03 сентября 2014 г.
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ.
Ял хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцин, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокĕсен мониторингĕ тата кану кунĕн ярмăрккисене ирттересси çинчен Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин каланă.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх 2014 çулхи утă уйăхĕнче, 2013 çулхи раштаврипе танлаштарсан, Чăваш Республикинче инфляци 5,7 процентпа танлашнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара сĕт, услам çу, хăйма, кăлпасси изделийĕсен, тулă çăнăхĕн, çăкăр тата тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ изделисен, сахăр хакĕсем çав шайрах тăраççĕ.
Ĕне ашĕн, ыраш çăнăхĕнчен, ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр, сивĕтнĕ тата шăнтнă чăх ашĕн, шăнтнă пулă хакĕсем вара кăштах ÿснĕ.
Çĕр улми - 34 процент, помидор - 33 процент, кишĕр - 23 процент, пуçлă сухан - 19 процент, купăста 9 процент йÿнелнĕ.
Владимир Аврелькин каланă тăрăх апат-çимĕç таварĕсен рынокĕнчи лару-тăру тивĕçлĕ шайрах тăрать. Чăваш Енри ял хуçалăх продукцийĕ тавар туянакан патне ытлашши хакланмасăр çиттĕр тесе кирлĕ условисем йĕркелеççĕ. Чăваш Республикинче халĕ ваккăн суту-илÿ тумалли 12 пасар ĕçлет. Çитес вăхăтра Шупашкар хулинче посредниксемсĕр суту-илÿ тума татах хушма вырăнсем хатĕрлеме палăртнă. Чăваш Енри муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен 23 администрацийĕ 2014 çула ярмăрккăсен переченне хатĕрленĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх административлă мерăсемпе çеç çак хаксен ÿсĕмне тытса чарма йывăр. Конкуренци валли условисем йĕркелемелле, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе тавар туянакансем хушшинче посредниксен йышне палăрмаллах чакармалла. "Федераци сечĕсен лавккисенче те, çывăхрисенче те, пасарсенче те республикăра пурăнакансене кирлĕ продукципе тивĕçтерме май пур таран мерăсем йышăнмалла», - палăртнă хăйĕн шухăшне Михаил Игнатьев.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисене вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, спорт тата социаллă тивĕçтерÿ учрежденийĕсене апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе лайăхрах ĕçлеме хушнă.