13 сентября 2014 г.
Чăваш Енре ирттерме палăртнă Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утассин кунĕпе тата спортсменсен парачĕпе уçăлать. Çак куна тĕнчере вунă çула яхăн ирттереççĕ.
Регнум информаци агентстви палăртнă тăрăх çакăн пирки форума ирттерессипе тимлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Ен спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх 10 пин ытла çын Шупашкарти залив хĕрринче старта тухĕ. Çапла майпа хăвăрт утассин кунĕ те нацисен кросĕ евĕр иртмелле. Тупăшу пулмĕ, мĕншĕн тесен сывлăха çирĕплетесси пĕлтерĕшлĕрех.
Массăллă старт вĕçленсен спортсменсен уяв парачĕ пуçланмалла. Унта Раççей тата тĕнче чемпионĕсем хутшăнаççĕ. Спорт федерацийĕсем утса иртесси те кăсăклă пулĕ. Футбол федерацийĕ, сăмахран, пĕр метр çурăллă мечĕкпе тухма палăртнă. Форум программинче мастер-классем те пулмалла. Çакна валли республикăри 150 спортсмена явăçтарĕç.
Форумра 2016-2020 çулсенче физкультурăпа спортри пурлăхпа техника базине аталантарассине, Раççейри официаллă спорт тата физкультура ăмăртăвĕсен шайне ÿстерессине тата ытти ыйтăва та сÿтсе явĕç.
Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утассин кунĕ çĕр-шывра пĕрремĕш хут Чăваш Енре иртни тĕрĕс те. Пирĕн республикăра хăвăрт утасси лайăх аталаннине иккĕленмесĕрех калама пулать, спортсменсен çитĕнĕвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Муркаш районĕ те ку енĕпе тĕнче шайне тухнă спортсменĕсемпе мăнаçланма пултарать.
Акă Вера Соколова спортсменка кăçал "Раççей тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Анаткас Апаш ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр спортри пĕрремĕш утăмĕсене Чуманкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чух тунă. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Аверкий Васильев пуçарăвĕпе вăл хăвăрт утассин ăсталăхне ÿстерме пуçланă. Халĕ вара Верăн çитĕнĕвĕсен шутĕнче тĕнче тата Европа кубокĕсенчи çĕнтерÿсем те пур. Юниорсен ăмăртăвĕнче вăл тĕнче рекордсменки те пулнă.
Верăн кăçалхи çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. 20 çухрăм хăвăрт утассипе Сочире март уйăхĕнче иртнĕ Раççей чемпионатĕнче вăл 2-мĕш вырăн, Шупашкарта июньте иртнĕ чемпионатра 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Май уйăхĕнче Китайра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче те, августра Швейцарири Цюрихра иртнĕ Европа чемпионатĕнче те пирĕн ентеш 4-мĕш вырăнсене тивĕçрĕ.
Исетерккĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Трофимовăн çитĕнĕвĕсемпе те мăнаçланма пултаратпăр. Каласа хăвармалла, унăн та спортри çитĕнĕвĕсем Чуманкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне пуçланнă. Иртнĕ эрнере Шупашкарта хăвăрт утассипе Раççей кубокĕ иртрĕ. 20 çухрăмлă дистанцире Петр çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Паллах, çак çитĕнÿпе хастар ентеше эпир те саламлатпăр.
Петр Трофимовăн малтанхи çулсенчи ÿсĕмĕсем те курăмлă, кăçалхи лару-тăру та япăх мар. Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ ăмăртура, Сочире иртнĕ Раççей чемпионатĕнче, августра Вороново хулинче хăвăрт утассипе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура тĕрлĕ дистанцисенче (5-20 çухрăм) 3-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕ. Шупашкарта июньте иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Пирĕн тепĕр паллă ентеш - Юнкăра çуралса ÿснĕ Александр Яргунькин та кăçал Чăваш Ене хăйĕн çĕнтерĕвĕпе пĕрре мар савăнтарчĕ. Шупашкарта июньте иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 50 çухрăмлă дистанцие 3:42:25 вăхăтпа вĕçлесе мала тухрĕ. Маларах Подольскра иртнĕ хăвăрт утассин фестивалĕнче 10 çухрăмра иккĕмĕш пулчĕ. Августра Вороново хулинче иртнĕ хăвăрт утассипе тĕнче шайĕнчи ăмăртура 4-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура та 2-мĕш вырăна тухрĕ.
Н. Николаева
хатĕрленĕ.