03 сентября 2014 г.
Кĕр кунĕсем çитнĕ май çĕр ĕçĕпе пурăнакан уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курассине ĕç йĕркинче тытса пырать. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăй хуракансем паян хирти пурлăха кĕлете вăхăтра кĕртсе хурассипе тăрăшаççĕ. Çакăнта çаврăнăçуллă тата пуçаруллă пулнисене ырламалла кăна.
Ĕнерхи кун тĕлне çĕр ĕçченĕ тĕп вăйсене вырма вĕçлес тата кĕр аки çителĕклĕ акса хăварас ĕçсене явăçтарнă. Калама кăмăллă, авăн уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне районĕпе вырмана 11218 гектар (80 процент) çинче пурнăçланă. "Оринино", "Восток", "Агросоюз "Картофель" кооперативсемпе "Гея", "Колос" обществăсенче, А. Толстов, И. Чернова тата А. Максимова хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ăна вĕçленĕ. Асăннă кун тĕлне районта "иккĕмĕш çăкăр" кăларас ĕç пуçланнă. Çĕр улмине "Ударник" хуçалăхра 6 гектар кăларнă.
Кĕр кунĕсемпе туллин усă курса, агротехника срокĕсене пăхăнса районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 4099 гектар (70,2 процент) кĕртрисем акса хăварнă. Ку ĕçре Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсем мал туртăмлăрах пулнă. Вĕсем хирсене планпа пăхнă чухлех (468 - 550 гектар) шуратса хăварнă.
Паянхи фоторепортажа Е. Андреев ячĕллĕ хуçалăх йĕтемĕ çинче хатĕрлерĕмĕр. Унта çитнĕ çĕре йĕтем çинче тырă нумай та марччĕ. Ĕçлекенсем КЗС-ра типĕтнĕ тырра ампара хурассипе тăрăшатчĕç. Тепĕр ĕç ушкăнĕ вара тырă алассипе тимлетчĕ. Хуçалăх ертÿçи В. Семенов ĕçсем кал-кал пынипе кăмăллă пулнине пытармарĕ:
- Вырмана, кĕр акине хутшăннă ĕçченсем пĕр сехет те алă усса лармарĕç тесе паян çирĕплетсех калама пултаратăп. Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçласси вĕсен пĕрлехи тĕллевĕ пулчĕ. Тепĕр пĕр-икĕ кун уяр пулсан вырма ĕçĕсем вĕçленни пирки хыпарлама та пултарăпăр. Анчах тытман упа тирне сĕвес мар-ха, - ĕçлекенсемпе тĕл пулнă май калаçрĕ Виталий Иосифович.
Ертÿçĕ сăмахĕпе тырă аланă-типĕтнĕ çĕрте вăй хуракансем те пĕр çын пек килĕшрĕç.
- Кĕрхи ĕçсене хуçалăх лайăх йĕркелени савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать. 30 çул ытла дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та хуçалăх ĕçĕнчен катара тăрас килмест. Халăхпа пĕрле ĕçлесен пурăннă пек туйăнать, - аламалли урпа купи пĕчĕкленнипе савăнса калаçрĕ Зоя Егоровна Данилова (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре).
Типнĕ тырра кĕлете турттарассипе ĕçлекен Фаина Рыжкова, Вера Спаскина, Юрий Шухин (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) та уяр кунсемпе туллин усă курассинче хăйсен яваплăхне туяççĕ.
- Вырмана ăнăçлă ирттерни хĕл кунĕсенче лăпкăрах пулма, малашлăх планĕсене уçăмлатма пулăшать тесе шутлатпăр. Çав ĕмĕтпе ĕçлетпĕр те, - терĕç вĕсем манпа сыв пуллашнă май. Кашни ĕçчен куçĕнчех ăнса пулнă тырă тухăçĕпе тулли кăмăл хуçаланать. Йĕтем çинчи тирпейлĕх вырмана хутшăнакансем тăрăшса ĕçленине сăнлать.
Уяр кунсемпе хĕвеллĕ сехетсем кĕр кунĕсенче пуринчен те ĕç йĕркелĕвĕ çине ответлăрах пăхма ыйтаççĕ.
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.