Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалла спортпа туслашни - ĕмĕрлĕхе

10 сентября 2014 г.

Районта пурăнакансем спортăн вуншар тĕсĕпе туслă пулнине тата пирĕн ен спортсменĕсен тĕрлĕ шайри ăнăçăвĕ пирки район хаçачĕпе туслă çыхăну тытакансем пĕлсех тăраççĕ. Пĕрисен ăнăçăвĕ вĕсене те спортăн çав енĕпе туслашма хавхалантарать. Ку çул вара пирĕнтен кашнинех спортпа тата массăллă физкультурăпа тачă çыхăнура тытса пырать.

Маларах каланă чăнлăха пурнăçа кĕртсе иртнĕ шăмат кун, авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче, район пурнăçне çутатакан "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат парнисене çĕнсе илессипе çăмăл атлетикăн черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Вăл Чăваш Енри пресса спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пулнăран унăн пĕлтерĕшĕ те пысăк пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсем Шупашкарта çак фестиваль финалне хутшăнма тивĕçрĕç.

Сăн ÿкерчĕкре (сулахайран сылтăмалла): эстафетăра палăрнă Федоровсен (Сергей, Надя, Дашăпа Егор), Егоровсен (Андрей, Надя, Настя), Смирновсен (Игорь, Надя, Ирина) çемйисем.

Уяр кун - ăнăÇу пуÇламăшĔ

Юлашки çулсенче ырă йăлана кĕнĕ çак ăмăрту кăçал нихăш çулхинчен ытларах халăх пухрĕ. Палăртнă вăхăтра район администрацийĕ умĕнчи урам çамрăксемпе, аслă ăрури çынсемпе лăках тулса ларчĕ. Çавăн чухлĕ халăх спортпа туслине курсан савăнăç туйăмĕ вăйланчĕ. Тĕрлĕ ăмăртăва çитсен те кунашкал массăлăхпа тĕл пуласси сайра пулакан пулăм.

Чăваш Енри пресса спорт фестивалĕн Муркаш Енри ăмăртăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев уçрĕ.

- Паянхи ăмăртăва çакăн чухлĕ халăх пухăнни Муркашсем спортран катара тăманнине çирĕплетет. Ку вăл - ырă пулăм. Спортпа çывăх çын сывă пурнăç йĕркине суйлани те район аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Ку - савăнтарать. Спорт уявне пухăннă халăх активлăхĕ производствăра та иксĕлмессе шанатăп. Пĕрле эпир - пысăк вăй. Паян вăйлисем хăйсен пултарулăхне уççăн кăтартасса кĕтетпĕр, - терĕ Владислав Кириллович спортсменсене ăнăçу сунса.

Район хаçачĕн социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ Наталия Николаева та ăмăртăва килсе çитнисене старта чĕнсе ăнăçу сăмахĕсем каларĕ:

- Паян çакăнта сире пурне те курма питĕ хавас. Район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен эстафета - шкул ачисемшĕн вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш ăмăрту. Çавăнпа та эсир паян лайăх результатсем кăтартасса, çавна май спортра хăвăрăн тĕллевсене уççăнрах палăртасса шанас килет. Аслисем тата çемье командисем вара çак эстафетăра çулсеренех ачасене ырă тĕслĕх кăтартса хастарлăхпа палăраççĕ. Апла пулсан пурне те ăнăçлă старт сунатăп, финишĕ вара стартран та ăнăçлăрах пултăр!

 

Йыш пысăк

Ăмăрту анлăшне унта миçе команда хутшăнни уçăмлă çирĕплетет. Судьясем регистрациленĕ тăрăх тата старта тухнисене шутласан тĕрлĕ ÿсĕмре район хаçачĕн парнисене çĕнсе илме кăçал 52 команда вăй виçрĕ. 400 метрлă эстафетăра вăй виçекенсем тĕлĕшпе курма пынисем те, командăри юлташĕсем те самай пăшăрханчĕç. "Хăвăртрах! Нумай юлмарĕ! Эсĕ хăвăн умринчен иртейретĕн! Эсĕ хăвăнтан лайăхрах чупаканăн вăхăчĕпе пыратăн, хăвăртлăхна тепĕр кăшт хуш! Команда пирки шутла!", - дистанцирисене юлташĕсемпе тренерĕсем çакăн пек хĕтĕртни район центрĕнче инçе янăраса тăчĕ.

Командăсем йышлă терĕмĕр те вĕсем пирки уйрăммăн каласа хăварни  те лайăх пулмалла. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем ăмăртăва 10 команда тăратнă. Вăтам шкулсенчен Чăваш Енри пресса спорт фестивалĕн Муркаш енри ăмăртăвне 22 команда килсе çитнĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Спортпа уйрăмах туслисем стартсене виçшер команда кăларма та хевте çитерчĕç. Кун пеккисен шутĕнче Муркашри тата Ярапайкассинчи вăтам шкулсем. Çатракассинчи, Орининти, Йÿçкассинчи, Калайкассинчи, Нискассинчи вăтам шкулсем ăмăртăва икшер команда кăларнине те ырламалла кăна.

Кунта манăн вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Н. Иванов стартсем хушшинчи пушă вăхăтра та спортсменсене район хаçачĕпе паллаштарнине палăртса хăварас килет. Муркаш ен спортсменĕсем район хаçачĕпе туслă пулни, хамăр ен пурнăçĕпе кăсăклансах тăни аслă ăрурисем хăйсем хыççăн çирĕп никĕс хăварнине çирĕплетет.

- Çамрăк чухне эпĕ те спортпа туслă пулнă. Çавăнпа та районти спорт пурнăçĕпе паян та кăсăклансах тăратăп. Çак ĕçре район хаçачĕ пысăк тĕкĕ пулни килĕшет. Çамрăксене те унпа çывăх пулма сĕнетĕп, - терĕ Николай Павлович Чуманкассинчи вăтам шкултан килнĕ спортсменсене ăнăçу çунса.

 

ÇĔнтеРŸÇĔсем

Кашни ÿсĕмри стартрах çивĕч кĕрешÿ пычĕ пулин те, çĕнтерÿçĕ ятне чи хастаррисем тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче куçса çÿрекен кубока Шетмĕпуçсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем - Сосновкăсемпе Шомиксем. Вăтам шкулсем хушшинче Муркашри вăтам шкул ыттисенчен хăвăртрах пулчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче - Калайкассисен 1-мĕшпе 2-мĕш командисем.

 Ĕç коллективĕсем хушшинчи ăмăртусем те хумханусăр иртмерĕç. Кунта Çатракасси ял тăрăхĕн команди - пĕрремĕш, "Свобода" хуçалăх спортсменĕсем - иккĕмĕш, Муркаш ял тăрăхĕн команди 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Уйрăм интерес çемьесен эстафетинче пулчĕ. Ашшĕ, амăшĕ тата ачи эстафетăра Муркаш ял тăрăхĕнчи Смирновсем çĕнтерчĕç. Хыççăнхи вырăнсенче Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Егоровсемпе Федоровсем.

Спортри туслăх районта малашне те çаплах аталантăрччĕ.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика