10 сентября 2014 г.
Кĕркунне нумайăшĕ кăмпана çÿреме юратать, анчах та вăрман парнеленĕ лайăх кăмăл кĕтмен çĕртенех пăсăлма пултарать. Çапла ан пултăр тесен вăрманти хăрушлăх пирки асра тытмалла.
Пĕрремĕшĕ - вăрманта урни чирĕпе чирленĕ чĕр чунсем тĕл пулма пултарни. Çак чир чĕр чунсем хушшинче ытларах кĕркуннепе хĕлле сарăлать. Пирĕн тăрăхри вăрмансенче ку чире саракансем тилĕ тата кашкăр шутланаççĕ. Чирлĕ чĕр чунсем çын патне питĕ çывăха пыма пултараççĕ. Вĕсем çыртрĕç пулсан тÿрех врач патне васкамалла, организмра урни чирĕн вирусĕ сарăласран çийĕнчех вакцинаци ирттермелле.
Тепĕр хăрушлăх - наркăмăшлă çырла тата кăмпа. Кăмпаçăсен "ылтăн" правило пур: пĕлмен кăмпана татмалла мар. Кăмпана тахçан та пĕрре çÿрекенсем нумай чух яка (сыроежка) кăмпа вырăнне наркăмăшлă кăмпа (бледная поганка) татаççĕ. Çав кăмпана çини вара çыннăн пĕверне пĕтерет, вилĕм патнех илсе çитерет. Çавăнпа та пĕлмен кăмпана кăна мар, пĕлмен çырлана та, вăл илемĕпе тыткăнланине пăхмасăрах, тĕкĕнмелле тата татмалла мар.
Вăрăм тунасемпе сăвăссем пирки те манас çук. Вăрăм тунасем çак вăхăтра шăпах самăрланса çитеççĕ, пĕр шелсĕр сăхаççĕ. Çавăнпа та ÿт çине реппелент сĕрме ан манăр. Çапла туни вăхăтлăх та пулин вĕсенчен хăтарать. Вăрмана каяс текенĕн кĕлеткене лайăх хуплакан çи-пуç, пуçа лайăх картлакан калпак тăхăнмалла е тутăр çыхмалла.
Сăвăс çыннăн сывлăхĕшĕн ытла хăрушă мар. Вăл темиçе сехет каялла кăна ÿте тăрăннă пулсан ăна пинцет тата кăшт вазелин пулсан пĕр-икĕ минутрах кăларма пулать. Кăларнă хыççăн ÿте спирт пур шĕвекпе сĕрмелле, врач патне çитсе килсен лайăхрах. Сăвăс энцефаличĕ вара сăвăс тăрăннинчен хăрушăрах. Çак чире сăвăссем сараççĕ. Çавăнпа та сăвăс ÿте тăрăннă хыççăн 12 сехет ытла иртнĕ пулсан ăна кăларма врач патне васкамалла, хăвăр тĕллĕн кăларнă пулсан сăвăса больницăна илсе пымалла. Мĕншĕн тесен ăнă тĕрĕслемелле.
Хăш-пĕр ÿсен-тăранпа курăк та вĕсенче тĕрлĕрен сиенлĕ веществосем пулнăран çыннăн сывлăхне сиен кÿрет. Вĕсене тытсан е вĕсен çумне сĕртĕнсен ытларах чух ÿт кĕçĕтме тытăнать, хĕрелет, хăмпăланса та тухать.
Вăрманта çухалса кайма та пулать. Полици, МЧС сотрудникĕсем кăмпаçăсене шыранине пĕрре мар илтнĕ ĕнтĕ. Шел пулин те, тепĕр чух çынна тупаймаççĕ. Çавăнпа та çухалса кайрăр пулсан чи малтанах лăпланăр. Сире çак вăхăтрах шырама пуçласса пĕлетĕр пулсан пĕр вырăнтах тăрăр, вăхăтран вăхăта телефонпа шăнкăравлăр е урăх паллă парăр. Эсир вăрмана пĕччен кайнă тата сире никам та шырамассине чухлатăр пулсан таврара мĕнле сасă пулнине хăлха тăратсах итлĕр. Тен инçех мар транспорт иртсе çÿрет, е йытă вĕрет - сасă енне утăр.
Кăмпаçăсен кăна мар, вăрмана каякан кирек камăн та тепĕр "ылтăн" правило пулмалла: харпăр хăйĕн хыççăн яланах тирпейлесе хăвармалла. Апла пулсан эсир вăрманта чарăнса апатланнă хыççăн ăпăр-тапăр выртса ан юлтăр.
Е. Кожевникова, врач.