Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Слива лартма вăхăт

13 сентября 2014 г.

 

Таврара тулăх кĕркунне хуçаланать. Паян кашниех çу каçа хăй вăй хурса ÿстернĕ çимĕçсене пуçтарать: иртнĕ кунсенче кам мĕнле вăй хунă - унăн пÿлми те çавнашкал. Кĕр пуянлăхĕпе киленекен пахчаçă çитес çулхи тухăç пирки те паянах пуç ватать, пулассине çиччĕ виçсе хаклать-планлать.

Вăхăт нумаях та иртмĕ, малашлăхпа пурăнакан пахчаçă сад-пахчара улма-çырла йывăççисен çамрăк хунавĕсемпе тĕммисене лартса хăварас ĕçе кÿлĕнĕ. Çак вăхăтра слива хунавĕсем  лартас кăмăллисем те пирĕн хушăмăрта сахал мар. Çавна май манăн паян хаçат вулакансене слива лартса ÿстересси, çак ĕçри вăрттăнлăхсене асра тытасси çинчен каласа пама кăмăл пур.

Слива - ăшăпа çутта, нÿрĕке тата пахчаçă тăрăшулăхне кăмăллакан ÿсен-тăран. Вăл çимĕç паракан пахчари ытти йывăçсенчен чылай маларах чечеке ларать. Çавăнпа та çурхи сивĕ ăна сиен кÿме пултарасран асăрханса ăна лапамлă вырăна лартмалла мар. Ăна ÿстермелли меллĕ вырăнсем: хÿме тăрăхĕсем, хĕвел çути лайăх ÿкекен тата сивĕ çилтен хÿтĕ ытти вырăнсем. Ир-каç çутăран картланни уншăн нимĕн чухлĕ те сиенлĕ мар.

Слива лартса ÿстерме палăртнă вырăнта тăпра кăпăшка тата çителĕклĕ нÿрĕклĕ пулмалла. Çакна шута илсе ăна ытти йывăçсенчен чылай катарах лартма тăрăшмалла. Ăна çуркунне е кĕркунне ытти йывăçсем пекех "канлĕхе путнă" вăхăтра лартмалла. Кĕр кунĕсенче слива хунавĕсене лартассине сивĕ çанталăк çывхариччен пĕр уйăх маларах пурнăçламалла.

Асăннă çырла йывăçне пирĕн тăрăхра авăн уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа юпа уйăхĕнче лартмалла. Çак ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур. Сад-пахчара слива лартиччен ăна валли вырăн хатĕрлемелле. Çак тĕллевпе 7 - 10 кун маларах хÿтĕрех вырăнта шăтăк чавса хумалла. Унăн сарлакăшĕ - 70 сантиметр, тарăнăшĕ 60 сантиметр пулмалла. Паллах ытти ÿсен-тăран евĕрех сливăна та тĕрĕс-тĕкел аталанса ÿсме паха та пулăх тăпра кирлĕ. Çавна шута илсе чавса кăларнă тăпрана лайăх çĕрнĕ тислĕкпе (2:1 шайлашупа) хутăштаратпăр та унпа тымара хуплама усă куратпăр.

Шăтăк варрине йывăç шалча çапса вырнаçтаратпăр та ун çумне слива тĕммине çыхса çирĕплететпĕр. Слива тĕммине шалчан çурçĕр енне лартмалла, тымар мăйĕ çĕр сийĕнчен 5 - 7 сантиметр çÿлерех пулмалла. Сăлтавĕ мĕнре-ха; Ыт ахальтен мар çакă. Слива тĕммине тарăна лартни питех те сиенлĕ: тымар çĕрĕшет, йывăç начар аталанса ÿснине пула пурăна-киле вăл кил хуçине тухăçпа савăнтармасть.

Çĕртен çÿлерех юлнă тымарсене те алăпа лайăх пусăрăнтарса тăпра хутăшĕпе витетпĕр. Лартнă йывăç тĕммин тымарĕсем тăпра сийĕнчен çÿлерех пулнишĕн пачах та шикленмелле мар. Вăхăт иртнĕ май тĕмĕпе пĕрле тăпра та аялалла пусăрăнать. Çавна май тымара алăпа хупланă тăпра та çĕр сийĕпе танлашать.

Сливăна лартса пĕтернĕ хыççăн лайăç çеç шăвармалла. Вулă таврашĕнчи тăпрана торфпа е лайăх çĕрнĕ тислĕкпе витсе хумалла.

Çÿллĕ ÿснĕ слива тĕммисене юр пуснипе хуçăлса анасран  шпагатпа шалча çумне çыхни вырăнлă. Çамрăк йывăç вуллипе шалча хушши 15 сантиметртан ытла пулмалла мар.

Яланхи вырăна лартма 1 - 2 çулхи слива хунавĕсем аван. Мĕншĕн тесен вĕсем тĕрĕс-тĕкел вăй илсе ÿсеççĕ. Ватăрах тĕмсемпе танлаштарсан вĕсем  çимĕçпе иртерех савăнтарма пуçлани те пĕлтерĕшлĕ. Хунавсем суйласа илнĕ чух ÿсен-тăран сывă, тымарĕ йышлă пулнине пăхмалла.

Хушса калани. Слива лартнă чух тăпрана урăх нимĕнле хутăш та, минераллă удобрени те хывас çук. Вĕсем тымарсене çунтарса ярас хăрушлăх пур.

А. ШАРИКОВ,

пахчаçă-агроном.

Тереç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика