16 августа 2014 г.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2014 çулхи октябрĕн 9 - 11-мĕшĕсенче Шупашкарта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" ятпа Пĕтĕм Тĕнче шайĕнчи спорт форумĕ иртет. Ун пирки калакан хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă.
Çакă та пĕлтерĕшлĕ самант. Асăннă документ шăпах Чăваш Республикинчи ял районĕнче пĕрремĕш пăр катокĕ хута каяс умĕн кун çути курчĕ. Вăрнарта хальхи çĕнĕ спорт объектне ĕçе кĕртнипе çыхăннă савăнăçлă церемоние Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл палăртнă тăрăх Раççей Президенчĕ Шупашкарта Пĕтĕм Тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне ирттерме йышăну туни республика физкультурăпа спорта аталантарассипе çине тăрса ĕçленине тивĕçлипе хаклани, çĕр-шыв ертÿçисем Чăваш Ене шанни тата ĕненни пулса тăрать.
Республикăра массăллă спорта аталантарассипе, ачасене физкультурăпа туслаштарассипе, пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Юлашки çулсенче кăна 24 физкультурăпа спорт комплексне хута янă. Физкультурăпа тата спортпа туслисен йышĕ ÿссе пырать. Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕ тĕлне физкультурăпа спорт комплексĕсене çÿрекенсен йышĕ 35,9 процентпа танлашнă. Атăлçи федераци округĕпе ку кăтарту 29,9 процентпа, Раççей Федерацийĕпе 27,5 процентпа танлашать.
2011 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе республикăри спорт шкулĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатас тĕллевпе республикăри хуласемпе районсенче туса лартнă физкультурăпа спорт комплексĕсен пурлăхне муниципалитет спорт шкулĕсен балансĕ çине куçарнă.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен ĕçне-хĕлне танлаштарса тишкерни çавна кăтартса парать. Çакăн пек йышăну тунă май 2012 çулта спорт шкулĕсене финансласси 2011 çулхипе танлаштарсан 105366,9 пин тенкĕ чухлĕ ÿснĕ. Вăл шутра ĕç укçи пысăкланнă, спорт сооруженийĕсене тытса тăма тата ăмăртусем ирттерме укçа-тенкĕ ытларах уйăрма тытăннă. Физкультурăпа сывлăх сыхлавĕн тÿлевлĕ услугисемпе тивĕçтернинчен тупăш илесси ÿснĕ.
Çавăн пекех республикăри спорт шкулĕсене ытларах вĕренекен çÿреме пуçланă. 2010 çулта кун пеккисем 19,5 процент пулнă пулсан, 2013 çулта кăтарту 23,8 процентпа танлашнă.
Хальхи спорт бази тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене ирттерме май парать. Акă Шупашкар хули 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионатне (Суперлига), 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утассипе Тĕнче кубокĕн ăмăртăвĕсене ирттерме право çĕнсе илнĕ. Çавна та палăртмалла. Енчен те 2010 çулта республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче кăна ирттернĕ пулсан, хальхи вăхăтра ăмăртусем районсенче те иртеççĕ. 2013 çулта республикăра пĕтĕмпе 1700 ытла спорт ăмăртăвĕ ирттернĕ, вăл шутран 345 - республика тата Раççей шайĕнчисене, çавăн пекех пенсионерсен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш спартакиадине. Ăмăртусене хутшăннисен пĕтĕмĕшле хисепĕ 280 пин çын ытла.
Чăваш Енре шоу мелĕпе йĕркелекен физкультурăпа спорт мероприятийĕсене уйрăмах кăмăллаççĕ. Акă 2013 çулта Шупашкар хулин кунне ирттернĕ чухне "Зарядка со звездой" мероприяти хăйĕн массăлăхĕпе Раççей шайĕнче кăна мар, Европа шайĕнче те пур рекордсене те çĕнетнĕ. Официаллă даннăйсем тăрăх паллă спортсменсемпе, артистсемпе, политиксемпе пĕрле ирхи гимнастика тума 28 пин те 250 çын пухăннă.
Физкультурăпа спорта аталантарассипе, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе тунă çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республики 2013 çул итогĕсемпе "Спорт регионĕ - 2013" номинацире Раççей Федерацийĕн Правительствин наци премине илме тивĕçнĕ. Çак наградăна республикăна спорт общественноçĕ панă. Паллă спортсменсемпе тренерсем пуррипе палăрса тăракан Чăваш Ене вĕсем чи ăшă сăмахсемпе хаклаççĕ.
* * *
Ростислав ТИМОФЕЕВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин кун пек пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕнче шайĕнчи спорт мероприятине пирĕн республикăн тĕп хулинче ирттерме йышăну туни пирĕншĕн кашниншĕн пысăк чыс кăна мар, пысăк ответлăх та. Юлашки çулсенче чăннипех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассин, физкультурăпа массăллă спорта аталантарассин ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна эпир Михаил Васильевич августăн 12-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулнă чухне те курса ĕненме пултартăмăр. Ял çыннисемпе тĕл пулнă чухне те, район активĕпе канашлу ирттернĕ чухне те вăл физкультурăпа тата спортпа, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе çыхăннă ыйтусене пĕрре кăна мар çĕклерĕ. Республика Пуçлăхĕ Сывлăх кунне ирттересси пирки Указа та ыт ахальтен алă пусман. Çакă вăл çынсене спортпа туслашма ытларах майсем туса парассипе çыхăннă. Кашни уйăхрах ирттерекен Сывлăх кунĕнче кирек кам та районти "Сывлăх" ФСК-на, ытти спорт сооруженийĕсене тÿлевсĕрех çÿреме пултарать.
Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене пирĕн республикăра ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Апла пулсан пирĕн республикăна шанаççĕ, ĕненеççĕ. Пирĕн республика чăннипех те спорт республики пулса тăчĕ тесен те йăнăш пулас çук.
Пирĕн районта та спортпа туслашакансен шучĕ ÿссех пырать. Массăллă спорт аталаннипе пĕрлех Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсемпе савăнтаракансем те пур.
2008 çулта Муркаш районĕнче Республика кунне ирттернĕ май район центрĕнче "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексне хута яни массăллă спортпа физкультурăна аталантарассипе питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулса тăчĕ. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 3,6 пин тăваткал метр. Вăл пĕр сехет хушшинче харăсах 150 çынна йышăнма пултарать. Икĕ хутлă комплексра районĕпе пĕртен-пĕр 25 метрлă шывра ишмелли бассейн пур. Бассейнра шывра ишессипе район, республика шайĕнчи ăмăртусем тăтăшах иртеççĕ. Хăйсен шывра ишессин ăсталăхне туптама пулăшас тĕллевпе черетпе шкулсенчен ачасене бассейна автобуссемпе тÿлевсĕр илсе çÿрессине йĕркеленĕ.
Физкультурăпа спорт комплексĕнче тĕрлĕ секцисем ĕçлеççĕ. Кунта çÿрекенсем валли нумай функциллĕ вăйă залĕ, тренаж залĕ, бокс тата кĕрешекенсен, сывлăх çирĕплетĕвĕн тата аэробика, сĕтел çи теннис залĕсем, хоккей коробки те пур. ФСК-ра фитнес, атлетика гимнастики, спорт вăййисем, шывра ишесси енĕпе ятарлă инструкторсем ĕçлеççĕ.
Районĕпе вара физкультурăпа тата спортпа туслисем валли 26 спортзал, 97 спорт площадки, пăшалтан пемелли 1 тир, йĕлтĕр бази, 5 хоккей коробки пур.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекенсем волейбол, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупас, бокс, ирĕклĕ майпа кĕрешес, ишес, дзюдо енĕпе хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Кăçал кунта хоккейла вылякансен уйрăмне уçма палăртатпăр. Спорт шкулĕн уйрăмĕсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11 шкулта йĕркеленĕ. Вĕсене пĕтĕмпе 570 вĕренекен çÿрет.
Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче 353 воспитанник шутланать. Кунта йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетика, маунтинбайк секцийĕсем ĕçлеççĕ. Унăн уйрăмĕсене 9 шкулта уçнă.
Çамрăк техниксен станцине çÿрекенсем картинг, кимĕсен тата самолетсен моделĕсене тăвас енĕпе ăсталăх пухаççĕ.
2013 - 2014 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ спартакиадинче район команди пĕтĕмĕшле 5-мĕш, ял районĕсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Спортăн спортпа техника тĕсĕсем енĕпе А.Г. Николаев космонавт кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ спартакиадăра пĕрремĕш пултăмăр.
Çуллен шкул ачисен тата ĕç çыннисен спартакиадисем çÿллĕ шăйра иртеççĕ. Кашни çулах район тата республика шайĕнчи 60 ытла ăмăрту иртет районта. 2013 çул итогĕсемпе вĕçĕм спортпа çыхăннисен шучĕ районта 11917 çын пулчĕ. Ку вăл пĕтĕм çынсен 34,7 проценчĕ.
Физкультурăпа спорта сарас тĕлĕшпе патриотика клубĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса пыраççĕ. Кун пек клубсем районта 5.
Муркаш районĕ чылай паллă спортсменсене çĕр-шыв, тĕнче шайне тухса çитĕнÿсем тума çул уçса пачĕ. Вĕсем хушшинче В. Егорова - Олимп чемпионки (1992 çул), Олимпиадăн кĕмĕл призерĕ (1996 çул), тĕнче шайĕнчи чылай марафон ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи* Т. Моисеева - çуллахи биатлон енĕпе тĕнче чемпионачĕн çĕнтерÿçи тата призерĕ, биатлон енĕпе тĕнче кубокĕсен призерĕ* В. Соколова - Европа кубокĕсен çĕнтерÿçи, 20 километра хăвăрт утассипе тĕнче рекордсменки* П. Трофимов - хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт маçтăрĕ* А. Яргунькин - хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт маçтăрĕ* В. Акимов - биатлон енĕпе тĕнче класлă спорт маçтăрĕ тата ыттисем.
Районта сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе анлă ĕç туса ирттеретпĕр. Хамăрăн спортсменсем республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнни пирки район хаçатĕнче тата информаци сайчĕсенче çутатсах тăратпăр. "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн", "Çамрăксем - наркотиксене хирĕç", "Пируссăр Чăваш Ен" акцисем ирттерни те çынсене хăйсен сывлăхне сыхлама, спортпа туслăрах пулма хистет.
* * *
Владимир ИВАНОВ,
адвокатсен Чăваш Республикинчи "Республиканская" коллегийĕн Муркаш районĕнчи филиалĕн заведующийĕ:
- Кăçалхи июль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнăччĕ. Хыççăнах вара В. Путин хăй алă пуснă республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак документ кун çути курчĕ. Апла пулсан тĕл пулу тивĕçлĕ шайра иртнĕ, унăн пĕрремĕш итогĕсем палăраççĕ те ĕнтĕ. Пирĕн вара форум участникĕсене кăтартмалли сахал мар тесе шутлатăп.
Çĕр-шыв тата республика ертÿçисем çынсен ăс-тăн тата сывлăх тасалăхĕшĕн епле тăрăшнине лайăх туйса тăратпăр. Эпĕ те хамăн коллегăсемпе пĕрле район центрĕнчи "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексне йĕркеллĕ çÿретĕп. Кунта вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме пур май та туса панă. Эпĕ шутланă тăрăх ытти мероприятисемпе пĕрлех шăпах ĕнтĕ физкультурăпа тата спортпа туслашни Раççейре пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли майсенчен пĕри пулса тăрать. Çакă регионти социаллă климата лайăхлатать, çынсен кулленхи пурнăç шайне çÿллĕрех шая çĕклеме май парать.