30 августа 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 35 статйин 4 пайĕ еткерлĕх правине шантарать, еткер хăвараканран пурлăха саккунпа палăртнă пек йĕркепе урăх çынсене куçассине тивĕçтерет.
Еткерлĕхпе çыхăннă ĕçсене судра час-часах татса пама тивет. РФ Гражданла процесс кодексĕн 23-27 статйисемпе килĕшÿллĕн еткерлĕхпе, еткер хăвараканăн парăмĕсемпе çыхăннă лару-тăрусене район сучĕсем тишкерме тивĕç. Çапла вара еткер хăвараканăн кредит килĕшĕвĕсем тăрăх юлнă парăмпа, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тÿленипе çыхăннă парăмĕсемпе тата ытти хăш-пĕр тĕслĕхсемпе çыхăннă ĕçсене район судĕнче тишкереççĕ.
Еткерçĕсен еткере тивĕçнĕ хыççăнхи обязательствисемпе çыхăннă ыйтусене, искра кăтартнă хак 50 пин тенкĕрен ытла мар пулсан, миравай судсем тишкереççĕ.
РФ ГПК 28 статйинче палăртнă тăрăх еткерлĕх право хутшăнăвĕсемпе çыхăннă исксене ответ тытакан гражданин пурăнакан е организаци вырнаçнă тăрăхри суда параççĕ. Асăннă кодексăн 30 статйипе килĕшÿллĕн иск çĕрпе тата ытти пурлăхпа çыхăннă пулсан ăна çав объект вырнаçнине шута илсе параççĕ. Еткере тивĕçнисем еткерлĕхе хăвараканăн кредиторĕсем патне тăратакан иска еткерлĕхе хăварнă вырăнта вырнаçнă судсем пăхса тухма тивĕç.
Еткере еткерçĕ халал хучĕпе е саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçет. Халал хутне пăрахăçлама тата улăштарма та пултараççĕ. Еткере тивĕçес тесен еткерçĕн нотариус (еткерлĕх вырăнĕнче) е еткере тивĕçни çинчен çирĕплетекен свидетельствăна пама полномочи пур должноç çынни патĕнче асăннă свидетельствăна илме заявлени çырмалла.
Еткере тивĕçме пултаракансене РФ ГК 1142-1145, 1147, 1148 тата 1151 статйисенче палăртнă. Еткерçĕ пулма чи малтанах еткер хăвараканăн ачисем, мăшăрĕ тата ашшĕ-амăшĕ пултараççĕ. Çакна паллах документсемпе çирĕплетмелле.
Ĕçсене тишкернĕ чух суд еткерçĕсенчен хăшĕ еткере тивĕçни çинчен свидетельство илнине пăхать. Еткере тивĕçмелли правăна çирĕплетекен свидетельство вара еткерçĕн тивĕçĕсем пирки мар, прависем пирки кăна калать.
Еткере йышăннă еткерçĕ, еткере хăш вăхăтра тата мĕнле майпа тивĕçнине пăхмасăр, еткере хăварнă пурлăха регистрациленĕ факт пуррипе çуккине пăхмасăр еткерçĕ хăварнă пурлăхăн хуçи шутланать, пурлăхпа çыхăннă правасемлĕ тата тивĕçсемлĕ пулса тăрать.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Муркаш район судĕнче еткерлĕхпе çыхăннă 23 ĕç тишкерсе тухнă.
Нумаях пулмасть пĕр кăсăклă ĕç пăхса тухма тÿр килчĕ. Б. гражданин хăйĕн ашшĕ вилнĕ хыççăн еткерлĕхе - çĕр лаптăкĕсемпе пурăнмалли çурта тивĕçни çинчен документсем хатĕрленĕ. Хăй вара ашшĕ вилнĕ вăхăта çав пÿртре регистраципе тата икĕ пиччĕшĕ пурăннине пытарнă. Документсем хатĕрленĕ хыççăн тивĕçнĕ пурлăха часах арăмне парнеленĕ. Арăмĕ вара суда упăшкин пиччĕшĕ патне регистрацирен тухма ыйтса искпа тухнă. Суд лару вăхăтĕнче Б. гражданин кăна мар, унăн икĕ пиччĕшĕ те палăртнă вăхăтрах еткере йышăннине çирĕплетрĕ. Çапла май Б. гражданинăн мăшăрĕн искне тивĕçтермен, икĕ пиччĕшĕн пурăнмалли çурта тата çĕре харпăрлăха илессинче вĕсен пайĕ пулмалли требованийĕсене тивĕçтерчĕ. Суд Б. амăшĕн те асăннă правасем пуррине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех суд тавлашуллă ыйтăва татса панă чух Б. мăшăрĕн пайне пĕчĕклетрĕ.
Т. Салдыркина,
Муркаш район сучĕн судйи.