27 августа 2014 г.
"Пирĕн районти шкул автобусĕсем ачасемпе çула тухма хатĕр", - çапла пĕтĕмлетÿ турĕ тĕрĕслев комиссийĕ.
Автобуссене техосмотр тăратнипе страховка пуррине кăна мар, водительсем, автобуспа ачасене шкула тата шкултан ăсатакан вĕрентекенсем ятарлă вĕренÿ курсĕсене вĕренсе пĕтернине те тĕрĕслерĕç патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ С. Иванов тата А. Щербаков инспектор. Çакăнпа пĕрлех йĕркипе лартса тухнă кашни транспорт патне çитсе кашни водительпе уйрăммăн та, вĕсене пĕрле пухса та ачасене турттарассипе, уйрăмах хăвăртлăх режимне пăхăнассипе асăрхаттару калаçăвĕ те ирттерчĕç.
Пассажирсене турттаракан транспортпа ĕçлекен водитель ĕçĕ ахаль те ответлăхпа палăрса тăрать, шкул автобусĕн водителĕ пуласси вара тата ответлăрах. Çакăнпа пĕрлех унăн çирĕп дисциплинăллă, сиенлĕ йăласемсĕр, ырă кăмăллă та пулмалла.
Чуманкассинчи вăтам шкулта ГАЗельпе ачасене турттаракан Николай Данилов - шăпах çавăн йышшисенчен. Шкулти водительте ĕçлеме тытăннăранпа унăн 7 çул çитнĕ ĕнтĕ. "Ĕçĕ питĕ ответлă, çапах ачасемпе ĕçлеме кăмăллă, интереслĕ. Вĕсене шкул тулашĕнчи чылай ăмăртăва, конкурссене те илсе тухатпăр, çитĕнĕвĕсене куратпăр, пĕрле савăнатпăр", - терĕ вăл унран ĕç йывăрлăхĕ пирки кăсăклансан. Муркаш шкулĕнче водительте ĕçлекен Юрий Ванюшкин шкул автобусĕн рулĕ умĕнче вара 10 çула яхăн. Николай Шариков Москакассинчи шкулта автобус водителĕнче иккĕмĕш çул кăна вăй хурать-ха, водитель стажĕ вара унăн 1968 çултанпах пырать. Çак шкулти социаллă педагог Елена Поркина каланă тăрăх шкул автобусĕпе ĕçлеме килĕшекенсене тупма çăмăлах мар иккен - "требованисем пысăк". "Юрать-ха Николай Данилович пирĕнпе ĕçлет. Унпа эпир çула яланах шанчăклă тухатпăр. Питĕ йĕркеллĕ çын", - тет вăл.
Хăйсен ĕçне ответлăхпа пурнăçлакан районти 18 водитель çитес вĕренÿ çулĕнче каллех кашни кун 98 ялти 960 ытла ачана шкула турттарĕ, унтан килĕсене леçĕ. Çул çинче асăрханулăхпа тимлĕх кирлине вĕсем яланах асра тытаççĕ, çакăн пирки тата общество транспортĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине ачасене тăтăшах аса илтереççĕ.
Водительсен те, çуран çÿрекенсен те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла, вĕсене пĕлмелле. Акă иртнĕ кунсенче, августăн 21-22-мĕшĕсенче, пирĕн районта иртнĕ "Пешеход" асăрхаттару мероприятийĕ вăхăтĕнче йĕркене пăснă 7 тĕслĕх палăртнă: 6 водитель çуран çÿрекене çул паман, 1 çуран çÿрекен çул урлă каçма юраман вырăнта каçнă. Мероприяти вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем çул урлă каçмалли вырăнсене те тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсем тупса палăртнă икĕ тĕслĕхе пĕтерме çав çулсене пăхса тăракан организацисене асăрхаттарусем тăратнă.
Н. Николаева.