16 августа 2014 г.
"Тĕллевлĕ ĕçпе тухăç никĕслесчĕ",- терĕ черетлĕ çаврăм тунă хыççăн сеялкăна вăрлăх тултарма чарăннă Сергей Гаврилов механизатор МТЗ-82 кабининчен тухса. 16 çул тракторпа ĕçлекен Сергей Витальевича çуркунне те, кĕркунне те тăтăшах акара курма пулать. Хăй ĕçĕнче пĕр пăт тăвар çинĕ теççĕ кун пеккисем пирки халăхра. Ку сăмахсем ытарлă пулин те, çĕр ĕçĕнче çак тапхăрта пуян опыт пухнă механизатор паян ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.
"Путь Ильича" агрофирмăра ĕçлекенсем паян пĕтĕм йышпа уй-хирте, йĕтем айĕнче вăй хураççĕ. "Хир карапĕсем" хыççăн пушаннă хирсене тата пусу выртнă уйсене иртнĕ юн кун ака агрегачĕсем тухрĕç. Агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ А. Воробьев та паян хиртен кĕме пĕлмест. Унăн çăмăл автомашинине е акаçăсем патĕнче, е тырă вырна çĕрте, тепĕр çур сехетрен йĕтем айĕнче курма пулать.
- Çак ответлă тапхăрта хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕр йышра пулас тетпĕр. Урăхла юрамасть. Пирĕн тĕллевĕсем пĕрре, - терĕ агрофирмăри ĕçсемпе паллаштарма тăрсан Алексей Валентинович.
Хорнуйпе Мăн Шаптак тăрăхĕнче вырма калăпăшĕ районта чи пысăккисенчен пĕри - 1305 гектар. Ĕнерхи кун тĕлне виçĕ "хир карапĕ" çак лаптăкăн çуррине майлă çапса тĕшĕленĕччĕ те ĕнтĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем кунта пĕр сехете те усăсăр çухатас мар тесе вăй хураççĕ.
Вырма вырмапа та, агрофирма ĕçченĕсем кĕртрисем пирки те манмаççĕ. Хуçалăх ертÿçин сăмахĕнчен кĕртрисем кăçал 1000 гектар майлă йышăнмалла. Çавна валли агрофирма 700 гектара майлă çĕр хатĕрленĕ. Ку ĕçсем малалла пыраççĕ.
Кĕрхи кунăн пĕлтерĕшĕ те пысăккине çĕр ĕçченĕ ăнланать. Паян тумалли ĕçе ыранхи куна хăварсан ăна "çумăр юхтарса кайма" пултарнине иртнĕ çул аван кăтартса пачĕ.
- Çавăнпа та кĕрхи уяр кунпа туллин усă курассишĕн тăрăшатпăр, - терĕ хире тырă вăрлăхĕпе минераллă удобрени турттарса тухнă В. Артемьев водитель.
Агрофирма юлашки çулсенче çĕнĕлĕхсемпе юнашар пыни кăçалхи кĕр акинче те курăнчĕ. Хорнуйсем асаттесен йăлипе ыраша клеверпа акаççĕ. Ку вăл çитес çулхи выльăх апачĕн никĕсĕ пулнине уй-хир ĕçченĕсем ĕненеççĕ.
Ĕнерхи кун тĕлне агрофирма 100 гектар ытла кĕртрисем акма ĕлкĕрчĕ те. Нÿрĕк çителĕклĕ. Ĕçсем малалла пыраççĕ.
А. БЕЛОВ.