Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Августри конференцире

27 августа 2014 г.

 

Иртнĕ çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетме, ÿсĕмсемпе çитĕнÿсене хаклама йăлана кĕнĕ тăрăх вĕрентекенсем кашни çулах хăйсен августри конференцине пухăнаççĕ. Республика шайĕнчи конференци кăçал Шупашкарта августăн 21-22-мĕшĕсенче иртрĕ. Педагогсем математика тата çут çанталăк ăслăлăхĕпе çыхăннă предметсене вĕрентессин пахалăхне ÿстересси пирки тĕплĕн калаçнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев та конференци ĕçне хутшăннă. Вăл республикăри вĕренÿ тытăмĕ юлашки çулсенче лайăх аталанса пынине палăртнă, 2013 çулта бюджетран кашни виççĕмĕш тенкине  вĕренÿ çине янине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев республикăри педагогсене ĕçченлĕхшĕн, ăсталăхшăн, ĕçе парăннăшăн тав тунă, ăнăçу суннă. Çакăнпа пĕрлех вăл тивĕçлисене патшалăх наградисем парса чысланă.

Республика конференцийĕ хыççăн çак кунсенче кашни муниципалитетри педагогсем уйрăммăн пухăнса тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваççĕ, математикăпа çут çанталăк ăслăлăхĕпе çыхăннă предметсене вĕрентессинче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. 

Пирĕн районти вĕрентекенсем хăйсен черетлĕ конференцине ĕнер, августăн 26-мĕшĕнче, пухăнчĕç. Вăл Шурчари тĕп шкулта иртрĕ. Тĕплĕнрех - çитес номерте.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика