10 сентября 2014 г.
Августăн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çак мероприятие ирттерме республика тĕп хулинчен района килнисен шутĕнче Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза КОНДРАТЬЕВА та пулчĕ. Район хаçачĕн сотрудникĕ Роза Алексеевнăпа тĕл пулнă май 2015 çултан тытăнса пенси системинче пулса иртекен улшăнусем пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă.
- Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2015 çултан тытăнса Раççейре пенси страхованийĕн тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Çĕнĕ саккунсем вăя кĕриччен çур çултан та сахалрах юлчĕ. Роза Алексеевна, 2015 çултан страхованин тата пухăнса пыракан пенсисене хăйсем тĕллĕн тÿлеве уйăраççĕ. Страховани пенсине тивĕçмелли условисем мĕнлерех улшăнаççĕ-ши;
- 2015 çултан пенсисене "Страховани пенсийĕсем çинчен" Саккунпа килĕшÿллĕн шутлама тытăнаççĕ. Унта пăхнă тăрăх пенсие хĕрарăмсем малтанхи пекех 55 çула çитсен, арçынсем 60 çула çитсен тухма пултараççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçмелли çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ: страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла (халĕ 5 çултан кая мар), ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар пулмалла. Çавăн чухлĕ коэффициента кашни çын ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать.
Çак виçесене тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçа кĕртме палăртнă. 2015 çулта ватлăхра паракан страховани пенсине тухма страховани стажĕ 6 çул, пенси коэффициенчĕн виçин калăпăшĕ 6,6-ен кая мар пулмалла. 2025 çултан вара çĕнĕ йĕрке туллин ĕçлеме тытăнать.
- 2015 çулта обязательнăй пенси страхованийĕн страховани взносĕсене пенсин страхланă пайне йĕркелеме тулли виçепе куçарса тăма палăртаççĕ. Кун пек заявленипе федерацин массăллă информаци хатĕрĕсенче РФ ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин тухса калаçрĕ. Роза Алексеевна, пухăнакан пенсин шăпи пирки мĕн калама пултаратăр;
- Чи малтанах 1967 çулта е хыççăнхи çулсенче çуралнă ĕçлекен граждансем пирки каласа хăварасшăн. Вĕсен пенсин страхланă пайĕ те, пухăнакан пайĕ те йĕркеленет. Иккĕмĕшĕнчен, патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсемпе ертсе пыракан компанисен витĕмне палăртса хăвармалла. Вĕсем пенсин пухăнакан пайĕ çине пыракан укçа-тенкĕне инвестицилеççĕ, апла пулсан граждансен пухăнакан пенсине ÿстерме тивĕç.
- Паллă ĕнтĕ, кăçал пухăнакан пенсисене патшалăх тытăмне кĕмен фондсемпе ертсе пыракан компанисене паман.
- Ку чăнах çапла. Ĕç паракан тÿленĕ мĕн пур взнос укçи-тенкине 2014 çулта пĕтĕмпех ĕçлекен çыннăн пулас пенсийĕн страхланă пайне ÿстерме уйăраççĕ. Апла пулсан пур страховани взносĕсене те граждансен Раççей Пенси фончĕн пенси счечĕсем çине куçараççĕ. Вăхăт çитсен вара страхланă пенси тÿлеме тытăннă чухне унта пухăннă суммăна шута илĕç. Хальлĕхе вара страховани взносĕсем паянхи пенсионерсене пенси тÿлесе тăма каяççĕ. Çапла майпа пенсин пĕр шухăшлă системин принципĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, Раççейре пенсипе тивĕçтерессин тĕп тытăмĕ пулса тăраççĕ.
- Апла пулсан 2015 çулта хальхи йĕркех сыхланса юлĕ;
- Çапла, 2015 çулта пухăнакан пенси валли пыракан страховани взносĕсене пулас пенсионерсен страхланă пенсине ÿстерме уйăрма палăртнă. Страхланă пенсие патшалăх çулсерен инфляцирен кая мар ÿстерсе пырать. Халĕ унăн виçи Чăваш Республикинче вăтамран 10400 тенкĕпе танлашать.
Пухăнакан пенсие патшалăх индексацилемест. Вăл мĕн чухлĕ хушăнасси пĕтĕмпех патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсемпе ертсе пыракан компанисем укçа-тенкĕне инвестициленин кăтартăвĕнчен килет. 2008 çулхи пек тăкаксем те пулма пултараççĕ. Ун пек тăкаксем пулаççĕ пулсан ĕç паракан ĕçлекен çыншăн тÿленĕ страховани взносĕсене тавăрса парассине кăна гарантилеççĕ.
Апла пулсан страхланă пенси пухăнакан пенсирен хăвăртрах ÿссе пырать. Пулас пенсионерсен капиталĕ тĕлĕшпе те çавăн пекех пулса иртет. Юлашки çулсенче страхланă пенси виçи ÿссе пырасси пухăнакан пенсие инвестициленинчен тупăш илессинчен икĕ хут пысăкрах.
- Пенсин пухăнакан пайĕ валли 2014 çулччен пырса тăнă укçа-тенкĕ пирки мĕн калама пултаратăр;
- Пенсин пухăнакан пайĕ валли унччен куçарнă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех граждансенче сыхланса юлать. Ку укçа-тенкĕне çынсем хăйсем суйласа илнĕ патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсемпе ертсе пыракан компанисем пенси пама тытăнсан çав çулсенчи инвестици тупăшне кура тÿлесе тăма тытăнĕç.
- Çамрăксемпе 40 çулхисем тĕлĕшпе мĕнле пулмалла-ха; 2016 çултан тытăнса вĕсен суйласа илмелле пулать - взноссен пĕр пайне пухăнакан пенси валли хывмалла е пĕтĕм взноссене страхланă пенси валли кăна куçармалла;
- Страхланă пенси вăл - патшалăх яваплăхĕ. Пухăнакан пенси - харпăр хăй компанийĕсен яваплăхĕ. Манма кирлĕ мар, пухăнакан пенсие йĕркелесси тата укçа-тенкĕне финанс рынокне хывасси яланах пысăк асăрханулăхпа çыхăннă. Çавăнпа та кашнин хăйĕн йышăну тумалла, çитес ватлăх кунĕсем пирки ответлăрах шухăшламалла.