09 августа 2014 г.
Августăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Правительство çурчĕн ларусен залĕнче федерацин, республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе çулленхи пресс-конференци ирттерчĕ. 46 массăллă информаци хатĕрĕн представителĕ хутшăнчĕ конференци ĕçне. "Эпĕ çак должноçе йышăнннăран тытăнса пĕрремĕш кунранах хам ума çынсене тулли вăй-халпа ĕçлеме майсем туса парас, ĕçленĕшĕн тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлес, пурăнма йĕркеллĕ условисем туса парас, çынсен кăна мар, вĕсен ачисен те ыранхи куна шанăçпа пăхма пур майсем те пулччăр, пурте пахалăхлă пĕлÿ, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пултарччăр тесе задача лартрăм. Тăватă çул ĕнтĕ çак задачăсене тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ республикăн влаç органĕсем", - терĕ республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче.
Михаил Васильевич кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсене пĕтĕмлетрĕ, тăватă çул хушшинче мĕнле-мĕнле задачăсене татса пама май килни çинче чарăнса тăчĕ. Производствăна аталантарасси, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси республикăри влаç органĕсен тĕп задачисем пулнине палăртрĕ. Çынсен сывлăхне сыхлассинче, вĕренÿре, медицина пулăшăвĕ парассинче ÿсĕмсем çук мар.
Влаç уççăнлăхне тивĕçтерессин, обществăна демократизацилессин принципĕсене çирĕп тытса пынă. Пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тăвас ĕçе общество пĕрлешĕвĕсене анлăрах явăçтарасси пурнăçа кĕрсе пырать.
Юлашки тăватă çул хушшинче республикăра вăтам ĕç укçи çулсерен 12 процент ÿссе пынă, 13 пин тенкĕрен 21 пин тенкĕне çитнĕ. Бюджет ĕçченĕсен ĕç укçи шайне экономикăра вăй хуракансенпе танлаштарма май килнĕ. 2011 çултан тытăнса ĕç укçисен вăтам виçи врачсен 1,5 хут, учительсен 2 хут, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракан воспитательсен 3 хут ÿснĕ.
Республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ çуллен чакса пырать, ĕçсĕррисене ĕçпе тивĕçтерессипе Чăваш Ен Раççейăн ытти регионĕсем хушшинче икĕ çул ĕнтĕ малтисен ретĕнче.
Малтанласа палăртнă тăрăх инфляци шайĕ кăçал 7 - 7,5 процент пулмалла пулсан, ЖКХ услугисен хакĕсем 4 процентран ытла ÿсмелле мар. Ку енĕпе пирĕн республика Раççей Президенчĕ тата РФ Правительстви умĕнчи обязательствăсене пĕтĕмĕшле илсен йĕркеллех пурнăçлать. Прогноз çапла: тарифсем ÿсесси инфляци ÿсĕмĕнчен вăтамран 2 хут пĕчĕкрех пулĕ.
Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсен потребитель хакĕсен индексĕ 2009 çултан тытăнса 3 хут чакнă. Çав вăхăтрах Чăваш Енре кашни тăваттăмĕш çемье çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме бюджетран субсиди илсе тăрать.
Республикăра пурăнакансен тупăш шайне ÿстерсе пынипе пĕрлех Правительство хаксене ÿстерессине чарса тăрассин политикине тытса пырать. Ку вăл чи малтанах апат-çимĕç продукчĕсене, ял хуçалăх продукцине, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсен тарифĕсене пырса тивет. Чăваш Ен ял хуçалăх тата апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем пĕчĕк регионсен шутĕнче.
Августăн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин ял хуçалăх продукцийĕпе унран хатĕрленĕ продуктсене Раççей территорине илсе килессине чикĕлесси пирки калакан указа алă пуснă, ку тĕлĕшпе РФ Правительствин членĕсене тивĕçлĕ хушу панă. "Эпĕ те паян ирех кун пирки Чăваш Ен Правительсвин членĕсене çакăнпа çыхăннă хушу патăм. Апла пулсан пирĕн тавар туса кăларакансем патне те, тавар туянакансем патне те тĕрĕс информаци çитермелле, çакна тĕпе хурса малашне те ку сферăра хамăрăн ĕç-хĕле лайăхлатса пырăпăр",- палăртрĕ Михаил Васильевич.
Чăваш Ен унчченхи пекех кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе малтисенчен пĕри. Çамрăк çемьесене тата çамрăк учительсене хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе майсем туса парассипе çыхăннă программăсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
2011 çултан тытăнса республикăра 15 пин çемье патшалăх пулăшăвĕпре усă курса хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. 2009 çулхипе танлаштарсан пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси 50 процент ÿснĕ. Тăватă çул хушшинче 2600 çамрăк çемьепе çамрăк специалист хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Патшалăх пулушăвĕн программисем малашне те ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырĕç.
Вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарма лайăх майсем туса пама тăрăшаççĕ. Халĕ кун пек предприятисен шучĕ 14 пине çитнĕ, вĕсенчен налук пухăнасси 2 хут ÿснĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсене, килти хушма хуçалăхсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене патшалăх паракан пулăшу курăмлă, вăл ÿссе пырать, 2 млрд. та 390 млн. тенкĕне çитнĕ. Республикăна хушма укçа-тенкĕ килмелле. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи виçи республикăри экономикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех, апла пулин те юлашки 3 çул хушшинче вăл 1,5 хут ÿснĕ. Ку енĕпе ĕçлемеллисем пур-ха.
Ял хуçалăх продукцине сутасси-вырнаçтарассипе ыйтусем пур. Сутăн илмелли хаксем пĕчĕк пулнинчен чи малтанах сĕт туса илекен хресченсем шар кураççĕ. "Сĕт туса илекенсене хÿтĕлессипе тата потребительсен рынокĕнчи конкуренцие аталантарассипе эпир пур майсемпе те усă курăпăр", - шантарчĕ республика Пуçлăхĕ.
Республика бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕсен шайĕнче хăйĕн тупăшĕн виçи кăçал 68 процентпа танлашмалла. Республикăн патшалăх парăмĕ тăватă çул хушшинче хăйĕн тупăшĕсен шайĕпе танлаштарсан 70 процентран 37 процента çити чакнă.
Хуласенче кăна мар, районсенче те тĕрлĕрен спорт сооруженийĕсем сахал мар ĕçе кĕреççĕ. Çынсене, ачасене физкультурăпа тата спортпа туслă пулма пур майсене те туса панă. Уйăхсерен Сывлăх кунĕсене ирттерме тытăннине те çакăнпах çыхăтармалла.
"Нумай ачаллă çемьесене паракан пулăшу мелĕсем анлăланса пыраççĕ. Юлашки тăватă çул хушшинче республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ 22 процент ÿсрĕ. Халĕ кун пеккисем 8 пин те 88 çемье. Çакă ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынипе те çыхăнчĕ. 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку ыйтăва пĕтĕмпех татса пама палăртатпăр. 2015 çул тĕлне республикăра 49 ача сачĕ хута каймалла. Ăна валли 4,4 млрд. тенкĕ укçа уйăрма пăхнă. Çапла вара ашшĕ-амăшĕ тата ачасем умĕнче панă сăмаха тытатпăр теме пулать", - терĕ Михаил Васильевич.
Журналистсемпе икĕ сехете пынă тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн экономикипе, социаллă пурнăçĕпе, политика аталанăвĕпе çыхăннă 32 ыйтăва хуравларĕ.
Журналистсене ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусем те интереслентерчĕç. Акă кăçал республикăн кăнтăр районĕсенче çанталăк шăрăх тăчĕ. Çавна май уйрăмах Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи хуçалăхсенче тĕш тырă культурисен тухăçĕ пĕчĕкрех. Апла пулсан тĕш тырăна пÿлмесене палăртнă чухлĕ хывса хăварма май пулĕ-и; Республика Пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе çирĕп шухăшлă: пĕтĕмĕшле илсен республикипе тĕш тырă иртнĕ çулхинчен ытларах пухса илмелле. Çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлессипе те лару-тăру самай ăнăçлăрах. Вăл пĕлтĕрхинчен 2,5 хут ытларах пулмалла. Иртнĕ çул çĕр улмин 30 проценчĕ кăларса пухмасăрах юр айне юлнине шута илес пулсан, "иккĕмĕш çăкăр" та кăçал тухăçпа "кÿрентерме" кирлĕ мар. Паллă ĕнтĕ, вырăнсенче çав-çавах хальлĕхе усă курман çĕр лаптăкĕсем пурри вăрттăнлăх мар, республика Пуçлăхĕ те, тивĕçлĕ органсем те ку ыйтăва тимлĕхрен кăлармаççĕ, çывăх вăхăтрах ку ыйтăва та татса пама май килĕ.
Социализм тапхăрĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен реорганизацине пула нумай çĕрте юхăнса ларакан выльăх-чĕрлĕх фермисем пур. Асăннă "палăксем" никама та илем кÿмеççĕ. Ку тĕлĕшпе Михаил Васильевич пĕр шухăшлă: "Объектсен хуçисем çук пулсан вĕсене саккунлă майпа муниципалитетсен харпăрлăхне куçармалла. Унта производство йĕркелесшĕн çынсем пулсан чару çук. Кирлĕ маррисене вара сÿтсе тирпейлемелле те çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Çак ĕçе республика юбилейĕ тĕлне вĕçлес пулать".
"Украинсен" ыйтăвне те хускатакансем пулчĕç. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх Украинăран пирĕн республикăна куçса килекенсенчен хăшĕсем хăйсен тăванĕсем патĕнче вырнаçнă, вăхăтлăх пурăнмалли вырăнсем "Контур" ОАО территорийĕнче, "Санаторий "Чувашиякурорт" ОАО-ра тупса панă. Çавăн пекех хăйсен çемйисене вырнаçтаракансем те пур. Пурăнма кирлĕ условисемпе тивĕçтерме вĕсем валли талăкне кашнин пуçне 800 тенкĕ шучĕпе федераци бюджетĕнчен республикăна 564 млн. тенкĕ уйăрса панă. Ыр кăмăллăх фончĕ 195 пин тенкĕ уйăрнă.
Михаил Васильевич Украинăран куçса килнисем валли республика гражданинĕсем пулса тăма пур майсене те туса пама ыйтрĕ. Ачасем валли шкулсенче вырăнсем тупса парассипе те тимлемелле.
Республикăра вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессипе çыхăннă саккун проектне анлăн сÿтсе яваççĕ. Унпа çыхăннă ыйтусем çине хуравланă май хăй тытăмлăх тĕлĕшпе йышăну тунă чухне кашни регионăн уйрăмлăхĕсене шута илмеллине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Пирĕн республика вара халăх йышлă пурăнакан регион шутне кĕрет. "Пĕрле сÿтсе явăпăр, йышăнусене те пĕрлех тăвăпăр, анчах та ял тăрăхĕсен шайĕнче революциллĕ улшăнусем пулма кирлĕ мар", - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.
Хăшне-пĕрне Китайпа йĕркелекен хутшăнусем канăçсăрлантараççĕ. Вĕсене производство йĕркелеме май туса пани республикăшăн тÿнтерле çаврăнса тухмĕ-и; Вĕсем экологи тĕлĕшпе таса продукци туса кăларасси те ыйтусем çуратать. Михаил Васильевич хăй Китайра пулни пирки асăнчĕ. Лайăххи кăна мар, такамăн та япăххи те пурах пулĕ. Çапах та çакă пĕтĕмĕшле лару-тăру пирки хак памалли сăлтав мар. Паянхи Китай пачах урăх Китай. Çĕнĕ производство енĕпе, малта пыракан технологие ĕçе кĕртессипе, эффективлăх шайĕпе Китай чылай çĕр-шывсенчен малта тăрать. Кунта ĕçе йĕркелеме пĕлеççĕ.
Китайпа экономика тĕлĕшпе çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пуснă ĕнтĕ. Вĕсем инвестицисем хывма хатĕрри япăх мар. Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ районĕсенче 2 проект ĕçе кĕртме пăхнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесен вара тĕрĕслев витĕмлĕхне ÿстерес пулать.
Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мускавра Михаил Игнатьевпа тĕл пулнипе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç пресс-конференцире. "Кадр хыçĕнче" нимĕн те юлман-и, çитес тĕл пулу пирки мĕн калама пултаратăр;" Михаил Васильевич В. Путин Президент ячĕпе 5 çыру хатĕрлени пирки каларĕ. Владимир Владимирович вĕсене яваплисене çирĕплетсе панă, çырусенче палăртнă ыйтусене татса парассипе ĕçсем пыраççĕ. Кусем вĕсем бюджетпа, республикăн юбилей датисемпе çыхăннă ыйтусем.
Çитес тĕл пулăва вара планламаннине пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. "Кирлех пулсан тĕл пулăпăр. Кирлĕ-кирлĕ мар ыйтусемпе Президентпа тĕл пулас йăла çук манăн. Хамăрăн ыйтусене ытларах хамăрăн татса парас пулать. Стратеги пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулсан кăна Президентпа тĕл пулма палăртатăп", - терĕ вăл.
"Михаил Васильевич, Сире Мускава ĕçлеме куçараççĕ текен сас-хура пур. Ку тĕрĕсех-и;" Ку ыйту çине те хуравлама тиврĕ республика ертÿçин. "Суя сăмах, - татăклăн палăртрĕ вăл. - Манăн полномочи 2015 çулхи август уйăхĕнче тухать. Унччен вара республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсенех пурнăçлама шухăшлатăп". Çитес суйлавра хăйĕн кандидатурине республика Пуçлăхне суйлама тăратасси пирки панă ыйту çине хуравланă май вара унччен вăхăт пуррине, суйлав кампанийĕ пуçланманнине аса илтерчĕ.
Ытти ыйтусем çине те тулли хуравсем пачĕ республика Пуçлăхĕ. Ыйтусем чăвашла та пулчĕç. Вĕсем çине Михаил Васильевич чăвашла та, вырăсла та хуравларĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.