09 августа 2014 г.
Ял хĕрарăмĕн кун-каçа ларса тăма та вăхăт çук. Апла пулин те вăл кил-тĕрĕшри тирпейлĕхе те, çемьери лару-тăрăва та хăй еккипе ямасть. Марина та хĕвел анăçра пытаннă май йăрансем хушшинчен тухса пÿрт умнелле иртрĕ. "Ĕçе юратса пурнăçлани ывăнтармасть", - терĕ вăл ăшă кулăпа Камилла тата Милена хĕрĕсемпе хăйне кĕтме алăк умне тухнă Саша мăшăрне.
Çĕньял Муркашра çуралса ÿснĕ, ачаллах ĕçпе туслашнăскершĕн паян хресчен ĕçĕсенчен пĕри те йывăр мар. Пахчара, выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хунă чух вăл яланах ашшĕ-амăшне ĕçе юратса ÿстернĕшĕн тав туса тимлет. Мăшăрĕ те ĕçрен катара тăманран çамрăксем хĕр пĕрчисене те ĕçпе туслаштарассине кун йĕркинчен кăлармаççĕ.
Шăкăл-шăкăл калаçакан мăшăр лакпа сăрласа илемлĕ картлашкасемпе пÿртелле кĕрсе кайрĕ...
1981 çулта çуралнă Марина 4 ачаллă çемьере виççĕмĕш пулнă. Пĕр-пĕринпе вылямалла чупкаланă чухнех вăл ыттисенчен хăвăртрах пулни сисĕнетчĕ. Çавăнпах-тăр ашшĕ Михаил Алексеевич ăна час-часах "Манăн спортсменка" тесе утьăкка çĕклетчĕ. Амăшĕ те Зинаида Столбова хĕрĕсем таса ÿснине, вĕсем пурте физкультурăран пăрăнманнине пăхса савăнатчĕ. Анчах шутланă-и-ха вăл çав вăхăтра туслă çемьере спортăн 3 тĕсĕпе (йĕлтĕрпе ăмăртассипе, пăшалтан перессипе, çăмăл атлетикăпа) спорт мастерĕн кандидачĕ ÿсессе. Вăхăт вара йăлтах хăйĕн вырăнне лартрĕ.
Килте, урамра, шкулти тантăшсем хушшинче ыттисенчен хăвăртрах пулнă хĕр ачана Муркашри вăтам шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Вячеслав Киселев тренер çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе ăмăртма опыт пухма хăйĕн секцине йышăнать. Турă пани пулчĕ тесе хаклать паян Марина Михайловна Смирнова пурнăçăн çак çавăрмакне.
Спорт тĕнчине ярса пуснă утăм хĕр ачана шалтан-шала илсе кĕрсе каять. Унччен класри физкультура урокĕсенче палăрнă хĕр ача кĕçех шкулти тантăшĕсем умĕнче çитĕнÿсем тăвать. Ун хыççăн - районта, республикăра. Ĕçлесен кăтартусем пулнине ăнланса илнĕ Марина кĕçех спорта хăйĕн тĕп çулĕ туса хурать.
- Пурнăçăмра спортпа туслашнишĕн пĕртте ÿкĕнместĕп. Вăл мана çирĕплетрĕ, пурнăç çине хăюллăрах пăхма вĕрентрĕ, çĕнĕ юлташсем тупса пачĕ. 6-мĕш класра йĕлтĕрпе ăмăртса тата çуран чупассипе 1-мĕш разряд нормативĕсене тултартăм. Çакă спортри пĕрремĕш ÿсĕм пулчĕ, - малтанхи дипломсемпе тата Хисеп грамотисемпе паллаштарнă май кăмăлне уçса калаçрĕ Марина.
Спорт çулĕ анлă. Çулсем иртнĕ май Марина Смирнова (Столбова) çитĕнÿсемпе-ăнăçусемпе ăна тикĕслерĕ кăна. Муркашри вăтам шкулта 9 класс вĕреннĕ тата çак тапхăрта районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăх туптанă хыççăн хĕр 5 çул Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет. Кунтан вăл ятарлă вăтам пĕлÿллĕ физкультура учителĕ тата тренер пулса тухать.
Стена çинчи 83 медальпе, Хисеп хучĕсен тата дипломсен хулăн çыххипе паллашса ларнă хыççăн Маринăран ку таранчченхи чи интереслĕ ăмăрту пирки ыйтрăм. Спорт тусĕн хуравĕ хатĕр:
- 1998 çулта Санкт-Петербургра çуллахи биатлонпа Раççей ăмăртăвĕсем иртрĕç. Эстафетăра - 1-мĕш, 4,5 километрта - 1-мĕш, индивидуаллă ăмăртура 5-мĕш пултăм. Çак çитĕнÿсемпе тăван киле кайăк вĕçсе килнĕ пекех таврăнтăм. Çулсем иртеççĕ пулсан та çав ăмăртусем асран тухмаççĕ.
Марина Михайловна паян "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче директорăн вĕрентÿпе воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулса тимлет. Апла пулин те районта иртекен пĕр спорт ăмăртăвĕнчен те катара тăрса юлмасть. "Урăхла пултараймастăп", - терĕ вăл ачисемпе мăшăрне каçхи сĕтел хушшине чĕнсе (сăн ÿкерчĕкре).
- Спорт - çĕр-шыв тĕрекĕ, сывă пурнăç никĕсĕ. Физкультурниксен кунĕнче çак çул çинче хам пĕччен пулманнишĕн, ачасемпе мăшăрăм тĕкĕ парсах тăнишĕн савăнатăп, - терĕ спорт тусĕ чашăксене чей янă май шăппăн пăшăлтатупа Турра тав туса.
А. БЕЛОВ.