Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç строительствăпа çыхăннă

09 августа 2014 г.

 

Çĕр çинчи чи мирлĕ професси çыннисем - строительсем - ыран хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пирĕнтен кашнийĕншĕнех вара пурнăç шайĕ мĕнле пуласси, экономикăри ăнăçусем, тăнăçлăх ытларах енчен строительствăпа çыхăннă. Строительство отраслĕ пĕр тикĕс, ÿсĕмлĕ аталанса пырать пулсан ытти отрасле те мал туртăмлă аталанма майсем ытларах. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа тĕл пулнă май район хаçачĕн сотрудникĕ В. ШАПОШНИКОВ паянхи куна районта строительство ĕçĕсем мĕнле пыни пирки каласа пама ыйтнă:

- Кăтартусем япăх теместĕп. Ытти çулсенчи пекех, паян та эпир районта пурăнмалли çурт-йĕр тăвас, социаллă объектсем ĕçе кĕртес, çулсем тăвас тата юсас ĕçсене куç ытамĕнчех тытма тăрăшатпăр. Акă çак кунсенче кăна икĕ объект - Мăн Сĕнтĕр ялĕнче тăлăх ачасем валли 15 хваттерлĕ пурăнмалли çурт хута яма хатĕрленетпĕр, хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ вара  Москакассинче 21 хваттерлĕ 3 хутлă пурăнмалли çурт ĕçе кĕртет. Муркашра Парковая урамра асăннă организаци вăйĕпе 5 хутлă нумай хваттерлĕ çурт çĕкленет. Мăн Сĕнтĕртех ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансем валли 51 хваттерлĕ 3 хутлă çурт тунă çĕрте ĕçсем пыраççĕ. Апла пулсан пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах аталанать тесе çирĕплетсех калама пулать.

Хальхи вăхăтра çынсене, вăл шутра çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесене çурт-йĕр строительствинче патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли программăсем пĕрре кăна мар. Вĕсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Акă федерацин çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программипе усă курса кăçал кăна 35 çамрăк çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатĕ. Çавна валли кирлĕ укçа-тенкĕне федераци шайĕнчен те, республика бюджетĕнчен те уйăраççĕ, район та айккинче юлмасть.

Нумай ачаллă çемьесем те пулăшусăр юлмаççĕ. Кăçал Хорнуй тата Юнкă  ял  тăрăхĕсенчи нумай ачаллă икĕ çемьене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 4665,9 пин тенкĕ уйăрса парса пулăшнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсем уйрăм тимлĕхре. Вĕсен пурăнмалли условийĕсене тĕрĕслесех тăратпăр, кирлĕ пулсан вара тивĕçлисене черете тăрататпăр. Кăçал кун пеккисем 6 ветеран хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма свидетельствăсене тивĕçрĕ.

Ял территорийĕсене тăнăç аталантарассипе кăçал федераци тĕллевлĕ программине йышăннă. Çав тĕллевпе пур шайри бюджетран 10333,2 пин тенкĕ уйăраççĕ. Вăл шутран ялта пурăнакан çамрăк специалистсене тата çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме - 5857,1 пин тенкĕ. Çапла вара кăçал ялсенче пурăнакан 7 граждан тата 10 çамрăк специалист çемйи хăйсен пурăнмалли условине лайăхлатать.

Федерацин "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшмалли фонд çинчен" Саккунĕ вăйра. Саккунпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттеретпĕр, çынсене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçаратпăр. Çав тĕллевпе юсав ĕçĕсем туса ирттерме кăçал 1,6 млн. тенкĕ уйăрнă.

Ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансене йĕркеллĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе районта 2013 - 2015 çулсем валли муниципалитетăн тĕллевлĕ программине йышăннăччĕ. Ку программăпа пăхнă ĕçсене пурнăçлама 2014 çул валли пĕтĕмĕшле 68,4 млн. тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе 65 çемье хăйĕн çурт-йĕр условине лайăхлатĕ, 2438 тăваткал метр ишĕлчĕк çурт-йĕрпе сыв пуллашăпăр.

Çул-йĕр строительстви - уйрăм сфера. Кунта та пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Акă федерацин "Раççейри транспорт системине 2010 - 2010 çулсенче аталантарасси çинчен" тĕллевлĕ программипе район территорийĕнче М-7 "Волга" автомобиль çулне реконструкцилессипе ĕçсем анлă сарăлнă.

Районта республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пĕтĕмпе 10,295 километр юсама тата тĕпрен юсама пăхнă. Çавна валли 81,3 млн. тенкĕ уйăраççĕ. "Муркаш - Турай - Сура" автомобиль çулне тĕпрен юсассипе ĕçсем анлă сарăлнă. Кунти ĕçсене "Чувашавтодор" пурнăçлать. 24,02 километр тăршшĕскер, çак çул пирĕншĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех вăл "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" тата "Сура" çулсем çине илсе тухать. 2008 çулта кунта 4,5 километр çулсене юсанă. Кăçал 6,06 километр çула тĕпрен юсамалла. Пĕлтĕр ĕçсене 11 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă пулсан, кăçал 42 млн. тенкĕлĕх пурнăçламалла.

Ялсенчи çулсене йĕркене кĕртессипе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Пĕтĕмпе вĕсене кăçал 4,3 километр юсама палăртнă.Çавна валли 11 млн. тенкĕне яхăн уйăрнă. Вăл шутран 4 млн. тенкĕ ытла республика бюджетĕнчен, 6 млн. тенкĕ ытла - вырăнти бюджетран. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсен 33 процентне пурнăçланă ĕнтĕ, 2 млн. ытла тенкĕпе усă курнă.

Район шайĕнчи çулсене юсама 5 млн. тенкĕ ытла уйăрнă. Вăл шутра республикăран 4 млн. тенкĕ ытла.

Пурĕ вара районти çул-йĕр фончĕн ĕç калăпăшĕ 52,528 млн. тенкĕпе танлашмалла.

Çурлатринче 1 километр ытла асфальт çул çĕнĕрен сартăмăр. Çул тума пурĕ 20 млн. тенкĕ ытла кирлĕ. Иртнĕ çул ĕçсене 4 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă пулнă. Кăçал вара 11 млн. тенкĕлĕх ĕç пурнăçлнă. Хăш-пĕр ĕç кăна юлчĕ.

Ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи çулсене те юсаççĕ. Акă "Стройка-21" ООО Москакасси урамне 388 метр вак чул сарса юсарĕ. Ĕç калăпăшĕ - 1 млн. тенкĕлĕх ытла. Оринин ял тăрăхĕнче вара харăсах икĕ урамри çулсене юсасаса тухнă. Чамăшра тата Вăрманкассинче юсав ĕçĕсене "Автодорсервис" ООО пурнăçларĕ.

Кăçал нумай хваттерлĕ çуртсен 7 картиш территорийĕнчи 3367 тăваткал метр çулсене юсанă ĕнтĕ.Çавна валли 2,5 млн. тенкĕ пăхса хунă пулнă.

"Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула" çула юсассипе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Электрон формипе уçă аукцион ирттерсе подряд организацине палăртрăмăр. Кунти ĕçсене "Автодорсервис" ООО пурнăçлĕ.

Çапла, районта строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрсĕр пуçне культурăпа йăла, суту-илÿ, вĕренÿ, социаллă объектсем çĕкленеççĕ, юсав ĕçĕсем туса ирттерсе хăйсен сăн-сăпатне улăштараççĕ, ялсенче харпăр хăй вăйĕпе çурт-йĕре çавăракансем сахал мар. Малашлăхри ĕмĕт-тĕллевсем те пĕчĕк мар. Апла пулсан строительство та аталанать, район та малашлăх çулĕпех утăмлать.

Хамăн сăмахăма вĕçленĕ май  районти строительство комплексĕн мĕн пур ĕçченне, çак ĕç ветеранĕсене ыранхи професси уявĕпе пĕтĕм чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика