30 августа 2014 г.
Муркаш районĕ çав тери илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Хăнăхнăран-и, тен ĕмĕрĕпех кунта пурăнакан çын çав илеме хăнăхнă та пуль. Е кулленхи çаврăнакан-пĕтĕрĕнекен пурнăçра тепĕр чух пирĕн çав илеме курма та вăхăт çук. Урăх çĕрте пурăнакан çын вара ăна тÿрех асăрхать.
- Çав тери илемлĕ вырăн ку тăрăхра. Эпĕ тахçанах Атăла ÿкерме шутланă. Таçта та пулнă. Анчах та Атăла, унăн сылтăм çыранне çакăнта çеç ÿкерме пулать. Тинех ĕмĕтĕм тулчĕ, - тет чăваш художникĕсен Союзĕн членĕ Вагиз Камалетдинов.
Унтан хăйĕн шухăшне малалла тăсать:
- Çынсем курман илеме ÿкерчĕке куçарса, ăна çынсем патне çитересси - çакăн пек пирĕн тĕллевĕмĕр, - тет.
Ку чăннипех те çаплах пуль. Ÿнер çыннисем, тен, чăннипех те, художниксем шÿтлерех каланă пек, урăхларах çынсем пуль. Ильинка тăрăхĕнчи "Юрату сăмсахне" те вĕсем хăйсем майлă ят пачĕç: "Савăнăç бухти".
- Кунта чăнах та савăнăç тĕнчи. Унта ир-ирех пулăçсен хаваслă сасси илтĕнет. Унта ирех пурнăç вĕрет. Кунти кашни бухта питĕ илĕртÿллĕ. Атăл çинчи пĕчĕк утравсем тата мĕне тăраççĕ. Кунта пулса курни кăна - мĕн тери пысăк телей, - тет Анатолий Головин художник та.
Республикăри художниксем кашни çулах районсене тухса çÿреççĕ. Кăçал вара Муркаш районĕ 70 çул тултарнипе ку тăрăхри илемлĕ вырăнсене ÿкерчĕке куçарма тĕллев лартнă вĕсем. Çавăн пекех пирĕн паллă ентешĕмĕр Н.В. Никольский ячĕ те илĕртнĕ вĕсене кунта.
Ÿнерçĕсем çавăн пекех хăйсен ĕçтешĕсем çуралнă вырăнсене те тухса çÿреççĕ. Вĕсен ятне халăх хушшине тавăрма тĕллев лартнă çапла майпа.
- Тавах район администрацине, "Ильинский" ачасен кану лагерĕн администрацине. Пире çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç, - кăмăллăн калаçаççĕ вĕсем. Августăн 20-23-мĕшĕсенче пулчĕç вĕсем кунта. Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Е. Чернова тата çак пай специалисчĕсем пурте пулса курчĕç кунта. Кĕркунне районта тури чăвашсен музейĕнче çав ÿкерчĕксен куравне йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Музей директорĕ Т. Ермолаева çакă питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Апла пулсан кĕркунне çĕр шăнтсан эпир тепĕр хут илемлĕ çу кунĕсене таврăнăпăр музейра çав ÿкерчĕксемпе паллашнă хыççăн.
Ÿнерçĕсем вара Муркаш тăрăхĕпе сыв пуллашасшăн мар. Çитес çулта тата тепĕр çĕрте ку тăрăхри илеме ÿкересшĕн.
4 кун хушшинче вара вĕсем тем тĕрлĕ этюд турĕç.
- Пирĕн коллектив питĕ ĕçлекен, кăмăллă та туслă коллектив, - тет хăйсен 4 çынран тăракан ушкăнĕ пирки Николай Федотов ÿнерçĕ. - Эпир кашни кун ир-ирех тăрса ĕçлеме пуçлатпăр. Кунне 3-4 этюд тăватпăр.
Чăннипех те вĕсен этючĕсем пĕринчен тепри илĕртÿллĕ. Кашни ÿкерчĕкре - эпир кулленхи пурнăçра курма вăхăт тупайман илем. Муркаш тăрăхĕнчи "Юрату сăмсахĕ" те, "Шакла пуç ту" та, республикăри пĕртен-пĕр шыв сикки те, куллен куç тĕлне пулакан шурă хурăнсем те мĕн тери илемлине çак ÿкерчĕксене куракан тÿрех ăнланса илме кирлĕ.
Пленэра йĕркелекен Анна Брагина вара пирĕн районтах çуралса ÿснĕ. Апла пулсан та алла сăрă тытсан тăван вырăнсене юмахри куçсемпе пăхса ÿкерчĕке куçарать.
- Ку тăрăхри лăпкăлăх, илем куçа кăна мар, чуна канăçлăх кÿрет, - теççĕ ÿнерçĕсем.
Халь туятăр-и, мĕнлерех илемлĕ вырăнта пурăнатпăр эпир; Ахальтен мар ĕнтĕ район администрацийĕ юлашки çулсенче районта туризма аталантарассипе хытă тимлеме пуçларĕ. Каласа памалăх та, кăтартмалăх та пур çав пирĕн, Муркашсен. Апла пулсан пыра-киле "Ильинский" лагерь директорĕ Алексей Вальков кăтартнă "Японие тухакан чÿречене" те курĕç-ха Муркаш районне килекен туристсем.
Л. Туктина.