30 августа 2014 г.
Пурнăç улшăнăвĕнче выльăх тухтăрĕн пĕлтерĕшĕ ÿснине кăçалхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Раççейре Ветеринари ĕçченĕн кунне уявлама пуçлани те çирĕплетет. Çак отрасльте ĕçлекенсен уйрăм уявне календаре кĕртни çĕр-шывра выльăх тухтăрĕн ĕçне ытларах чыслама пуçлани пирки калать. Асăннă кун умĕн тăххăрмĕш теçеткепе пыракан выльăх тухтăрĕ патне килнех çитсе килме шутларăм.
Туслăх тĔнчи
Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Катăкуйĕнче пурăнакан «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав» орден кавалерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Римма Михайловна Петрова мана чÿречерен пăхса сăпайлă кулăпа кĕтсе илчĕ. Алăк уçса кĕртме вара мана хирĕç районăн Хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, хăй вăхăтĕнче ку тăрăхри Мичурин яч. хис. хуçалăха, Муркаш райповне нумай çул ăнăçлă ертсе пырса "Октябрь революцийĕ", "Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав", "Халăхсен туслăхĕ", "Хисеп Палли" орденсене тивĕçнĕ Алексей Петрович Петров тухрĕ. Ветерансемпе калаçма пуçланă пĕрремĕш минутранах вĕсем пĕр-пĕрне хисеплени, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни, çынна ыр сунма тăрăшни, ыттисене ытларах хисеплесе калаçни мала тухрĕ. Çак ырă ен вĕсемпе сыв пуллашичченех сÿнмерĕ.
Туслă çемьере кашнин пиркиех ыррине, мал туртăмлă ĕçленине нумай каласа пама пулать пулин те, кил хуçи паян мăшăрĕ çинчен калаçасси малта пулнăран хăйĕн сăмахĕн çулне те ун пирки кăна илсе пычĕ.
- Хĕрарăм - çемье тĕрекĕ, теççĕ те, çакăн тĕрĕслĕхне эпĕ хамăн пурнăçăмра туллиех куртăм, ун пирки сире сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултаратăп, - тесе Алексей Петрович пире калаçма ирĕк парса кухньăна чей лартса яма тухрĕ.
Çемьере таса юратупа çирĕп туслăх хуçаланнине ăнланса кил хуçин мăшăрĕ енне çаврăнтăм.
- Выльăх тухтăрĕ производствăн уйрăлми пайĕ пулнине ял хуçалăх ĕçĕ çине яваплăха пăхса туякан кашни специалист ăнланать. Ăна тĕпе хурса ĕçлекенĕн экономика хăвачĕ те куç умĕнчех ÿсет. Ветеринари ĕçченĕсен кунне паллă тума пуçлани çĕр-шыв ертÿçисем те çакна шута хунине çирĕплетет. Ку пирĕн малашлăх пурри пирки калать, - кăмăллăн калаçать сĕтел çине районти ветеринари служби 50 çул тултарнă ятпа кăларнă кĕнекене кăларса хурса Римма Михайловна хăйĕн ĕç ĕмĕрне выльăх тухтăрĕнче ирттернишĕн хĕпĕртенине палăртса.
Вăрçă çулĕсенче иртнĕ ачалăхра та, Тăван çĕр-шыва юхăнчăкран ура çине тăратнă яшлăхра та ветеран хăй 80 çул урлă каçатăп тесе шутламан. "Ун пирки тĕрĕссипе пирĕн шутлама та вăхăчĕ пулман. Халĕ хамăра нумай пурăнатпăр тесе шутламастпăр-ха. Çамрăксене ĕç опытне ытларах памалла", - ăшшăн кулса калаçрĕ орденçă-ветеринар.
Ялтан яла - лашапа
Красноармейски районне кĕрекен Алманч салинче 5 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ (1931 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕ) Римма, хаяр вăрçă çулĕсенчи воспитанипе-ши, хăйĕн пурнăçне сывлăх хуралçин ĕçĕпе çыхăнтарасшăн пулнă. Эпир шутлатпăр пулсан та шăпамăр пурнăçа улшăнусем кĕртетех çав. Шкул пĕтернĕ хĕр медицина училищине вĕренме кĕрсен те шăпа тени ăна Вăрнарти ял хуçалăх техникумне ветеринари уйрăмне илсе çитерет.
Турă çырнинчен иртеймĕн. Выльăх тухтăрĕ те сывлăх хуралçиех тесе шутлать паян Римма Михайловна. 1948 çулта Шетмĕпуç ял тăрăхне килсе ĕçе вырнаçсан çакна яр уççăн ăнланса илнĕ вăл. "Мĕн тĕрлĕ чир çукчĕ пуль вăл вăхăтра выльăхсем хушшинче;! Пирĕн ветеринари участокне 6 пĕчĕк колхозпа 22 ял кĕретчĕ. Мирлĕ сывлăшпа сывласа янă ял çынни выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ытларах усрама тăрăшнине ăнланма та пулатчĕ. Вĕсен ĕмĕчĕ малашлăхпа çыхăннăччĕ. Анчах колхозсенче зоотехник-ветеринар пулманран выльăх сывлăхне пăхса тăрасси йăлтах пирĕн çине тиенетчĕ. Ялтан яла тăтăшах лашапа е утланса, е урапа-çунапа çÿреттĕм. Анчах кĕтнĕ çĕре вăхăтра çитменни пулман. Выльăхсен кукша чирĕ тăнран яратчĕ вăл вăхăтра. Мĕн кăна тумарăмăр пулĕ унпа кĕрешсе; Вакцина тухсан çеç парăнтартăмăр ăна", - аса илÿ çăмхине сÿтрĕ вăрçă хыççăн ял хуçалăхне ура çине тăратма йывăр пулнине палăртса кинемей.
Вăл каласа панинчен вăрçă хыççăнхи çулсенче выльăх йышĕ пысăкланнăран вĕсене тăратма вырăнĕ те хĕсĕкрех пулнă фермăсемпе сарайсем ума тухрĕç. Ĕнесем начар пулнăран пăрулассипе аптăранă тĕслĕхсенче ял çыннисем Римма Михайловнăна мунча кĕнĕ çĕртен хĕл кунĕнчех уй урлă чĕнсе кайни паянхи çамрăксемшĕн тĕлĕк евĕр кăна. Анчах çав лару-тăру пулнă. Вăл ветеринар сăн-питĕнче тарăн йĕр пулса юлнă...
Паян та ĔÇрех
Ял çыннисен сывлăхĕшĕн тата вĕсен пурнăçне ырă енне улăштарма пулăшассишĕн тимленĕ ветеринар килте те выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк сахал мар тытнипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Кил хуçалăхĕ ял хĕрринче тата юхан шывпа юнашар пулнăран Петровсем хур-кăвакалпа чăх-чĕп усрассипе пĕрре те алă усса ларман. 40 хур, 50-60 кăвакал усрани те пулнă вĕсен çемье пурнăçĕнче. "Хамăр ĕçпе эпир çынсене хур-кăвакала мĕнле пăхмаллине, ĕрчетмеллине вĕрентеттĕмĕр. Çапла тусан çеç вĕсенчен тĕплĕнрех ыйтма пулать, - тет паян кинемей тулли пурнăçĕшĕн хĕпĕртесе тата кашни утăмрах пулăшнă мăшăрне тав туса. - Йывăр çулсенче пуçăннă ĕçе паян та пăрахмастпăр. Пысăк выльăхсемех усрамастпăр пулин те кил-тĕрĕшре аппаланмалăх пур. Пахча çимĕç туса илессине те хăй еккипе ямастпăр. Килĕштерсе вăй çитнĕ таран ĕçлетпĕр. Çу каçа анкартинче çĕр улмипе кишĕрне-суханне те, купăстипе хăярне те, улми-çырлине те çителĕклех туса илетпĕр. Ĕçлесен, алă усмасан çулсене пăхмасăрах йăлтах пулать. Ытларах чухне хĕрĕмпе мăнукăмсем хăйсен çемйисемпе пулăшса хавхалантараççĕ. Тавах вĕсене".
Хăй вăхăтĕнче хĕвелтен иртерех вăранса пĕрлешÿллĕ хуçалăх фермине çитме вăй тупнă ветеринарăн Катăкуйĕнче те, çывăхри ялсенче те кĕмен кил юлман пулĕ. Пĕр киле çулталăкне 2-3 е ытларах кĕни те хăйĕн пурнăçне выльăх тухтăрĕн ĕçĕпе çыхăнтарнă хĕрарăмшăн кун йĕркинчи ĕçлĕ çул çÿрев пулнă. Ывăнман вăл уншăн. Çак тăрăшулăхшăн Турри те пулăшнă ăна. Ĕç пăрахмасăрах вĕсем Алексей Петровичпа (сăн ÿкерчĕкре) Ларисăна çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
А. ПЕТРОВ.