10 сентября 2014 г.
Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускав хулинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшакан фондăн генеральнăй директорĕпе Александр Браверманнпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу Федерацин "Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм Саккунĕсем çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче республика шайĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин проекчĕсем вăя кĕрсе пыни тата чикĕлесе уйăрман çĕр лаптăкĕсемпе епле усă курни тавра иртнĕ.
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ асăннă фондпа тухăçлă тата килĕштерсе вăй хунăшăн Александр Браверманн Михаил Игнатьева тав тунă. Çак килĕшÿ шайĕнче Шупашкар хулинчи 6,3 гектар çĕр лаптăкĕ çинче 4 çурт хута янă, унтах ача сачĕ те пур. Пурăнмалли лаптăкăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ - 100 пин тăваткал метра яхăн.
2011 çулта Çĕрпÿре 5 гектар çинче 1226,7 тăваткал метрлă 11 коттедж тунă. Халĕ хулари 20 гектар лаптăкра çурт-йĕр тăвас ĕç пырать. 2018 çулччен пурăнмалли 20 пин тăваткал метр вырăн йышăнакан нумай хутлă 10 тата харпăр хăй валли 16 çурт туса пĕтермелле, çав шутра 50 проценчĕ - эконом-класли.
2013 çулта - 30 хваттерлĕ çурт, кăçалхи çу уйăхĕнче - 30 хваттерлĕ пурăнмалли çуртăн блок-секцине, çĕртмере 2162,7 тăваткал метр лаптăклă 16 коттедж хута янă. 2014 çулхи раштав тĕлне 60 хваттерлĕ тата 2 çурт хатĕр пулмалла.
2013 çулхи чÿк уйăхĕнче Раççей Федерацийĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне пысăк полномочи панă, Çĕрпÿ районĕнчи хăй пурлăхĕ шутланакан 44 гектара яхăн çĕр лаптăкĕпе усă курма ирĕк панă. Хальхи вăхăтра эконом-класлă çурт-йĕр проектне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех федераци харпăрлăхĕнчи 60 гектара яхăн 9 лаптăка та пурăнмалли çурт-йĕр валлиех усă курма май килĕ. Унта 32,4 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла.
Çапла вара 2014 çулхи 171-ФЗ номерлĕ "Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккунĕсем çинчен" федераци саккунĕ вăя кĕнĕ май çĕр лаптăкĕсемпе эконом-класлă çурт-йĕр тума васкавлăн усă курма май пур.
Михаил Игнатьев Александр Браверманна фонд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр, çавăн пекех стройиндустри валли производство объекчĕсем хута яма 304,49 гектар çинчи 85 лаптăка та строительство валли усă курмалли майсене пăхса тухма сĕннĕ.
18-шĕ пирки тивĕçлĕ документсем хатĕрленĕ. Виççĕшĕпе (Шупашкарта - 0,4668 гектар, Канашра - 9,4552 гектар, Улатăрта - 0,28 гектар) "пилотлă лаптăк" вырăнне хурса усă курасшăн.
Ĕçлĕ калаçура проектсене пурнăçламалли тапхăрсене палăртнă. Михаил Игнатьевпа Александр Браверманн Чăваш Республикипе федерацин çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшакан фонд пĕр-пĕринпе малашне те килĕштерсе ĕçлес тĕллевлине палăртнă.