27 августа 2014 г.
Хресчен пурнăçĕнчи чи хĕрÿ ĕç çи тапхăрĕ. Çак вăхăтра, паллах, тракторсемпе вĕсен прицепĕсемсĕр, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăсăр ĕçсене агротехника ыйтнă пахалăхпа вăхăтра пурнăçлама çук. Çакна курса-пĕлсе тăраканăн ку вăхăтра асăрханулăх пирки те манма юрамасть. Ĕçсене халăх йышлă хутшăннă чух çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Республикăра çулленех "Трактор" профилактика уйăхлăх-операци ирттереççĕ. Кăçал та вăл авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Анчах çакă тракторпа ĕçленĕ чух хăрушсăрлăх ыйтăвне пăхасси пĕр уйăхпа çеç çыхăннине пĕлтермест.
Иртнĕ кĕçнерни кун "Трактор" уйăхлăх-операци планĕпе килĕшÿллĕн Турай, Муркаш, Оринин, Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Ильинка ял тăрăхĕсенче профилактика тĕрĕслевĕ ирттертĕмĕр. Çынсен тата предприяти-организацисен харпăрлăхĕнчи тракторсемпе прицепсем тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника тĕлĕшпе уйрăм тимлĕх пулчĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче техникăна техосмотр тăратнине пăхасси, юсавсăр тата учета тăратман техникăпа ĕçе тухнине палăртасси, усă куракан техника тăван тавралăха сыхламалли требованисене, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнни тĕп вырăнта пулчĕ.
Рейд вăхăтĕнче тĕрлĕ харпăрлăхри 12 трактора тĕрĕслеме тÿр килчĕ. Вĕсен пĕр пайĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнине тупса палăртрăмăр.
Токшик уйĕнче ĕçлекен А. Степановăн МТЗ-82 тракторне тĕрĕслесен унăн двигателе передача çинче ĕçлеттерсе яма чаракан механизм çукки палăрчĕ. 300 тенкĕ административлă айăплав çак çитменлĕхе пĕтерме пулăшĕ-ши; Çав вăхăтрах Москакасси ял тăрăхĕнче тĕрĕслев серепине лекнĕ Н. Терентьев медаптечка тата огнетушительпе авариллĕ чару паллине çав кунах трактор çине вырнаçтарассине ĕненмеллех шантарчĕ (сăн ÿкерчĕкре). "300 тенкĕ вăхăтлă асăрхаттару пулнине ĕненетĕп. Паянах вĕсене туянса хуратăп", - терĕ вăл административлă айăплав протоколне алла илнĕ май.
Ку тĕрĕслевре хăйсен айăпĕсене ăнланакан ытларах пулни Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче те тĕл пулчĕ. Д. Федоров Китайра кăларнă пĕчĕк трактора вăхăтра регистрацилеме "маннишĕн" 1500 тенкĕ "премие" тивĕçрĕ. Çитменлĕхе çывăх вăхăтрах тÿрлетме шантарчĕ вăл. Сăмахне тытĕ-ши; Пурăнăпăр - курăпăр.
Ильинка ял тăрăхĕнчи М. Яшмолкин пенсионер тĕрĕслевре палăрнă çитменлĕхсене вырăнтах пĕтерни механизаторсем хушшинче те яваплăха туякансем пуррине кăтартрĕ.
Ĕçлеме тухнă техника çинчи çитменлĕхсем хыçĕнче çынсен пурнăçĕ тăни кашниншĕнех паллă. Ăна шута илсе айăплисене çирĕп явап тыттарни çеç çителĕксĕр. Çак айăплава механизаторсем хăйсем ăнланса илни пĕлтерĕшлĕ.
Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.
Рейд ушкăнĕ:
С. НИКОЛАЕВ, ЧР Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ*
А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономика пайĕн ертÿçи.