16 августа 2014 г.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче пирĕн ачасем самай тĕрекленчĕç. Çак улшăну кĕлеткерен кăна мар, вĕсен калаçăвĕнчен те сисĕнет. Май уйăхĕнче калайман сасăсене те августра йĕркеллех калама пуçларĕç. Ырă улшăну питĕ кăмăллă. Анчах та ача çут тĕнчене килнĕ чухне суранланни е йывăр чир чăтса ирттерни калаçу тасалăхĕ çине япăх витĕм кÿрет. Ача ытларах аталанса пынă май калаçу аппарачĕ çирĕпленет, информаци йышăнассипе ăнланасси лайăхланать, хăлха сасăсене тĕрĕсрех уйăрма пуçлать.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă май ача çине пысăк тиев лекет. Çавăнпа та ачашăн шкулти ĕç-хĕл кĕтменлĕх тата çĕнĕлĕх ан пултăр тесен ун пирки ашшĕ-амăшĕн ачана халех ăнлантармалла. Хăвăр шкулта вĕреннине, тус-юлташ тупнине, шкула çÿрени пысăк телей пулнине аса илсе каласа кăтартăр, çапах та йывăрлăх пирки калама та ан манăр. Шкула кайма хатĕрленекен ача шкул çинчен тĕрĕссине пĕлтĕр.
Кашни ача вара хăйне майлă. Уйрăмах малтанхи уйăхсенчи йывăрлăха, кĕтменлĕхе пула психика тĕлĕшĕнчен хавшакрах ача тытăнчăклăн калаçма пуçлать. Çакă вара ача калаçăвĕ çине питĕ япăх витĕм кÿрет.
Ачана шкула яма хатĕрлекен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ калаçăва тĕрĕс йĕркелес тĕлĕшпе пулăшу ыйтать. Эпĕ вара чи малтан ача валли çемьере лăпкă лару-тăру туса пама ыйтатăп. Çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Енчен ача чĕрне кăшланине е хăйне лăпкă мар тытнине асăрхатăр, энурез нушалантарнине туятăр пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр невропатологпа канашлăр. Асăннă çитменлĕхсемпе калаçу хушшинче нимĕнле çыхăну та çук пек, анчах та кунта йăлтах пĕрле çыхăннă.
Шкула кайиччен ача калаçăвне тепĕр хут тĕплĕн тишкерĕр. Ăна хăвăр ума лартăр та кăткăс мар икĕ-виçĕ ыйту парăр. Енчен те вăл хăш-пĕр сасăна ăнланмалла мар каланине туятăр пулсан ăна çав сăмаха темиçе хутчен тĕрĕс те васкамасăр калама ыйтăр. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам, амăшĕ ача "р" сасăна тĕрĕс калайманран пăшăрханать. Ачапа тĕплĕнрех калаçнă май вăл çак сасăпа ытлах «ĕçлеменни» палăрчĕ. Пĕрлехи темиçе ĕç хыççăнах ача тĕрĕс калаçма пуçларĕ.
Тепĕр амăшĕн те çавăн пек йывăрлăх пулнă. Ачана сăмаха татăклăн та тĕплĕн темиçе хут калама ыйтни "р" сасăна кирлĕ пек кăларма пулăшрĕ. Ача калаçăвне кирлĕ пек йĕркелессипе тăтăшах ĕçлĕр. Сăмаха вăраххăн калать пулсан сасăна вăйлатма ыйтăр, сăмах ăнланмалла мар тухать пулсан васкамасăр та уçăмлăн калама сĕнĕр. Ачапа тачăрах ĕçлени унăн калаçăвне кирлĕ шайра йĕркелеме пулăшать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, умра вĕренÿ çулĕ пулнине асра тытăр, ача валли ытларах тимлĕх уйăрăр.
Елена Михайлова, логопед.
Сăн ÿкерчĕкре: "Эпир шкула кайма хатĕр", - теççĕ Отарккăри "Малыш" ача садĕнчи "Солнышко" ушкăнри ачасем.