03 сентября 2014 г.
Андриян Николаев асрахЧăвашăн мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 85 çул тултаратчĕ. Вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнăранпа вăхăчĕ самай иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те унăн ырă сăнарĕ, сумлă ĕçĕ ĕмĕрех асра пулĕ. Çак паллă кун республикăна унăн хĕрĕ - сумлă хăна Елена Николаева-Терешкова - килни ырă йăлара ĕнтĕ.
Сĕнтĕрвăрри районĕнче Андриян Николаева халалланă пысăк пĕлтерĕшлĕ комплекс йĕркеленĕ. 2014 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Еншĕн кăна мар, Раççейшĕн те анлă та çĕнĕ йышши "Агроизображение лика летчика-космонавта А. Николаева" проекта вăя кĕртесси çинчен йышăну кăларнă. Унăн сăнĕн калăпăшĕ 140 Х 160 метр чухлĕ пулмалла. Пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта чăвашăн мухтавлă ывăлĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă. Вăл уçă хирти 3 гектар лаптăк çинче вырнаçмалла. Масштаблă ĕç вăя кĕни Чăваш Республикин туризм илĕртÿлĕхне вăйлатĕ, çавăн пекех çамрăк ăрăвăн патриот туйăмне ÿстерĕ. Халĕ вара çак проекта укçан тĕрев кÿме "Симĕс тÿрем" ыр кăмăллăх фончĕ уçăлнă. Чăвашăн мухтавлă ывăлĕн ĕçне сума сăвакансем тата унăн ырă сăнарне асра тытакансем çак проекта пурнăçлама пулăшма пултараççĕ.
Чăвашăн мухтавлă ывăлне халалланă мероприяти район тата республика шайĕнче йышлă иртĕ. Вĕренÿ тата культура учрежденийĕсенче информаци сехечĕсем, куравсем иртĕç, фильмсем кăтартĕç, çавăн пекех ытти мероприяти те чылай пулĕ. Вĕсем пĕр-икĕ кунпа кăна чикĕленмĕç.
"Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 76-мĕш çăмăл атлетика эстафетине те чăвашăн мухтавлă ывăлне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, СССР летчик-космонавтне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне Андриян Григорьевич Николаева асра тытнине халалланă.
Муркашри ача-пăча библиотеки 2004 çултан пуçласа Андриян Григорьевич Николаев ячĕпе хисепленсе тăрать. Çавна май кунта çак сумлă куна тивĕçлĕ шайра ирттерме хатĕрленеççĕ.
- Эпир çамрăк вулавçăсене космонавтика историйĕпе паллаштарасшăн, вĕсенче патриотика туйăмĕ çуратасшăн, хамăр çĕр-шывшăн хăпартланма чĕнекен туртăма вăратасшăн. Çапла майпа çамрăк вулавçăсен тавра курăмĕ анлăлантăр тата вĕсем çак темăллă литературăна ытларах вулаччăр тетпĕр, - паллаштарать асăннă библиотекăн методисчĕ Марина Скворцова.
Çак кунсенче ку библиотекăра уçăлнă "Чăваш çĕрĕн çăлтăрлă ывăлĕ" курав пуриншĕн те кăсăклă пулĕ. Çавăн пекех чăвашăн мухтавлă ывăлĕ Муркаш çĕрĕ çинче пулнă самантсене пăхма та питĕ кăмăллă. Сумлă çыннăмăра вара пирĕн тăрăхра та пулма тÿр килнĕ. Сăн ÿкерчĕксене Социализмла Ĕç Геройĕн Евтихий Андреевăн архивĕнчен илнĕ.
Куçпа курни ĕмĕрлĕхех асра юлать. Çавна шута илсе библиотека ĕçченĕсем "Андриян Николаевăн çăлтăрлă çулĕ" сăн ÿкерчĕксен пуххипе паллаштарĕç. Кĕçĕн тата вăтам классенчи ачасем тĕрлĕ вăйăра тупăшса ăс-тăн çивĕчлĕхне кăтартĕç.
Р. Илларионова.