Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен - пысăк савăнăç

13 сентября 2014 г.

"Паян сирĕн - чи кĕтнĕ кунсенчен пĕри, пирĕншĕн те çак кун кăмăллă, мĕншĕн тесен патшалăх влаç органĕсем сире пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшма пултарнине паян пурте тепĕр хут курса ĕненме пултаратпăр", - çапла палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан субсидие тивĕçнĕ черетлĕ 19 çемьене саламланă май.

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе паян тĕрлĕ программа ĕçлет. Акă "Жилище" федераци тĕллевлĕ программăн "Обеспечение жильем молодых семей" подпрограммине хутшăнса ку çулталăкра районти 38 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалла.

Патшалăх шайĕнчи тепĕр программа - "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014- 2017 годы и на период до 2020 года". Ку программăпа килĕшÿллĕн çулла районти 17 çемье хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ. Районти 15 тăлăх ача хваттере  тивĕçрĕ.

Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсемпе вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсем те пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ. Кăçал пурĕ ултă ветеранпа вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕ çак пулăшупа усă курнă.

Ростислав Николаевич пĕлтернĕ тăрăх район администрацийĕ умĕнче тăракан задачăсенчен тепри вăл - нумай (çул çитмен 5 тата ытларах) ачаллă çемьесене хваттерпе тивĕçтересси.

Пирĕн районта авариллĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсене куçарассипе те тимлеççĕ. Программăпа пăхса хунă тăрăх пурĕ 65 çемьене çапла майпа çĕнĕ хваттерпе тивĕçтермелле.

Патшалăх пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртса кăçал районти 157 çемье - "пĕр ял майлах" хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмаллине пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев. Çакна валли тĕрлĕ бюджетран 120 ытла миллион тенкĕ тăкаклаççĕ. Çак пысăк пулăшу патшалăх влаç органĕсем çынсен тăнăçлăхне мала хунине палăртать.

Çак эрнере алла свидетельство илнисен укçа-тенкĕпе çулталăк вĕçлениччен усă курмалла. Пĕрисем ăна хваттер туянма хываççĕ, теприсем - уйрăм пÿрт туса пĕтерме.

Муркашри Никифоровсем  çак свидетельствăна тивĕçнипе питĕ кăмăллă. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете 2008 çулта тăнă вĕсем. Паян вара Александрпа Марина виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Çемье пуçĕ "Сеспель" предприятире вăй хурать, Марина - райпора. Амăшĕн аллинче çывăракан Андрей хальлĕхе нимĕн те ăнланмарĕ паллах, анчах Катьăпа Илья ашшĕ-амăшĕн хавас кăмăлне туйса çемьере пысăк савăнăç пулнине ăнкарса илчĕç: илемлĕ те хăтлă пÿртре камăн пурăнас килмĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика