Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлештернĕ вăйсемпе - уй-хире

13 сентября 2014 г.

 

Районта тĕллĕн-тĕллĕн вырма та вĕçленмен-ха. Малашлăха пăхакан ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вара паян уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса ĕç вăйĕн ытларах пайне "иккĕмĕш çăкăр" кăларас ĕçе явăçтараççĕ.

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесси пĕрлехи тĕллев пулса тăнине шута илсе эпир "Ударник" хуçалăхăн Вăрманкасси уйрăмĕнчи çĕр улми пуссине çитрĕмĕр. Эпир пынă чух хирте тракторсен кĕрлевĕпе ăмăртуллăн ачасен савăнăçлă ĕç шавĕ тăратчĕ. Çатракассинчи вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем уяр кунпа туллин усă курса ăмăртмалла çĕр улми пуçтараççĕ. Калаçу та савăнăçлă вĕсен:

- Вăрман çине пăхса ан тăр, карçынкка пар!

- Витрине кунтарах куçар-ха!

- Уру патĕнчи витри кама валли тата!

- Каçар, ăмăртса ĕçленипе эсĕ çумрине асăрхайман! 

Паян пĕри - унта, тепри кунта çÿресен икĕ-виçĕ кунлăха юлнă ĕç те вăраха тăсăлса кайма пултарать. Çавăнпа та кĕрхи ĕçсенче пурин те пĕрле пулма тăрăшмалла. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç Çатракассинчи вăтам шкулăн хире ачасемпе пĕрле тухнă вĕрентекенĕсем.

"Ударник" хуçалăх кăçал 120 гектар çинче çĕр улми лартса ÿстернĕ. Ку вăл районти пысăк лаптăксенчен пĕри пулать. Паян кунта ăна кăларса кĕртессипе ĕçсем анлăн пыраççĕ. Йывăр вăхăтра хуçалăха Йÿçкассинчи, Чуманкассинчи тата Çатракассинчи вăтам шкул коллективĕсем пулăшма кÿлĕннĕ.

Вăрманкассинчи 70 гектар йышăнакан "иккĕмĕш çăкăр" пуссинче çак кун механизациленĕ бригада тата Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) ĕçлетчĕç. "Юлашки кунсенче куллен 40 ытла вĕренекенпе 7 вĕрентекен хутшăнатпăр пулăшу ĕçне. Хуçалăх туса панă ĕç условийĕсем килĕшеççĕ пире.  Кашни самантпа тухăçлă усă курма мел пулни ĕçлеме хавхалантарать", - терĕ шкул директорĕн çумĕ Любовь Никитина.

- Ачасем тăрăшнине кура пирĕн те алă усса ларас килмест. Эпир ирхи 7 сехетрен пуçласа 22 сехетчен - хирте. Çуркунне çĕрне хамăр хатĕрленĕ, çĕр улмине лартнă, çулла пăхса тăнă хыççăн ăнса пулнă "иккĕмĕш çăкăра" вăхăтра пухса кĕртессине те хамăрăн тивĕç тесе шутлатпăр, - терĕç кану вăхăтĕнче çĕр улми кăларакан комбайнпа ĕçлекен  Владимир Алексеевич Степанов Алексей ывăлĕпе (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла).

Кирек епле ĕçĕн те хăйĕн мелĕпе йĕрки пур. Ăна пурнăçлаймарăн - аталану лавне алăран вĕçертрĕн. Çакна чунпа ăнланаççĕ, куçпа курса ĕçлеççĕ паян "Ударник" хуçалăхра.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика