09 августа 2014 г.
Район историне уйрăм çынсем хăйсен тăрăшуллă ĕçĕпе çыраççĕ тенипе килĕшмесĕр тăма çук. Çак шухăш çинче чарăнсан кашни ĕç паттăрĕ ума туллин тухать, вăл пурнăçланисем те куç умĕпе анлăн шуса иртеççĕ. Пирĕн паянхи сăмах тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă хыççăн халăх шаннипе 1964-1988 çулсенче Суворов ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пырса ăна районта та, республикăра та малтисен ретне кăларнă Василий Павлович Павлов пирки.
Хаçат ĕçĕпе район тăрăх çÿренĕ май тĕрлĕ çынсене тĕл пулма тивет. Кашниех хăйĕн интересĕпе, курăмĕпе, пурнăç юратăвĕпе, хăйĕн тĕллевлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе асра юлать. 2000 çулхи раштав уйăхĕнче Турайра пурăнакан В. Павлов патĕнче пулни паян кунчченех асра. Кĕрсе паллашсанах Василий Павлович мана чÿрече умне чĕнсе илчĕ те кÿршĕ хир çĕртме сухисĕрех юр айне юлни пирки пăшăрханса кăтартрĕ. "Çĕр ĕçĕ çине çавнашкал алă сулса ĕçлесен пысăк тухăç пирки тата рентабельлĕх çинчен шутлама пулать-и; Паян эсĕ алă сулнă çĕр ыран сан çине алă сулĕ. Темшĕн-çке çамрăк ертÿçĕсем çавна ăнланасшăн мар, - терĕ çĕр ĕç аксакалĕ ĕçлекен çынна мухтама тата кахал-наяна тиркеме пĕлнине кăтартса. - Хам хресчен çемйинче çуралса ÿснĕренех-тăр эпĕ ачаран уй-хир тăрăх çÿреме, Çĕр-аннемĕр илемĕпе тата унăн вăй-хăвачĕпе килленме юратса, унăн пулăхлăхне ÿстерекенсемшĕн чунтан савăнса çын ретне тăтăм. Çавăнпа та хăшшин-пĕрин наянлăхĕпе ĕçлесе çитерейменни паян чуна ыраттарать".
Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Çĕр ĕçне чунĕпе парăннă Василий Павлович та пирĕн хушăмăрта çук. Анчах вăл пурнăçланă ĕçсем, унăн малашлăха пăхса тунă пуçарăвĕсем, ырă сунса вĕрентнисем паян та пирĕн асрах.
Халăх председателĕн тăрăшулăхĕнчен, паянхи ĕçе ырана хăвармасăр вăл хăйĕнпе пĕрле ĕçлекенсемпе пĕр сăмах тупма пĕлнинчен, йывăрлăхсене тарăна ямасăрах сирме пултарнинчен, ним çукран нимĕр пĕçернинчен иртнĕ çулсенче районта пурăнакансем пĕрре мар тĕлĕннĕ, истори страницисене пăхсан паян та тĕлĕнеççĕ, унăн ĕç опытне шута илекенсем малашлăх планĕсене палăртаççĕ.
Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен 1978 çулта зоотехнике вĕренсе тухнă Галина Андреевăна шăпа Суворов яч. хис. хуçалăха илсе çитерет. Галина Павловна 10 çул Василий Павловичпа çумма-çумăн ĕçлет, хуçалăха аталантарать. Ĕçтеш хăйĕн ертÿçи пирки паян çапла аса илет:
- Вăл манăн пурнăçри пĕрремĕш вĕрентекен. "Паян тумалли ĕçе ĕлкĕреймесен ыран ту. Ыран та тăваймасан тепĕр кунне пурнăçа кĕрт, анчах кун иртрĕ тесе манăçа ан хăвар", - тетчĕ вăл. Производствăра ыйтусем пулсан пире вĕсене татса парассишĕн ĕçлеме шаннине аса илтерсех тăратчĕ. Пире вĕрентнине хăй те тытса пырса пĕрле ĕçленĕ çулсенче 400 пуç вырнаçмалăх ĕне-выльăх ферми хута ячĕ. Çине тăрса тăрăшнипе хуçалăхра ăратлă выльăхсемпе ĕçлессине йĕркелерĕ. Çакăн хыççăн сăвăм та, ÿт хушаслăх та курăмлă ÿсрĕç. Уйăхсерен 250-300 пуç сысна аша кайнине нумай хуçалăхсем ăмсанса пăхатчĕç. Хуçалăх мал туртăмлă ĕçленипех Анаткасси тăрăхĕнче сысна ферми, сĕт ферми, КЗС, аркăллă складсем, Асламаса тухакан асфальт çул, хуçалăх правленийĕн çурчĕ, клуб т. ыт. те çĕкленчĕç. Ял сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнчĕ.
В. Павлов 1929 çулхи августăн 12-мĕшĕнче кÿршĕллĕ Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракасси ялĕнче çуралнă. Вăрнарти 29-мĕш училищĕрен вĕренсе тухсан 1944-1950 çулсенче Красноармейски районĕнчи "Гигант" колхозра рядовой колхозник тата утарçă пулса ĕçленĕ. 1950 çултанпа вăл Совет Çарĕнче действительнăй çар службинче. Демобилизаци хыççăн тăван колхозрах рядовой колхозник пулса ĕçлеме пуçлать. 1954-1957 çулсенче Василий Павлович Вăрнарти апат-çимĕç комбинатĕнче хатĕрлевçĕ пулса вăй хурать. 1957-1964 çулсенче вăл Муркашри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината ертсе пырать. Ĕçри тăрăшулăхне кура 1964 çулта хăйне Суворов ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пыма шансан 24 çул çак тилхепене çирĕп тытса пырса хуçалăха малтисен ретне кăларать.
Шаннă ĕçре тăрăшуллă та çаврăнăçуллă пулнишĕн, çĕннине алла илессипе çанă тавăрса ĕçленишĕн Василий Павловича "Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав" тата "Хисеп Палли" орденсемпе, "Тава тивĕçлĕ ĕçшĕн", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе наградăланă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе 1985 çулта ăна "Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" ят параççĕ. В. Павлов пĕрре мар ял Совечĕн тата район Совечĕн, 1980-1984 çулсенче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.
Талантлă ертÿçĕ тата ăшă кăмăллă, чăнлăха ялан мала хунă Василий Павлович Павлов пирĕн асра ĕмĕрлĕхе юлчĕ. Çапла аса илет ун пирки унран ĕçлеме хăнăхнă В. Вязов:
- В. Павлов çукки паян сисĕнет. Вăл питĕ кăмăллă ертÿçĕ пулнипе асра юлчĕ. Вăрçмастчĕ-ятламастчĕ, анчах калас сăмах пулсан çамрăксене "ывăлăм" тесе чĕнетчĕ, аслисене хисеплетчĕ. Хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхерен пурăнсах хуçалăх аталанăвне ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне кăларчĕ. Çапла тата ялан ăшă кăмăлĕпе манăн асра вăл.
- Интереслĕ çынччĕ Василий Павлович. 1964 çулта юлса пыракан виçĕ хуçалăха çĕнĕ ертÿçĕсем лартрĕç: Суворов яч. хис. хуçалăха - В. Павлова, "Волга" колхоза - В. Мерлова, "Передовик" совхоза - мана. Çав вăхăтран пуçласа эпир унпа пĕр çыхăра ĕçлесе пытăмăр. Кашнин ĕçĕ ала тупанĕ çинчи пек куç умĕнчеччĕ. 5-6 çултах Суворов яч. хис. хуçалăх ÿсĕм картлашкисемпе малалла кайрĕ. Вăл Социализмла Ĕç Геройĕпе Е. Андреевпа, "Сеятель" хуçалăх ертÿçипе С. Афанасьевпа питĕ туслăччĕ. Нумай ĕçсене вĕсем пĕрле сÿтсе яватчĕç. Эпĕ çÿлелле хăпарма пуçласан "Мана пулăшма манса ан кай, пирĕн пур пĕрех пĕр ĕç тумалла, колхозсене аталантармалла" тетчĕ. Хăй вара районти ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшатчĕ. Çак тĕллевпе хăйĕн шăллĕ урлă Владивостокран района эшелонĕ-эшелонĕпе пулă илсе килессине йĕркелерĕ. Ĕçрен пушă вăхăтра уй-хир тăрăх çÿреме юрататчĕ. "Ăнăçу вăрттăнлăхĕн хуравĕ питех те ансат: ертÿçĕн вырăнта пулмалла, халăхпа пĕр урапа çинче пыма тăрăшмалла. Эпĕ атте-аннеренех çакна чуна хывса ÿснĕ, çапла тăватăп та, уссине те куратăп", - тетчĕ вăл хĕвел ансан хирте тракторсем ĕçленине кÿршĕ сăртран пăхса-сăнаса ларма килĕштернине палăртса, - аса илÿ çăмхине сÿтсе каларĕ В. Краснов. - Çĕр ĕçченĕсем хушнă ĕçе вăхăтра та паха пурнăçланишĕн савăнатчĕ вăл. Кун пекех пулсан ял çыннисен пурнăçне ырă улшăнусем кĕртесси пирки те шутлатчĕ. Çак ĕмĕтпе вăл ертсе пынă çулсенче Суворов яч. хис. хуçалăх тырă-пулă, çĕр улми, аш-какайпа сĕт туса илессипе ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Çине-çинех куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава çĕнсе илетчĕ (сăн ÿкерчĕкре). Çакна кура нумайăшĕ унăн ĕç опытне алла илме тăрăшатчĕ, вăл е ку ĕçе кÿлĕнес умĕн унпа канашлатчĕ.
В. Павлова чысласа çитес эрнере Суворов яч. хис. хуçалăхра асăну хăми уçаççĕ.
А. БЕЛОВ.
"Ăста, пултаруллă ертÿçĕччĕ"
Леонид СОФРОНОВ, 1979 - 1983 çулсенче Муркаш райĕçтăвком председателĕ:
Аван пĕлнĕ эпĕ Василий Павлович Павлова. Вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ вăл пирĕнтен. Çитес кунсенче вара вăл çуралнăранпа 85 çул çитет. Мĕн тăвăн, вăхăт хăйĕннех тăвать: кун хыççăн кун иртет, пĕрсем килеççĕ, теприсем каяççĕ. Çапах та Василий Павлович пек пултаруллă та хастар ертÿçĕсем, чăннипех халăхшăн çунса тăракан çынсем нумаях мар.
Чылай ертсе пычĕ вăл Суворов ячĕпе хисепленекен колхоза. Вăл ертсе пынă çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăх аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмласа пычĕ. Сĕт, аш-какай туса илессипе, ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илессипе ÿсĕмсем пĕчĕк пулман. Чылайăшĕ вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшнă.
Вăл колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсенче хуçалăхра çĕнĕ объектсем сахал мар хута кайрĕç, хуçалăхăн пурлăхпа техника бази пуянлансах пычĕ. Василий Павлович ял хуçалăх производствинчи çĕнĕ технологи мелĕсене нихăçан та асăрхамасăр хăварман, çĕннине яланах хуçалăхра çул пама тăрăшнă. Тĕш тырă, çĕр улми туса илес тата управа хурас ĕçсене вăл районта чи малтисенчен пĕри механизацилеме пултарчĕ. Хуçалăхра ытти çĕнĕлĕхсемпе те анлă усă курнă.
Кусем вĕсем хуçалăхшăн, хуçалăра вăй хуракансен ырлăх-пурлăхĕшĕн тунă ĕçсем тейĕпĕр. Кунсăр пуçне Василий Павловăн район шайĕнчи ĕçсенче те тÿпи пĕчĕк мар. Ун чухне те строительство объекчĕсем çĕклеме çăмăл пулнă тесе каламастăп. Акă районти çар комиссариачĕн хальхи çуртнех илер. 1980-мĕш çулсенче ăна туса лартма май тупнинче Василий Павловичăн тÿпи пĕчĕк мар. Ун чухне ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма суйланăччĕ. Республика çар комиссарĕпе Мельников депутатпа пĕр чĕлхе тупса çар комиссариачĕн çуртне çĕклеме май тупрĕ. Малтанласа çак объекта "Свобода" колхозăн общежитийĕн çурчĕ тесе тума пуçăннă. Мельников ун чухне Василий Павловича каланă: "Республика укçа уйăраймасть. Хăвăр вăйпа çуртăн пĕрремĕш хутне хăпартма май тупăр, кайран вара пуçланă объектри строительство ĕçĕсене вĕçне çитерме республикăран укçа ыйтма та май пулĕ".
Çапла вара строительство ĕçĕсене тытăнма Василий Павлович хăй ертсе пыракан хуçалăхăн укçи-тенкине уйăрчĕ. Çапла майпах çар комиссариачĕн çуртне ĕçе кĕртме май килчĕ.
Муркаш - Анаткас Турай - Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас автомобиль çулне тăвассипе те Василий Павлович куратор пулнă. Укçа-тенкĕне хуçалăхран хывма тивнĕ.
1981 çулта Штранкă юхан шывĕ урлă тимĕр-бетон кĕпер хывма май килчĕ. Укçа-тенкĕ уйăрасси вара пĕтĕмпех Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхран пулнă. Турайпа Анаткас Турай хушшинчи çырма урлă плотина-кĕпер тăвассине те Василий Павлович хăй ертсе пыракан пĕрлешÿллĕ хуçалăх çине илчĕ. Пĕтĕмпех ял çыннисемшĕн, вырăнти халăхшăн вĕт-ха.
Лантăшра ун чухне "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕ пурччĕ. Унăн вăйĕпе 1985 çул хыççăн Муркашпа Етĕрнене çыхăнтаракан асфальт сарнă çула хута яма май килчĕ. Строительство ĕçĕсене туса ирттерме укçа-тенкĕ уйăрасси Василий Павлович урлă, вăл хутшăннипе пулса пынă. Кун пеккисене татах сахал мар асăнма пулать.
Пирĕн вăхăтрисем те, пирĕнтен аслăраххисем е кĕçĕнреххисем те Василий Павловича лайăх пĕлнĕ. Халăхшăн тунă унăн ырă ĕçĕсене ырăпа ас тăваççĕ. Çак астăвăмран хаклăраххи вара нимĕн те çук.