16 августа 2014 г.
2015 çулхи майăн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Константин Васильевич поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, живописец тата хальхи чăваш литературине никĕслекенĕ пулса тăрать. Унăн пултарулăхĕ пĕтĕм тĕнче культуришĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Поэт 100 çул тултарнă май ЮНЕСКО-н XXV сессийĕнче 1990 çула Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă. Поэт пултарулăхĕпе интересленесси ăруран ăрăва куçса пырать, вăл паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.
Константин Васильевич Ивановăн культура несĕллĕхĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне шута илсе, ăна ĕмĕрлĕхех асра хăварас тесе тата обществăна литература енне тимлĕх уйăрттарас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çула К.В. Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă.
Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В. Иванов çулталăкне халалласа мероприятисем хатĕрленсе ирттерни Чăваш Енре пурăнакансен, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн культура вăй-хăватне ÿстерме, пирĕн çĕр-шывăн историпе культура несĕллĕхне сыхласа хăварма, регионсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме тата Чăваш Республикин ятне-сумне ÿстерме май парĕ.
Çак шухăша палăртнă Чăваш Енри культурăпа искусствăн паллă ĕçченĕсем.
Валерий ТУРГАЙ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ, Чăваш Республикин тата Тутар Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Асăннă Указăн кирлĕлĕхĕпе пĕлтерĕшĕ каламасăрах паллă. Чăннипех те Константин Васильевич Иванов чăваш халăхĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейăн аслă поэчĕ. Унăн гениллĕ "Нарспи" поэми пĕтĕм тĕнче цивилизацийĕн пурлăхĕ пулса тăрать. Кун пирки питĕ авторитетлă çынсем - А. Твардовский, А. Фадеев, М. Карим пĕрре кăна мар каланă. Шăпах ĕнтĕ К. Ивановăн 100 çулхи юбилейне ЮНЕСКО шайĕнче паллă тунă. Кун пекки халиччен чăваш культурин историйĕнче пулман. Çавăнпа та эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн "Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В. Иванов çулталăкне ирттересси çинчен" Указне пĕтĕм чĕрепе ырлатăп.
Николай КАЗАКОВ, Чăваш Республикинчи композиторсен союзĕн председателĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Эпĕ шутланă тăрăх тĕрĕс тата лайăх йышăну. Паянхи куна илес пулсан чăваш литературине патшалăх пулăшăвĕ кирлех. Ку лайăх палăрать: пирĕн пурнăçа туллин сăнлакан хальхи произведенисем сахал. Республика Пуçлăхĕ çакăн çине тимлĕх уйăрнишĕн питĕ савăнатăп. Асăннă йышăну чăваш халăхĕ валли çĕнĕ талантсем тата çĕнĕ те аслă произведенисем çуратасса шанса тăратăп.
Юрий ВАСИЛЬЕВ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕн ертÿçи, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ:
- Константин Васильевич Иванов пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Вăл чăваш литературин пуçаруçи кăна мар, çавăн пекех пĕтĕм чăваш культурин пуçаруçи те тесе калама пулать. Унăн ипульсĕнчен, пултарулăхĕнчен чăваш нацийĕн пĕтĕм пурнăçĕ пуçланать. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ поэт юбилейĕ тĕлне "Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В. Иванов çулталăкне ирттересси çинчен" Указ кăларни - паян республикăна питех те кирлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пирĕн вара, культура ĕçченĕсен, К. Иванов çулталăкне халалланă мероприятисене питех те тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес пулать.
Порфирий АФАНАСЬЕВ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Константин Васильевич - пирĕн чи хисеплĕ классик поэт, "Нарспи" авторĕ. Эпĕ пирĕн республикăн ертÿçисен йышăнăвĕ питĕ тĕрĕс те кирлĕ тесе шутлатăп. Илемлĕ литературăна, уйрăмах илемлĕ поэзие пуçарса яраканĕсем Иван Яковлевич Яковлев тата унăн вĕренекенĕ Константин Васильевич Иванов чи лайăх та ырă поэзие çул хываканĕсем пулса тăраççĕ.
Валерий ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ, К.В. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн художество ертÿçи:
- Сăмах маçтăрĕн чапĕ пирки калаçас пулсан, вăл чăвашсен чи çÿллĕ шайри поэзине пуçарса яраканĕ пулса тăрать. "Нарспие" Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пĕр хут кăна мар кăтартнă. Халĕ вара ăна Чăвашсен оперăпа балет театрĕн тата Чăваш патшалăх филармонийĕн сценисем çинче кăтартаççĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ унăн ятне тивĕçлипех тытса тăрать. Эпир гастрольсене тăтăшах тухса çÿретпĕр, ялсенчи çуллахи гастроль вăхăтĕнче поэтăн тăван çĕр-шывĕнче пулатпăр, актерсем яланах унăн музейĕнче пулса кураççĕ. Урăх нимĕнле произведенипе те танлаштарма май çук "Нарспи" поэма пĕр енчен питех те ансат, тепĕр енчен илсен вара тарăн шухăшлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăткăс çырма пулать, анчах та ансат, çав вăхăтрах урăх ун пек никам та çырма пултараймасла çырасси - ку вăл питех те пысăк талант.