16 августа 2014 г.
Кăçалхи çур çулта çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе çыхăннă административлă йĕркене пăснăшăн пуçарнă постановленисене тишкерсен вĕсенчен 20 процентне пурнăçламанни курăнать. Асăннă тапхăрта йĕркене пăснăшăн республикăри çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем водительсемпе çуран çÿрекенсене пурĕ 215448574 тенкĕлĕх штрафланă, çак суммăран 86 процентне шыраса илнĕ. Муркаш районĕнчи инспекторсем йĕркене пăснă граждансене 2215000 тенкĕлĕх штрафланă, 74 процентне шыраса илнĕ. Çак кăтарту республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех, çавăнпа та ĕçтешсен опытне тишкертĕмĕр, штрафсене шыраса илессинче ятарласа йĕркеленĕ мероприятисен витĕмĕ курăмлă пулнине шута илтĕмĕр. Июлĕн 30-мĕшĕнче акă «Должник» рейд ирттертĕмĕр. Рейд вăхăтĕнче парăмçăсенчен 60 пин тенкĕне яхăн шыраса илтĕмĕр.
Штраф тÿлессине саккунпа çирĕплетнĕ. Кирек мĕнле штрафа та вăхăтра тÿлеменшĕн пăхса хунă административлă яваплăх кăçалтанпа çирĕпрех пулса тăчĕ. РФ административлă правăсен нормисене пăснин кодексĕн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн штрафа çак кодекспах палăртнă срокра (60 кун) тÿлеменшăн гражданина икĕ хут пысăкрах штраф тÿлеттерме, анчах та 1000 тенкĕрен сахал мар, е 15 талăк таран административлă арест çирĕплетсе пама, е 50 сехет таран обязательнăй ĕçе явăçтарма право пур.
Административлă штраф панине çирĕплетекен постановление пурнăçласси вара асăннă кодексри 32.2 статьяпа çыхăннă. Унта шăпах штрафа постановлени вăя кĕнĕ хыççăн 60 кун хушшинче тÿлемеллине тата саккунлă майпа çак вăхăта тăсма ирĕк пуррине палăртнă. Статьяра çул çитмен çамрăкăн хăйĕн тупăшĕ çук пулсан административлă штрафа ашшĕ-амăшĕнчен е саккунлă представителĕсенчен шыраса илмеллине те çирĕплетнĕ. Саккунпа палăртнă 60 кун иртнĕ хыççăн штраф тÿленине çирĕплетекен документ е çакăн çинчен калакан информаци патшалăх тата муниципалитет тÿлевĕсен патшалăх информаци системинче çук пулсан судья е постановлени кăларнă должноçри çын парăмçăна штраф тÿлеменрен тепĕр штраф тÿлеттермелли çинчен вунă талăк хушшинче постановлени кăларма тата çак постановление суд приставĕсем патне çитерме тивĕç. Суд приставĕсем çак постановление федерацин саккунсен пуххипе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
Çапла вара административлă штрафа вăхăтра тÿленине нимĕн те çитмест.
С. Иванов,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.