Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем вĕренÿ учрежденийĕсенче пулчĕç

27 августа 2014 г.

 

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вăхăт нумаях та юлмарĕ.   Юлашки виçĕ çулта республикăри шкулсене вĕренÿ кĕнекисемпе, пособийĕсемпе тивĕçтерме 500 миллион тенкĕ укçа кайнă.  Кăçалхи çур çулта вĕренÿ тытăмĕ валли республика шайĕнче 7499,8 миллион  тенкĕ уйăрнă. Çакă - унчченхи çулхи шайăн 114,6 проценчĕ. Çав укçапа пĕлÿ çурчĕсене реконструкциленĕ, вĕсен ĕç-хĕлне тивĕçтернĕ, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвне ÿстернĕ тата ытти тĕллевпе усă курнă.

 Çакă тата ытти ĕç вырăнсенче епле вăя кĕнипе, вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе çитнипе паллашма çула тухрĕ  районти ветерансен пĕр ушкăнĕ, вăл шутра  пенсионерсен пĕрлĕхĕн, АПК ветеранĕсен канашĕн тата ветерансен канашĕн членĕсем.  Хисеплĕ ветерансенчен тăракан сумлă делегаци чи малтанах Муркаш шкулĕнче пулчĕ. Вĕсене асăннă шкул ертÿçи Николай Смирнов кĕтсе илчĕ, самантпа усă курса лару-тăрупа паллаштарчĕ.

- Пĕтĕмĕшле илсен хамăр шайри мĕн пур ĕç-хĕле шайлаштарма тăрăшатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулне малтанласа палăртнă тăрăх 773 ача килмелле. Пĕрремĕш класрисен йышĕ 100-е яхăн. Паянхи пурнăç профиль вĕренĕвĕ питĕ кирлине çирĕплетет, ку енĕпе эпир тимлетпĕр. Ача хăй кăмăлланă ĕç вĕренĕвне шкулта чухнех  суйлатăр. Çавăн пекех кадет класĕсем те питĕ пултаруллă, республика шайĕнче те вĕсем ырă тĕслĕхре,  - терĕ Николай Евгеньевич.

Ачасем кунта терминал урлă электрон карттăпа апатланаççĕ. Унпа усă курни пур енлĕ меллĕ, ача чăннипех те апатланни пирки ашшĕ-амăшĕн телефонĕ çине пĕлтерÿ каять.  

- Вĕренÿре малта пыракан ачасемпе ĕçлесси питĕ кирлĕ. Эсир ку енĕпе ĕçлесе пыни питĕ савăнтарать. Аслă ăру  шанăçне эсир тÿрре кăларасса эпир шанатпăр, - терĕç ветерансем.

Ĕç ушкăнĕ Çатракасси шкулне çитрĕ. Кунти ĕç-хĕлпе асăннă шкул ертÿçи Виталий Прокопьев паллаштарчĕ.

- Иртнĕ çул пĕрремĕш класа вунă ача килнĕ пулсан, кăçал вĕсен йышĕ çирĕмрен иртмелле. Ĕçлеме те, вĕренме те условисем пур, хальлĕхе вара канализаци çукки чăрмав кÿрет, - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Виталий Александрович.

Вĕренÿ ĕçĕн пĕтĕмĕшле хаклавĕпе асăннă шкул вăтам шайра. Классем пур енлĕ хăтлă, информаци тĕлĕшĕнчен пуян, ахальтен мар ĕнтĕ чăваш чĕлхи пÿлĕмĕ конкурсра та çĕнтерÿçĕсен йышĕнче палăрнă. 

Ветерансем ку шкул коллективĕн ĕçлес вăй-хăвачĕ тата кăмăлĕ пуррине палăртрĕç. Стендри кивелнĕ информацие çĕннипе улăштармалли пирки те асăнса хăварчĕç. Ăста хут купăсçăсем хатĕрлессипе малашне те ĕçлеме сĕнчĕç ветерансем.

Çул çÿрев Очăкассинчи пуçламăш шкул-ача садне илсе çитерчĕ. Хăй вăхăтĕнче ку çурт-йĕр йывăр лару-тăрура пулнă, район ертÿлĕхĕ çине тăнипе ăна хăтлăх кĕртнĕ. Куллен пурнăçламалли ĕç вара тупăнсах тăрать.

Пысăк йыш çитнĕ вăхăтра Тивĕшри 29 номерлĕ "Незабудка" ача сачĕн ертÿçи Вера Федорова картишĕнчеччĕ. Ку объектра хăй вăхăтĕнче  190 ытла ача вĕреннĕ, кунтах республика шайĕнчи ăмăртусем тата ытти ĕç иртнĕ, тахçантан пыракан традицисем пулнă. Вăхăчĕ çапла килсе тухнă, учреждени ĕçне улăштарма тивнĕ. Халĕ ку ача сачĕ, çакăнта çÿрекенсем 20-ĕн, 12-шĕ талăкĕпех кунта пурăнать, кÿршĕри районсенчен те килеççĕ. 

Шетмĕпуç шкулĕнче хăтлăх хуçаланать, классем çутă, сĕтел-пукан лайăх.

- Ашшĕ-амăшĕпе шкул тачă çыхăнура. Вĕренÿ ĕçĕ çине патшалăх шайĕнче чăннипех те пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç.  Кулленхи ĕçре пысăк опыт пухнă ветерансем вĕренÿ учрежденийĕсене те килни питĕ лайăх. Сирĕн сĕнĕвĕрсем, вĕрентĕвĕрсем пире яланах кирлĕ, - палăртрĕ хăй шухăшне Антонина Владимировна.

Делегацин ĕç кунĕ асăннă шкулта вĕçленчĕ. Вĕренÿ сферинчи лару-тăрупа район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçин çумĕ Ирина Ершова паллаштарчĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсем ачасене йышăнма хатĕр: юсав ĕçĕсем ирттернĕ, вĕренÿ пособийĕсене туяннă, оборудовани çĕнетнĕ тата ытти те. Вырăнти бюджетран çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме 14931,1 пин  тенкĕ уйăрнă. Унпа кантăк, алăк блокĕсем, электроснабжени системипе çутă улăштарнă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ.  Ялти шкулсенче вĕренекенсем валли спортзалсенчи условие лайăхлатма федераци бюджетĕнчен 839 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă укçапа  Ярапайкасси шкулĕн спортзалĕнче капиталлă юсав ĕçĕ ирттерме тата спорт инвентарĕ туянма усă кураççĕ.  2011 - 2015 çулсенчи "Доступная среда" федераци программи шайĕнче районти Мăн Сĕнтĕрти вĕренÿ учрежденийĕ валли 1652375 тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех "Золушка" ача садĕнче хушма ушкăн уçма федераци бюджетĕнчен 2 миллион тенкĕ куçарнă.

Çак кунах ветерансем йăлана кĕнĕ "Аслă ăрăва - чыс та мухтав" уйăхлăхне ирттересси пирки калаçнă. Вăл ытти чухнехи пекех сентябрĕн  15-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Уйăхлăх планĕпе районти пенсионерсен канашĕн ертÿçи Алексей Скворцов паллаштарчĕ. Унăн шайĕнче пĕрлехи канашлусем ирттермелле, йышăнусене ял тăрăхĕсене çитермелле, вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕл пулусем ирттермелле тата ытти ĕç пурнăçламалла. Палăртса хăварас килет, аслă ăрăва тимлĕх уйăрасси пĕр уйăхпа кăна чикĕленмест.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика