР хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăна пăхса тăракан патшалăх  инспекцийĕн ĕçченĕсен пĕрлехи тĕрĕслевĕ иртрĕ. Рейд районта пурăнакансем уй-хир, строительство тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тракторсемпе анлă усă курнине çирĕплетрĕ.  Çак кун районти çул-йĕр çинче, уй-хирте ĕçлекен 44 тракторпа прицеп тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника тĕрĕслев серепине çакланчĕ. Вĕсенчен 14-шĕ йĕркене пăсса ĕçе тухни тата ĕçлени палăрчĕ. Çак çитменлĕхсемшĕн кашни механизаторăн тата хăш-пĕр хуçалăх инженерĕн административлă явап тытма тиврĕ.

Тĕрĕслеври пĕр интереслĕ тĕл пулу асран каймасть. Чуманкасси ял тăрăхне хăйĕн ĕçĕпе килнĕ Етĕрне районĕн механизаторĕ МТЗ-80 трактор çумĕнчи çитменлĕхсем пирки асăрхаттарма пуçласан "Трактор" операци пырать-и; Пĕлмен" тесе пирĕнтен пăрăнма тăрăшрĕ. Анчах çумра огнетушительпе медицина аптечки пулманни, трактора тĕрĕслесен двигателе передача çинче ĕçлеттерсе яма чаракан механизм çукки, прицепа кăкарнă çĕрте страхлакан сăнчăр пулманни административлă айăплавăн протоколне çыртарчĕç. Кунта маларах иртсе çакна каласа хăвармалла. "Трактор" профилактика операцийĕ вăл пĕр вăхăтлăх ĕç мар. Механизаторăн хăйĕн ĕçĕнче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси - кулленхи тивĕç. Кун хыçĕнче çынсен пурнăçĕ тăрать.

Тĕрĕслев çулĕ Муркаш, Чуманкасси, Йÿçкасси, Çатракасси ял тăрăхĕсем урлă иртрĕ. Ĕçлекен трактор çинче огнетушительпе медицина аптечки çуккишĕн "Ударник" хуçалăхăн механизаторĕ А. Никитин, техосмотр тăнине çирĕплетекен документсемсĕр ĕçе тухнăшăн "Газпром" газ валеçекен предприяти" акционер обществин филиалĕн механизаторĕ А. Алексеев, Чкалов яч. хис. хуçалăх тракторисчĕсем В. Никитинпа Л. Филиппов, "Свобода" хуçалăхри В. Чабышев, харпăрлăхра трактор тытакан А. Охотников ячĕпе протоколсем çырма тиврĕ.

Ĕçе тивĕçлĕ документсемсĕр тухнă "Ударник" хуçалăх механизаторĕн В. Трофимовăн, И. Николаев фермерăн та малашне тимлĕрех пулма сăлтав тупăнчĕ.

Тĕрĕслевре айăпланнисем чылаййăн пулчĕç пулсан та, "Свобода" хуçалăхри Г. Алжиров, Ю. Димитриев, М. Димитриев, Ильич яч. хис. хуçалăхри А. Павлов механизаторсем тĕлĕшпе инспекторсен айăплав сăлтавĕ пулмарĕ. Хăй ĕçне чунĕпе парăннисем яваплăха та çирĕп туяççĕ иккен.

Рейд вăхăтĕнче "хир карапĕсене" тĕрĕслени кунта йĕрке пăсни сахал пулнине кăтартрĕ. Çав вăхăтра республикăра комбайнсене эксплуатациленĕ чух хăрушсăрлăх техникине пăхăнманни, ĕçе ÿсĕр çынсене явăçтарни, электропередача линийĕсем айĕнче асăрханусăр пулни, пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăсни тата ĕç йĕркелĕвĕшĕн яваплисем ответлăха туйманни, механизаторсем пирвайхи медицина пулăшăвĕ пама пĕлменни пысăк инкексем патне илсе çитерни пирки калаççĕ.

Тырă выракан комбайнсем çинчи пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те яланах асра тытмалла. Вырма иртсе пырать тесе çак хăрушлăх çине алă сулма юраманнине пурте куратпăр-пĕлетпĕр. Çавăнпа та асăрханулăх малти вырăнтах пулмалла.

Рейд ушкăнĕ:

Е. ЕЛАНДАЕВ, ЧР Патшалăх техника надзор инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ*

Д. КОНОВАЛОВ, ЧР Патшалăх техника надзор инспекцийĕн аслă инспекторĕ*

С. НИКОЛАЕВ, районти патшалăх техника надзор инспекцийĕн аслă инспекторĕ*

А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: Кашмашри Р. Толикинăн тракторĕ çинче комисси пысăк çитменлĕхех тупаймарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика