Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурла уйăхĕ çимĕçпе пуян

27 августа 2014 г.

 

Историе пăхаканшăн иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук. Халăх пурнăçĕпе пурăнакан вара асатте-асаннесен ырă йăли-йĕркине малалла тăсма тăрăшать. "Çак икĕ чăнлăха та ырламалла кăна. Вĕсенчен пирĕн кулленхи пурнăç йĕркеленсе пырать. Çĕр ĕçĕнче аслă ăрусен ырă енĕсене малалла тăсса ирттернĕ çу кунĕсем сĕтел çине паян пуян çимĕçпе çаврăнса çитрĕç. Кĕр мăнтăрĕ кăçал пире савăнтарать. Малашлăха пăхаканăн çуллен çапла пулмалла", - терĕ çурла уйăхĕ спассемпе пуяннине палăртса Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинчи Федор Васильев ячĕпе хисепленекен историпе краеведени музейĕн директорĕ Надежда Яковлева (сăн ÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕшĕ).

Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи культура сферин ĕçченĕсем Культура çулталăкне çак уйăхра пыл тата пан улми спасĕсене халăха килĕшÿллĕ уявланипе палăрчĕç. "Умра - виççĕмĕш спас - мăйăр спасĕ", - терĕ асăннă уяв çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулнине палăртса Йÿçкасси ял библиотекарĕ А. Димитриева (сăн ÿкерчĕкре сылтăмран иккĕмĕшĕ) пĕрле тăракан ял тăрăхĕнчи культура ĕçтешĕсен халăхпа ĕçлес ĕмĕчĕсем пысăккине палăртса.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика