Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай хваттерлĕ çуртра - юсав

10 сентября 2014 г.

 

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕн хальхи тапхăрти чи актуаллă ыйтăвĕсенчен пĕри - нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха капиталлă юсав туса çĕнетесси.  Кăçалхи мартăн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикинче çÿлерех асăннă ĕçе 2014 - 2043 çулсенче  вăя кĕртмелли  регион шайĕнчи программăна йышăннă. Регион программи Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсен переченĕ шутланать.  Унта планпа пăхнă юсав ĕçĕсем курăнаççĕ, анчах та авариллĕ тата пăсмалли йышри çурт-йĕр программăна кĕмест.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕ пĕлтернĕ тăрăх   сентябрĕн 28-мĕшĕччен нумай хваттерлĕ çуртра юсав ĕçĕсем ирттермелли укçа-тенкĕне мĕнле счет çине пухассине суйламалла. Ăна валли çак çуртра пурăнакансен пĕрлехи пухăвне маларах ирттермелле. Пуху куçăн тата куçăн мар та пулма пултарать. Капиталлă юсав ĕçĕсен фондне çирĕплетмелле. Çак йышăнăва пĕрлехи пуху протоколĕнче палăртмалла. Ăна валли çурт-йĕрти пĕтĕмĕшле йышăн 2Ÿ3 пайĕн сасси çителĕклĕ. Ку йышăнăва Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх инспекцине тата ытти адреспа тăратмалла.

Капиталлă юсав фондне хăвăрăн ятарлă счет çинче йĕркелес тесе йышăну тусан кредит организацийĕнче счет уçмалла. Унта вара харпăр хăй капиталĕн шайĕ çирĕм миллион тенкĕрен пĕчĕк пулмалла мар.  

Енчен те çурт-йĕр хуçисем укçа-тенкĕне ăçта хывассине суйламан пулсан вăл Чăваш Республикин Капиталлă юсав фондне куçать. Юсав ĕçĕсемшĕн икĕ хут тÿлессинчен хăтăлма çак ĕçе пурнăçлассин йĕркине ертсе пыракан компанин килĕшĕвĕнчен кăлармалла.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн капиталлă юсавшăн тÿлемелли чи пĕчĕк виçе  2014 çулта пĕр тăваткал метршăн  - 5,2 тенкĕ, 2015 çулта - 5,5 тенкĕ, 2016  çулта - 5,8 тенкĕ. Çурт-йĕр хуçисем çак взонса пысăкрах та палăртма пултараççĕ. Капиталлă юсав ирттермелли ятарлă ĕçсене (çуртри  инженери системисене: электроçутăпа, ăшăпа, газпа тивĕçтересси, таса мар шыва юхтарса кăларассине тивĕçтересси, подвал, никĕс, çи витти,  çурт умне  юсасси) çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин 2013 çулхи 140 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсен шутне хушма услугăсем кĕртнĕ: вентиляци системине юсасси, рессурсемпе усă курнине шутлакан коллективлă прибор вырнаçтарасси е улăштарасси тата  çав приборсен ĕç-хĕлне шайлаштарасси.

Капиталлă юсав ĕçĕн республикăри программи пурнăçланнă çулсенче 15,635 миллион тăваткал метр йышăнакан нумай хваттерлĕ 4733 çуртра юсав ирттерме палăртнă.     

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене нумай хваттерлĕ çурт-йĕрĕн капиталлă юсав ĕçĕ ирттерессин программине вăя кĕртме Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассин фончĕ шутĕнчи пулăшупа тивĕçтерессин лимитне çирĕплетнĕ: 2014 çул валли - 66837863,78 тенкĕ, 2015 çул валли - 38193065,02 тенкĕ. 

Раççей Федерацийĕн Граждан тата Çурт-йĕр кодексĕсемпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тытса тăрасси, вăл шутра капиталлă юсав, модернизаципе реконструкци ĕçĕсемшĕн  çурт-йĕр хуçисем ответлă пулса тăраççĕ.

Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха юсассин нумай вăхăтлăх системине йĕркелес тĕлĕшпе Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн коммерциллĕ мар организацине - Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ирттерессин республикăри фондне - туса хунă. Çапла вара 2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа  çурт хуçисем капиталлă юсавшăн тÿлеме тивĕç. Ятарлă йĕркепе авариллĕ тата пăсмалли йышри çурт-йĕр шутĕнчисенче пурăнакансене çак тÿлеврен хăтараççĕ. Çавăн пекех муниципалитет çурт-йĕрне тара илнĕ çынсен тÿлемелле мар. 

Р. Илларионова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика