Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Маттур, Муркашсем, малашне те хастар пулăр!"

16 августа 2014 г.

 

 

Çапла каларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев августăн 12-мĕшĕнче Муркаш районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Муркаш ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă чухне. Унпа пĕрлех çав кун ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем те, республика Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркинпа Владимир Мидуков та пулчĕç.

Патшалăх тимлĔхсĔр хăвармасть

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ çул çÿревĕ вара Мăн Сĕнтĕртен пуçланчĕ. Ăнсăртран мар. Мăн Сĕнтĕрте çав кун тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисем валли 3 хутлă çĕнĕ çурт хута кайрĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 15 яшпа хĕр хăтлă хваттер уççине алла илчĕ. Подрядчик -  Валерий Борисов ертсе пыракан акционерсен "Чувашагроинвестстрой" фирма" хупă обществи строительство ĕçĕсене 9 уйăх вырăнне 4 уйăх çурă хушшинче вĕçлеме пултарнă. Строительствăра хальхи çĕнĕ технологи мелĕсемпе анлă усă курнă.

"Чăннипех те юлашки вăхăтра эпир Мăн Сĕнтĕре пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кашни çулах кунта çĕнĕрен çĕнĕ объект хута каять. Паян та акă ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 15 яш-кĕрĕм хăтлă хваттерсенче пурăнма тытăнать. Ашшĕ-амăшĕсĕр çитĕнесси епле çăмăл мар япала пулнине лайăх пĕлсе тăратăп. Кун пеккисене патшалăх тимлĕхсĕр хăвармасть. Малашне сире çирĕп те туслă çемьесем йĕркелеме, ача-пăча çуратса пăхса ÿстерме, район, республика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывма ырлăх-сывлăх сунатăп", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвне тивĕçнисене çĕнĕ хваттерсен уççисене панă май. Юлашки çулсенче кăна тăлăха юлнисене пулăшма патшалăх республикăна 1 млрд. та 50 млн. тенкĕ уйăрса панă. Çавăн пекех вăл тăлăха тăрса юлнă ачасене хăйсен çемйисене йышăнса тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерекенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Мĕншĕн тесен ача çемье ăшшине туйса ÿснине нимĕнпе те улăштараймăн. Çурт йĕри-тавра чечексем лартса хăт, илем кĕртесси вара çĕнĕ хваттер хуçисенчен хăйсенчен килнине палăртрĕ Михаил Васильевич.

Район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çĕнĕ хваттер илнисене саламларĕç, районта юлашки вăхăтра строительство ĕçĕсем аван пынине, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнине палăртрĕç. Ростислав Николаевич "Чувашагроинвестстрой" фирма" ЗАО генеральнăй директорне район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.

Çĕнĕ хваттер уççисене вара Марина Ланцова, Кристина Иванова, пĕр тăван Аринăпа Алексей Ивановсем, Димитрий Волков, Владимир Романов, Светлана Яковлева, пĕр тăван Николайпа Кристина тата Денис Алексеевсем, Марина Чернова, Мария Грачева (Скворцова), Илья Зайцев, Венера Смирнова тата Екатерина Тимченко тивĕçрĕç. Вĕсем хăйсен савăнăçне пытараймаççĕ. Хăйсене хваттерсемпе тивĕçтернĕшĕн патшалăх, республика, район ертÿçисене пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Сăмах май  ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене хваттерпе тивĕçтерме 2013-2014 çулсенче районта республика бюджетĕнчен 13111,54 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.

ÇĔнĔ хваттер - ÇĔнĔ Çемье

Республика Пуçлăхĕн аллинчен Мăн Сĕнтĕрти çĕнĕ çуртри хваттер уççине  тивĕçнисем хушшинче Димитрий Волков та пур. 1995 çулта çуралнă каччă Мăн Хураçка ялĕнчен. 14 çулта каччă ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă. 18 çул тултариччен Людмила Михайлова опекун çемйинче çитĕннĕ.

Республика Пуçлăхĕн аллинчен çĕнĕ хваттер уççине алла илнĕ май Димитрий Чăваш Республикин Пуçлăхне, Чăваш Ен Правительствине, район администрацине тав сăмахĕ каларĕ, хăйĕн юратнă хĕрне Ирина Волгинăна унăн мăшăрĕ пулма ыйтса çупăрларĕ. Çав кунах пулас мăшăр ЗАГС-а заявлени пачĕ. Тепĕр кунне вара Димитрийпе Ирина район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче хăйсем мăшăрланнине çирĕплетекен свидетельствăна алла илчĕç.

Хальхи вăхăтра Димитрий Волков çар ретĕнче службăра тăрать. Унăн мăшăрĕ Ирина вара Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренет. Çамрăк мăшăра пурте тату пурнăç, ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

 

"Моргаушская" МСО-н черетлĔ объекчĔ

Юлашки çулсенче районта пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлать. Район центрĕнчи Парковая урама кăна илер. Владислав Семенов ертсе пыракан асăннă организаци строителĕсен вăйĕпе епле илемлĕ те хăтлă микрорайон çĕкленчĕ. Халĕ кунта 5 хутлă çĕнĕ çурт хута ярассипе ĕçлеççĕ.

Ку хутĕнче çав кунах "Моргаушская" МСО Москакассинче 21 хваттерлĕ 3 хутлă çурт хута ячĕ. Ку çуртра та патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăтлă хваттерсене тивĕçнисем пур. Федерацин "Ял территорийĕсен тăнăç аталанăвĕ" тĕллевлĕ программине хутшăнса хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçин Надежда Овчинниковăн, "Передовик" ял хуçалăх производство кооперативĕн бухгалтерĕн Надежда Федотовăн, Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторист-машинисчĕн Петр Степановăн çемйисем хăтлă хваттерлĕ пулчĕç. Республика Пуçлăхĕ вĕсене хваттер уççисене парса саламланă май çĕр-шыв шайĕнче юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕ, ял çынни, социаллă сфера çине пысăк тимлĕх уйăрнине, тĕрлĕ программăсем йышăнса пулăшу мелĕсемпе майĕсене ÿстерсе пынине палăртрĕ.

Ку çуртрах татах тепĕр çемье Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи 87 № "Çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин хушма мерисем çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн, 5 çемье вара ача амăшĕн капиталĕпе усă курса хваттерсем туяннă.

 

Ачасем юрăсемпе савăнтарчĔÇ

Михаил Васильевич асăннă çуртпа юнашарах вырнаçнă "Колокольчик" ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Ача садне ачасем пĕтĕмпе 15 ялтан çÿреççĕ. Ача садне хутса ăшăтма хăйне ятарлă котельнăй тума палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ воспитательсемпе, кунта çÿрекен ачасемпе калаçрĕ. Ачасем вара хăнана хăйсем мĕнле вăйăсем выляни, хăйсене мĕнле тутлă апатлантарни пирки каласа пачĕç, чăваш юррисене те юрласа кăтартрĕç. "Эсир маттур ачасем", - мухтарĕ вĕсене Михаил Васильевич.

Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче республика ертÿçин куçĕнчен нимĕн те "пытанса" юлаймарĕ темелле. Ача садĕнче пулнă май вăл кунти вентиляци системи йĕркеллĕ ĕçлеменнине палăртрĕ, Мăн Сĕнтĕрте пулнă чухне вара территорисене тасатса тирпейлессипе асăрхаттарусем пачĕ. Сăмах май сĕнÿсемпе асăрхаттарусем, татса памалли ыйтусем министрсем валли те пулчĕç.

Тума - Çулталăк, салатма - Çур талăк

Федерацин М-7 трассине тунă çĕрте реконструкци ĕçĕсем пынă май йывăр тиевлĕ автомашинăсем тавра çÿресе Катькасран Мăн Сĕнтĕре тата Мăн Сĕнтĕртен Москакассине тухмалли регион пĕлтерĕшлĕ çула ватса пĕтернĕччĕ. Кунти çула йĕркене кĕртме республика сахал мар укçа-тенкĕ хывнă. Халĕ вара çĕнĕрен хывнă асфальт каллех путăкланма пуçланă. Сăлтавĕ - шăрăх çанталăкра асфальт çемçелет,  "Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО автомашинисем вара федераци трассине реконструкциленĕ çĕре Мăн Сĕнтĕртен Москакассине тухмалли çулпа çÿресе çула ватаççĕ. Ыйтăвĕ вара ку çулпа çÿренинче те мар, вĕсем строительство материалĕсене нормăпа пăхнинчен ытлашши тиенинче. Нормăпа автомашинăн пĕр тĕнĕлĕ çине тиев 6 тоннăран ытла пулмалла мар, кунта вара 12 тоннăна та çитет. Республика Пуçлăхĕ регион çулĕ çинчи автомашинăсене чарса хăй тĕрĕслерĕ, тĕрĕслев тараси çине ăсатрĕ.

- Мĕн тунине ватма памалла мар, знаксем вырнаçтарас пулать, айăплисене штрафламалла, - уçăмлăн палăртрĕ вăл.

 

Çулталăкра -

15,7 млн. штук

Республика Пуçлăхĕ çитсе курнă тепĕр объект - Муркашри кирпĕч завочĕ. Кунти ĕçсемпе завод директорĕ Владимир Тукмаков паллаштарчĕ. 154 çынлă коллектив иртнĕ çул 15,7 млн. штук кирпĕч туса кăларнă. Кăçалхи январь - июль уйăхĕсенче - 7,5 млн. штук. Продукцие вырнаçтарассипе ыйту çук. Муркашсен кирпĕчи патне килекенсем ытти регионсенчен те сахал мар. Пахалăхлă продукцие хаваспах туянаççĕ.

Кирпĕч хĕртсе кăларнă, хатĕр продукцие сортланă çĕрте ытларах хĕрарăмсем вăй хураççĕ. Ку хĕрарăм ĕçĕ мар тесе çаврăнса утманшăн, çăмăл мар ĕçе арçынсемпе танах пурнăçланăшăн, завод малашлăхĕшĕн тимленĕшĕн кунта тăрăшакансене Михаил Васильевич тав сăмахĕ каларĕ.

 

ЕртŸÇĔрен чылай килет

Михаил Игнатьев вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе те паллашрĕ. Республика Пуçлăхĕ çитнĕ чухне "Свобода" хуçалăхăн Кашмаш патĕнчи урпа уйĕнче комбайнсем хĕрсех тырă выратчĕç. Çур çул каялла хуçалăх тилхепине çамрăк предпринимателе Леонид Петрова шанса панă хыççăн "уксахлама пуçланă" хуçалăх ерипен ура çине тăма тытăнни палăрать. Механизаторсен ĕçлес кăмăл-туйăмĕ çирĕп. Ертÿçĕн малашлăх планĕсем те калăпăшлă.

"Ял хуçалăхĕнче çавăн пек пуçаруллă та хастар, малашлăх пирки шухăшлакан çамрăксем ытларах пулсан ăнăçусем те пулаççех, тĕрĕссипе хальхи вăхăтра пур ĕçе те пĕлсе йĕркелесе пырсан ял хуçалăхĕ пек тупăш паракан отрасль урăх çук", - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Паянхи куна хуçалăхра 600 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Самăртмаллисен ушкăнĕнче 300 пуç. Хуçалăх ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлет. Республика Пуçлăхĕ малашлăха пăхса ĕçлесе пырса "Свобода" хуçалăхăн унчченхи ят-сумне çĕнсе илме хуçалăх ĕçченĕсене ăнăçусем сунчĕ.

 

Муркашсем

чăвашла ытларах вуласшăн

"Чăваш писателĕсен кĕнеки-произведенийĕсем сахал пичетленеççĕ. Вĕсене ытларах пичетлеме май çук-и;" - çакăн пек ыйту пачĕç Михаил Васильевича Муркашри Хĕрлĕ лапамри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе йĕркеленĕ тĕл пулура. Республика Пуçлăхĕ журналистсене Муркашсен сĕнĕвне чăваш писателĕсем патне çитерме ыйтрĕ.

Ачасем валли кунта лайăх площадка туса панă. Анчах та ярăнма тăвайкки çук. Михаил Васильевич ку ыйтăва сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне татса пама хушрĕ.

"Березка" ача сачĕн территорийĕнче сарнă асфальт унта-кунта путăкланса пĕтнĕ. Ăна çĕнетесси пирки те кăсăкланакан пулчĕ. Михаил Игнатьев юсав ĕçĕсене комплекслă, пĕтĕмĕшле туса ирттерни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. "Ку е вăл объектра юсав ĕçĕсене кашни çул тумалла ан пултăр. Пур ĕçе те пĕр хут тĕплĕ тумалла та тепĕр 4 - 5 çул ун патне урăх таврăнмалла ан пултăр", - терĕ вăл.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ çула май Перекет банкĕн, "Мария" трикотаж магазинĕн, çĕр участокĕсен чиккисене палăртакан тата ытти çĕр ĕçĕсене пурнăçлакан "Аршин" ООО ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Кунта та асăрхаттарусем пулмарĕç мар: Перекет банкĕн территорийĕнче чечексем сахалрах, "Мария" магазин умĕнче çум курăкĕ "ураланни" район центрне илем кÿмест. Хăшĕ-пĕри тата хăйсен автомашинине газон çине тăратма та именмест.

Хăть хăш

автостанцирен - тархасшăн

Уйрăм предпринимателĕн Иван Никитинăн "Никита" тата "АвтоВас" ОАО-н автостанцийĕсем юнашарах вырнаçнă. Конкуренци аванах палăрать. Унччен Муркашран Шупашкара автобуспа ларса кайнăшăн 90 тенкĕ тÿлеме тивнĕ пулсан, паян 60 - 65 тенкĕпех çитме пулать. "АвтоВас" автостанцийĕнчен куллен 8 маршрутпа пĕтĕмпе 46 хутчен автобуссем çула тухаççĕ. Тулли хăватпа ĕçлесен сехетре 120 пассажир ăсатма пулать. Вăтамран халĕ кунсерен кунтан 152 пассажир тĕрлĕ маршрутпа çула тухать.

"Никита" автостанцирен çÿреме 14 маршрут йĕркеленĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта автобуссем пĕтĕмпе 37230 рейс тунă, 103 пин пассажира илсе çÿренĕ. Куллен автостанцирен 700 пассажир çула тухать.

Пĕтĕмĕшле илсен пассажирсем автостанцисенчен çÿреме  туса панă майсемпе кăмăллă. Автобуссем "Муркаш - Шупашкар" маршрутпа 10 - 15 минут урлă çула тухаççĕ. Çапах та пĕр ветеран "АвтоВас" автостанцийĕнчен тÿлевсĕр çÿреме ниепле те ирĕк илейменни пирки каларĕ.

 

Пасарта таса продукци кăна

"Хамăрăн килти хуçалăхри продукцие кăна сутатпăр, вăл чи таси, чи пахалăхли", - пĕлтерчĕç Михаил Игнатьева Муркаш пасарĕнче сутă тăвакансем. Кунта апат-çимĕç продукцийĕпе те, промышленноç продукцийĕпе те сутă тăваççĕ. Промышленноç продукцийĕпе сутă тума 97 вырăн, апат-çимĕç продукцийĕпе сутă тума 9 вырăн уйăрнă. Пасар территорийĕнче 72 уйрăм предпринимательпе ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен 10 çынна яхăн ĕçлет. Вырăн укçи 30 тенкĕпе танлашать.

Пĕтĕмĕшле илсен условисем япăх мар темелле. Çапах та Михаил Васильевич хăйсен ял хуçалăх продукцине сутакансем валли навессем туса памаллине, сутă тумалли сĕтелсене сăрламаллине палăртрĕ. Пасар территорийĕнчи "Минутка" кафере пулнă май вара кунта сутакан продукцин 50 процентĕнчен кая мар хамăр патра туса кăларни пултăр тесе сĕнчĕ.

"Кадрсен ыйтăвне пĔтĔмпех татса патăмăр"

Çапла пĕлтерчĕ районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районти тĕп больницăра пулнă чухне. Михаил Васильевич васкавлă медицина пулăшăвĕн службин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ, регистратурăра, поликлиникăра пулса курчĕ, врачсемпе тата пациентсемпе калаçрĕ.

"Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн кунта юлашки 3 çул хушшинче 18 специалист ĕçлеме тытăннă. Тухтăрсен ĕç укçи вăтамран 27 пин тенкĕпе танлашать. Район территорийĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем 38. 2013 çулта Шомикра, 2014 çулта Тойкилтĕре çĕнĕ ФАП-сем хута янă.

Чăваш Республикинче сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилессин программипе килĕшÿллĕн 2011 - 2013 çулсенче районти тĕп больницăна 38,5 млн. тенкĕ уйăрса панă. 9,2 млн. тенкĕлĕх медицинăн 19 оборудованийĕпе тивĕçтернĕ, Мăн Сĕнтĕр больницин 2-мĕш номерлĕ стационарĕн çине юсанă. Çапах та çынсем вилесси районта республикăри вăтам кăтартуран 26,6 процент, вăл шутра тĕрлĕ синкере пула вилекенсен шучĕ 1,5 хут пысăкраххи шухăшлаттарма тивĕç.

***

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулса курнă кашни объектрах çынсемпе тĕл пулнă май вĕсене мĕнле ыйтусем канăç паманни, мĕн пăшăрхантарни пирки ыйтса пĕлчĕ, хăш-пĕр ыйтусене министрсене, çавăн пекех районти яваплă çынсене те шута илме, кайран вара хуравсем пама хушрĕ.

Чылайăшĕ тĕл пулусенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн ыйтăвĕсене çĕклерĕ. Ытларахăшĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе çынсем хушшинче ăнлантару ĕçĕ çителĕксĕр пулнине палăртрĕ Михаил Васильевич. "Сирĕн хăвăрăн ирĕк. Услугăсемшĕн кама тÿлетĕр, унран ыйтас пулать. Ертсе пыракан компани е ТСЖ сире тивĕçтермест пулсан, пуху пухăр та урăххине суйлăр. Сире никам та кансĕрлемест паян çапла тума", - терĕ вăл ку тĕлĕшпе. - Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме фонд йĕркелессипе те вариантсем пур".

Килти хуçалăхран сутакан сĕт хакĕ пирки те ыйтусем тăтăшах пулкаларĕç. Хăшĕсем ăна райпона, теприсем уйрăм предпринимательсене сутаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара хăйсен продукцине кама сутнине те пĕлмеççĕ. Михаил Васильевичăн сăмахĕ çапла - сĕте паян пĕр килограмне 13 тенкĕрен кая сутмалла мар. Малашне вара унăн хакне ÿстерсе пыма та май пулĕ.

Михаил Васильевич тĕрĕсех калать. Кирек епле предприниматель те продукцие йÿнĕрехпе туянса хаклăрахпа сутса ытларах услам тăвасшăн. "Эпĕ кун пирки сĕт сутăн илекен предпринимательсене пухса та калаçрăм. Кун пекех пулсан ялсенче ĕне тытса усракансем чакса кайĕç, ун чухне хăвăр та ĕçсĕр тăрса юлăр тесе аса илтерсе каларăм", - терĕ вăл.

***

Районти объектсенче пулса курнă хыççăн Михаил Игнатьев район администрацийĕн ларусен залĕнче район активĕпе тĕл пулчĕ, Муркаш районĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Михаил Васильевич малтанах çавна пĕлтерчĕ: "Хамăрăн паянхи канашлăва "чĕрĕ" калаçу, дискусси, ыйтусемпе хуравсем мелĕпе йĕркелĕпĕр. Ыйтусем пур пулсан кирек хăçан та, çырупа çырса та пама пултаратăр".

Районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăçалхи çичĕ уйăх итогĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллаштарчĕ.

Районта хальхи вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ теме çук. Кăçалхи çичĕ уйăх хушшинче пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ачасем çураласси ÿснĕ, вилекенсен шучĕ чакнă пулин те, вилекенсен шучĕ çуралакансенчен пысăкрах. 100 çемье чăмăртаннă пулсан 51 мăшăр уйрăлнă. "Мĕн çинчен калать-ха çакă; Апла пулсан каллех тулли мар çемьесем, пурлăха пайласси пирки калаçма тивет. Тĕрĕссипе вара ачасен тертленме лекĕ", - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Районта пур отрасльте ĕçлекенсен те ĕç укçи ÿссе пырать. Строительствăра вăл чи пысăкки - уйăхне вăтамран 38 пин те 906 тенкĕпе танлашать. Районĕпе вара вăтам кăтарту вăтам предпринимательствăна шута илмесен 19 пин те 633 тенкĕпе танлашать. Чи пĕчĕкки ял хуçалăхĕнче - 10 пин те 103 тенкĕ. Çав вăхăтрах пурăнма кирлĕ минимумран каярах тÿлекенсем те пур-ха. Налук инспекцийĕн ĕçченĕсене кун пеккисене тупса палăртма, çирĕп явап тыттарма ыйтрĕ республика Пуçлăхĕ.

Ĕçсĕрлĕх шайĕ пысăк мар, 0,29 процентпа танлашать. Ĕçĕсĕррисем тесе официаллă майпа регистрациленисем 57 çын. Çав вăхăтрах вакансисен банкĕнче 148 ваканси пур.

Район бюджечĕ тупăшсем енĕпе те, расхутсем енĕпе те япăх мар пурнăçланать. Ытти шайри бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ уйăрасси пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 21 процент ÿснĕ, 218,5 млн. тенкĕпе танлашнă.

Промышленноç продукцийĕ туса кăларасси тата пулăшу ĕçĕсем пурнăçласси çичĕ уйăхра пĕлтĕрхи шайран 7 процент ÿснĕ, 891 млн. тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх продукцине 280 млн. тенкĕлĕх (2013 çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 115,3 процент) туса илнĕ. Çапах та мăйракаллă шултра выльăхсен, вăл шутра ĕнесен, сыснасен шучĕ чакни палăрать.

Пĕчĕк предпринимательствăна шута илмесĕр ваккăн тавар сутассин калăпăшĕ кăçалхи çур çулта 545,2 млн. тенкĕпе танлашнă. Муркаш райповĕ çак тапхăрта иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан тавар сутассине 18,1 процент, Мăн Сĕнтĕр райповĕ 9 процент ÿстернĕ.

Тĕрлĕ программăсене хутшăнса агропромышленноç тата социаллă сферăсен çамрăк специалисчĕсене, çамрăк çемьесене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисене, нумай ачаллă çемьесене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсене, ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансене тата тивĕçлĕ ытти категорисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе районта луру-тăру япăх мар. Палăртнă ĕçсем йĕркеллĕ пурнăçланса пыраççĕ.

Республикăн нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха 2014 - 2043 çулсенче капиталлă юсамалли программине хутшăнса кăçал Муркашра нумай хваттерлĕ 3 çуртра, Мăн Сĕнтĕрте 2 çуртра юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Çавна валли 1669 пин тенкĕ кирлĕ пулать.

Ростислав Николаевич çавăн пекех çĕр участокĕсен "халăх инвентаризацийĕ", вĕренÿ, культура сферин ĕçĕ-хĕлĕ, сывлăха сыхласси, физкультурăпа спорт тата ытти ыйтусем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ.

Республика Пуçлăхĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, физкультурăпа спорта анлăрах сарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл канашлу вăхăтĕнче çак ыйтусем çине хуравсем ыйтрĕ: сывлăх сиплевçисем хушшинче пирус туртакансем пур-и; Миçе çын; Шкул директорĕсемпе учительсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хушшинче миçе çын пируспа туслă; Çак сиенлĕ йăларан хăвăртрах хăтăлма сĕнчĕ.

"Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО-н йывăр тиевлĕ автомашинисем Мăн Сĕнтĕр çулне ватма тытăнни пирки вара Михаил Васильевич çапла сĕнÿ пачĕ: çирĕпрех тĕрĕслесе тăрас пулать. Тиев нормине пăхăнмаççĕ пулсан штраф тÿлеме тытăнччăр, вăл укçа-тенкĕпе кайран çула юсама май пулĕ. Тепĕр вариант та пур: асăннă организаципе килĕшÿ тăвас пулать, çула ватса пĕтереççĕ пулсан хыççăн ăна çĕнĕрен сарса паччăр.

Канашлăва пухăннисем районти тĕп больницăра куç тухтăрĕн тепĕр штатне тытасси пирки ыйту çĕклерĕç. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова куç тухтăрĕ патне куллен миçе çын çÿренине шута илсе тишкерме, хыççăн вара ку ыйтупа татăклă йышăну тума шантарчĕ.

Канашлура çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Филиппов, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова тухса калаçрĕç, район кăтартăвĕсене республикăн вăтам кăтартăвĕсемпе танлаштарса хак пачĕç, ыйтусене хуравларĕç.

"Аталану кăтартăвĕсем сирĕн япăх мар, уншăн район ĕçченĕсене тав сăмахĕ калатăп. Паян эпĕ тĕрлĕ вырăнта пулса ял çыннисемпе калаçрăм, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интереслентĕм. Пирĕн вара çынсем хăйсене хăтлăрах та лайăхрах туйччăр, хăнасем яланах лайăх кăмăлпа тухса кайччăр тесе пĕтĕмпех тăвас пулать", - палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Октябрĕн 9 - 11-мĕшĕсенче вара Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм Тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" V форума Муркашсем чи активлă хутшăнасса шанса тăни пирки пĕлтерчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика