09 августа 2014 г.
Çулсерен хăт кĕрсе пыракан Муркаш урамĕсемпе иртсе райцентрти Парк урамне çитрĕм. Кунта вара пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси - кун йĕркинче паян тăракан тĕп ĕç-хĕл. Çак микрорайон аталанни Муркаша кирек хăш енчен пырса кĕрсен те куç умне пуринчен малтан пулать. Ку ÿкерчĕк районта пурăнакансен пурнăç условийĕсем çĕнĕ шая çĕкленсе пынине çирĕплетет. Унпа хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ" хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Владислав СЕМЕНОВ та кăмăллă. "Çуртсем çĕклетпĕр те районта пурăнакансемпе пĕрле Раççее, Чăваш Республикине тата района ертсе пыракансем хатĕрленĕ тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе малашлăха шанчăклăн пăхатпăр", - тет вăл строительство ыйтăвĕсем çинчен калаçма пуçласан. Парк урамне çитсен унăн сăмахĕсем тÿр килнине ăнланса илтĕм. Кашни утăмрах паян кунта ĕç вĕрет. Çĕнĕ технологисемпе усă курса çĕкленĕ нумай хваттерлĕ çуртсем пĕри тепринчен илемлĕрех, хăтлăрах курăнаççĕ. Апла пулин те аталану çулĕпе пырса кунта 5 хутлă 40 хваттерлĕ çурт тума пуçланă çĕрте кăткă тĕмминчи пекех хĕвĕшÿ тăратчĕ: хăватлă автомашинăсем строительство материалĕсем турттараççĕ, кран вĕсене пушатать те кирпĕчпе цемент растворне çÿлти хута каменщиксене çитерсе парать. Стена купалакансем хыççăнах электриксем, штукатур-малярсем ĕçе кÿлĕннĕ. Иртен пуçласа каçченех никамăн та алă усса ларма вăхăт çук.
- Хăйсен пурнăçне мирлĕ ĕçе халалланă ĕçченсем "Хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ" хупă акционарлă обществăра пайтах. Вĕсем пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăрах малашлăха шанса куллен ĕçе тухаççĕ: пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем купалаççĕ, социаллă объектсем çĕклеççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа çулсерен майлах районта çĕнĕ объектсем хута ярассине ĕçе кĕртрĕмĕр. Пуçланă ĕçсен хăвăртлăхĕ савăнтарать: строительсене те, пирĕн ĕçпе усă куракансене те. Çакă пире татах та тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулма, строительствăри çĕнĕ технологисене ытларах алла илме хавхалантарать. Эпир хамăрăн строительсемпе çапла тăватпăр та, - терĕ Строитель кунĕ умĕнхи калаçура Владислав Николаевич. - Ума лартнă тĕллевсем патне пĕр шухăшлă пулса пыратпăр-тăк ырă улшăнусем пире кĕттермĕç.
- Сирĕн коллектива хăвăрт аталанакан пурнăçпа пĕр урапа çинче пырать тесе танлаштарсан эсир килĕшетĕр-и? Тен сирĕн шухăшсем урăхларах?
- Паян урăхла пурăнма юрамасть. Хăвăртлăха чакарсан пурнăç сана çул хĕррине тăратса хăварать. Çакна ăнланса кун-çул уттинчен юлас теместпĕр. Кунта манăн сăмахсемпе хамăр коллективри кашни ĕçчен килĕшет тесе шутлатăп. Аталану çулĕпе пырса эпир тăван района, Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн мал туртăмлă утăмĕсемпе илсе пырас шутлă. Çĕр-шывра Раççей Президенчĕн программине пурнăçлассишĕн тăрăшса федерацин "Çурт-йĕр" тĕллевлĕ программипе унăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" подпрограмми, "Ялсене социаллă аталантарасси" программа тĕллевлĕ ĕçлесе пыни пире алă майлă çеç. Çак ырă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси йăлтах хамăртан килнине ăнланса эпир пахалăхлă кăна ĕçлеме тăрăшатпăр. Пире чăнласах шаннă пулсан, хамăрăн шанăçа тÿрре кăлармаллах тесе шутлатпăр. Çак тĕллеве пурнăçлассипе коллективра кашниех ку таранччен пухнă опытпа туллин усă курма тăрăшать. Çавăнпа та май килнипе усă курса умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе вăй хуракан ĕçтешсене, пирĕнпе çыхăнса ĕçлекенсене, эпир тунă çурт-йĕрпе усă куракансене тата хамăрăн ветерансене Строитель кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, малашлăха пăхса ĕçлеме кашинех ырлăх-сывлăх сунатăп. Коллектив районти ялсен инфраструктурине аталантарассинче, çынсен социаллă пурнăçне лайăхлатассинче строительствăри çĕнĕлĕхсемпе усă курса татах тăрăшса ĕçлессе, пирĕн хваттерсене пурăнма куçакансем кунти хăтлăх пирки пĕртте пăшăрханмасса шантаратăп.
- Професси уявĕнче сирĕн коллектив кăçал 55 çул тултарнине палăртмасăр та иртме çук. Пĕчĕк вăхăт мар çакă. Тĕрлĕ лару-тăру пулчĕ пулин те, ĕçе парăннипе эсир умри пур йывăрлăхсене те çĕнсе пынă пек курăнать. Çапла мар-и?
- Хирĕçлеместĕп. Умри тĕллевсем пирĕн пысăк. Анчах вĕсене пурнăçа кĕртес тесен хамăр пурăнса ирттернине, унчченхи йывăрлăхсене епле çĕннисене манма юрамасть. Историе пĕлетпĕр пулсан малашлăха та шанчăклă пăхайратпăр. Эсир палăртни тĕрĕсех: кăçал пирĕн коллектив Строитель кунне 55-мĕш хут кĕтсе илет. Хамăр утса иртекен çул-йĕре эпир ĕçпе çырса пыратпăр. Общество аталанăвĕн пĕр кунне те манăçа хăварас мар тетпĕр. Истори вара пирĕн пуян. Хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕн малтанхи утăмĕсем 1959 çулăн ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче йĕр тунă. Шăпах çавăн чух хуçалăхсем хушшинчи строительство материалĕсем хатĕрлекен "Заря коммунизма" завод ĕçлеме пуçлать. Çĕнĕ коллектив ĕç ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех пурнăçпа тан пырассине тĕп тивĕç туса хурать. Çак ырă пуçару паян та сĕвĕрĕлмен-ха.
1963 çулхи пуш уйăхĕнче завод никĕсĕ çинче Юнкăри хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕ йĕркеленет. 1965 çулхи нарăс уйăхĕнче вак организацисене пĕрлештернĕ хыççăн хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ хăйĕн ĕç пурнăçне тытăнать. Предприяти аталанăвне 1976-1999 çулсенче Николай Александрович Гусак пысăк тÿпе хывать. Шăпах вăл ертсе пынă çулсенче организаци республикăри яллă вырăнти строительство организацийĕсем хушшинче чи лайăххисен шутне кĕрет. Çĕнĕ предприяти районта строительство енĕпе кĕске вăхăтрах пысăк ĕçсем пурнăçлать: ялсенче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем çĕкленеççĕ, ача сачĕсемпе çĕнĕ шкулсем алăкĕсене уçаççĕ, выльăх фермисем çĕнĕ «тум тăхăнаççĕ» т. ыт. те. Çак çул çинчи йывăрлăхсене коллектив пĕр чăмăрта ĕçлесе пынипе çĕнме пултарнă та. Темĕнле пулсан та аслă ăрури ĕçтешсен ырă пуçарăвне коллектив пĕр самант та алăран вĕçертмен. Тĕрлĕ çулсенчи ертÿçĕсем пĕлсе ертсе пынипе пĕрре тĕрĕс çул суйласа илнĕ строительсем йывăр вăхăтсенче те шанăçа хăй еккипе яман. Çак ен паян та пирĕн патăмăрта тĕп вырăнта. Пирĕн тăрăшулăхпа районти çамрăк çемьесем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем, инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене саккунпа килĕшÿллĕн лайăхлатаççĕ.
- Владислав Николаевич, мĕн пурнăçлани хыçĕнче пĕтĕмпех строительсен мирлĕ ĕçĕ. Уяв умĕн хастарлăхпа палăрнă уйрăм ĕçченсемпе специалистсене ятран палăртма пулмасть-и?
- Ĕçлекен çынна вăхăтра чыслама пĕлмелле. Эпир çапла тăватпăр та. "Моргаушская" МСО" хупă акционерлă обществăра та çавнашкал хастарсем пĕрре-иккĕ мар. Пирĕн патăмăрта ĕçленĕ тата паян та кунта вăй хуракан 8 строитель "Нечерноземагропромстройăн хисеплĕ строителĕ", 3-ĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ", пĕр çын "Тава тивĕçлĕ механизатор" ятсене, пĕр штукатур-маляр "За преобразование нечерноземья РСФСР" медале, иккĕн "Хисеп палли", иккĕн "Ĕç мухтавĕн" 3-мĕш степеньлĕ орденĕсене, 21 строитель тава тивĕçлĕ ĕçпе Раççей тата Чăваш Республики шайĕнчи Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Ятпа асăнсан кирпĕч хуракансен бригадирĕнче 43 çул ĕçленĕ Г. Петрова, П. Аргандеев автокрановщике, А. Аргандеева çĕвĕçе, В. Сюльдеркин водителе, Г. Сюльдеркина кирпĕч хуракана, Г. Пшановпа А. Суворов водительсене ырă сăмахпа палăртатăп. Аслисенчен çамрăксем тĕслĕх илеççĕ. Кирпĕч хуракансен бригадирĕ В. Иванов, ПТО пуçлăхĕ А. Суворов, Е. Васильев СМР мастерĕ хăйсен пултарулăхĕпе малашлăха пăхтараççĕ. Аслисен ырă тĕслĕхĕпе паянхи ĕçченсен тăрăшулăхĕ тата хваттер илекен çынсен пурнăç шайĕ çĕнĕ ÿсĕме çĕкленни пурсăмăра та строительство ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене алла илсе ĕçлеме хавхалантарать.
- Сирĕн хваттерсене илес текенсем районта йышлă пулнăран çĕнĕлĕхсем пирки уйрăммăн каласа хăвармăр-ши?
- Малтанах çакна палăртатăп, эпир тăвакан хваттерсем Чăваш Республикипе те чи йÿннисен шутĕнче. Вĕсене харпăрлăха илессинче тĕрлĕ мелсемпе усă курма пулать. Анчах çакă вăл пахалăх пĕчĕккине пĕлтермест. Эпир строительство нормисене пăхăнса кирпĕч çуртсем çеç çĕклетпĕр. Пурнăç ыйтăвĕсене шута илсе тата ыррине мала тăратса хваттерсене хăйсене тĕллĕн хутса ăшăтмалла тăватпăр. Ăна валли хваттерсенче ют çĕр-шывра кăларнă перекетлĕ газ кăмакисем, алюмини радиаторсем вырнаçтаратпăр. Унта çынсене кăмăллă пултăр тесе хваттерсенчи хăтлăха малти вырăна кăларассипе ĕçлетпĕр.
- Умри тĕллевсене мĕнре куратăр?
- Коллективри килĕшÿлĕхе сыхласа хăварса строительство хăвăртлăхне чакарас марччĕ. Çак тĕллеве хамăр ĕç никĕсĕнче тытса малалла пăхатпăр. Пĕрле пулсан çеç эпир аталану урапи çинчен ÿксе юлмăпăр. Плансем тенĕрен. Ĕçлекенĕн тĕллев пулмаллах - пур тĕллевсене каласа та пĕтерейрес çук. Вĕсене пурнăçа кĕртме пирĕн кăмăл пурри ырă шанчăк çуратать, малалла пăхтарать.
Редакцирен. "Моргаушская" строительство организацийĕ" хупă акционарлă обществăн хастар строителĕсем хăйсен професси уявĕпе чыслăн савăнма пултараççĕ. Район аталанăвĕнче пысăк йĕр хăваракан коллектива эпир те чĕререн саламласа татах та ÿсĕмлĕрех ĕçлеме вăй-хăват сунатпăр.
Анатолий БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.