02 февраля 2013 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи декабрь уйăхĕнче судьясен Пĕтĕм Раççейри саккăрмĕш съездĕнче çапла палăртрĕ: «Суд вăл, паллă ĕнтĕ, патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ инструменчĕ. Унта миллионшар çыннăн шăпине татса параççĕ. Судьясен профессиллĕ тата нравственноç тĕлĕшĕнчи тивĕçĕ – объективлă тата тÿрĕ чунлă пуласси, право нормисемпе вĕсемпе усă курассин практикине тарăн пĕлесси, «типĕ» право нормисем хыçĕнче яланах конкретлă çынна курасси».
Чăваш Республикин Муркаш район сучĕн 2012 çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май пăхса тухнă гражданла ĕçсен шучĕ ÿснине тата уголовлă ĕçсемпе административлă ĕçсен хисепĕ кăштах чакнине палăртмалла. Иртнĕ çул район территорийĕнче суд ĕçне-хĕлне район сучĕн 4 судйи тата миравай 2 судья туса пынă.
2012 çулта Муркаш район сучĕ уголовлă 104 ĕç пăхса тухрĕ, суд йышăнăвĕпе 114 çынна айăпланă. Çулталăк маларах уголовлă 122 ĕç пăхса тухса 145 çынна явап тыттарнăччĕ. Çул çитменнисене 2011 çулта 18 çамрăка, 2012 çулта 3 çамрăка айăпланă. Пăхса тухнă уголовлă ĕçсенчен ытларахăшĕ ют çын пурлăхне вăрланипе (34 ĕç) тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе, транспортпа усă курассипе (14 ĕç) çыхăннисем.
Практика çавна кăтартса парать. Ытларах чухне ниçта та ĕçлемен тата вĕренмен çынсем (вĕçĕм илмелли тупăш çăл куçĕ çуккисем) преступлени тăвас çул çине тăраççĕ. Нумайăшĕ преступленисене ÿсĕр пуçпа, ушкăнпа, кунпа пĕрлех унччен судпа айăпланнисем тăваççĕ. Акă 2012 çулта преступлени тунăшăн айăпланисенчен 53-шĕ ниçта та ĕçлемен тата вĕренмен, 3-шĕ преступление ÿсĕрле тунă, 24-шĕн татăлса пĕтмен суд айăплавĕ пулнă, 16-шĕ преступление ушкăнпа тунă.
Мĕн пур ĕçрен 85-шне уйрăм йĕркепе пăхса тухнă, уголовлă 27 ĕç тĕлĕшпе малтан слушанисем ирттернĕ.
Пăхса тухнă уголовлă ĕçсене вĕсен йывăрăшне кура уйăрас пулсан, пысăк мар йывăрăшлă преступленисем 21, вăтам йывăрăшлисем 46, йывăр преступленисем 35, уйрăмах йывăррисем 2 пулнă.
Çулталăк хушшинче 114 çынна айăпланă терĕмĕр. Вăл шутран 44 çынна (вĕсенчен пĕри – çул çитмен çамрăк) ирĕкрен хăтарма тиврĕ, 6 çыннăн ирĕклĕхне чикĕленĕ, 4 çынна ĕçлесе юсанмалла тунă, 18 çынна обязательнăй ĕçсене явăçтарма йышăннă, 24 çынна (вăл шутран çул çитменнисем 4) штрафланă, 24 çынна (вăл шутран çул çитменнисем 2) условлă майпа ирĕкрен хăтарнă. Айăплав мелĕ ирĕкрен хăтарассипе çыхăннин сăлтавĕ йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем тунинче. Кун пек чухне айăпланакана ирĕкрен кăна хăтарма палăртнă. Çавăн пекех тĕрĕслев вăхăтĕнче преступлени тунăшăн, айăпланакан ĕçĕнче рецидив паллисем пулсан та айăплав ирĕкрен хăтарассипе çыхăннă.
Уголовлă пур ĕçсене те судьясем хăйсем пĕччен кăна пăхса тухнă.
Уголовлă 2 ĕç тĕлĕшпе производствăна вĕçленĕ, вăл шутран пĕри иск вăхăчĕн срокĕ тухнипе тата тепри айăпланаканăн ĕçĕсен квалификацине улăштарнă май. Хальхи вăхăтра производствăра вăхăтлăх чарса лартнă уголовлă 2 ĕç шутланать. Çакă айăпланакансем шыравра пулнипе çыхăннă.
Уголовлă ĕçсене пăхса тухнă чухне çавăн пекех ку ĕçсемпе çыхăннă гражданла явап тытакансем тĕлĕшпе тăратнă гражданла исксене те пăхса тухаççĕ. Çулталăк итогĕсем тăрăх район сучĕн судйисем гражданла 25 иск пăхса тухнă, 16 иска туллин тивĕçтернĕ, 6-шне кăштах тивĕçтернĕ тата 3 иска пăхса тухмасăрах хăварнă.
Уголовлă ĕçсен приговорĕсем тĕлĕшпе кассаци çăхавĕсем е представленисем пулнă пулсан, вĕсене кассациллĕ майпа пăхса тухма палăртнă вăхăтра ярса панă. Хăйсем килĕшменни пирки пĕлтерме енсене кассаци çăхавĕсемпе представленисен копийĕсене ярса панă, вĕсене суд ларăвĕ пуличчен икĕ эрнерен кая юлмасăр çăхава е представление хăш вăхăтра тата ăçта пăхса тухасси пирки хыпарланă.
2012 çулта Муркаш район сучĕ çынсене арестлесси пирки следстви органĕсем ыйтса çырнине 30, арест вăхăтне тăсасси пирки 22, условлă майпа вăхăт çитмесĕрех ирĕкрен хăтармаллин йышăнăвне ирĕкрен хăтарассипе улăштарасси пирки 5, условлă майпа вăхăт çитмесĕрех ирĕкрен хăтармаллин йышăнăвне тĕрĕслев вăхăчĕ тухмасăрах пăрахăçласси тата судпа айăпланнине пăрахăçласси пирки 19, хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламаншăн тата çĕнĕ преступлени тунăшăн условлă майпа вăхăт çитмесĕрех ирĕкрен хăтармаллин йышăнăвне улăштарасси пирки 10, килти арест пирки 2, айăплă тесе шухăшлакан е арестлемен айăплă çынна медицина е психиатри диспансерне вырнаçтарасси пирки 3, вĕрентÿпе воспитани памалли хупă формăллă ятарлă учреждение ярасси пирки 1, обязательнăй ĕçсене ирĕкрен хăтарассипе улăштарасси пирки 4, ĕçлесе юсанассине ирĕкрен хăтарассипе улăштарасси пирки 4 ĕç пăхса тухнă.
Пăхса тухнă гражданла ĕçсене илес пулсан вĕсен шучĕ ÿсрĕ. 2011 çулта кун пек ĕçсене 648, иртнĕ çул 667 пăхса тухнă. Иск производствипе çыхăннă ĕçĕсем пĕтĕмпе 376, уйрăм производство ĕçĕсем 120, право хутшăнăвĕсен гражданла уçă ĕçĕсем 32 пулнă. Гражданла ĕçсене пăхса тухса 475 искпа заявление тата çăхава тивĕçтерме йышăннă, 53 ĕç тĕлĕшпе ыйтнине тивĕçтермен. Пĕтĕм шутран гражданла 39 ĕç пирки заочнă майпа йышăну кăларнă. Гражданла 99 ĕç производствине чарса лартнă, вăл шутран 83-шне – иск паракан хăйĕн заявленине каялла илнипе.
Гражданла пур ĕçсене те РФ Гражданла процессуаллă кодекспа палăртнă тапхăрта пăхса тухнă. Йышăннă иск заявленийĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пăхса тухасси кашни ĕç тĕлĕшпе пахалăхлă хатĕрленни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та судьясем хатĕрленÿ ĕçĕсем валли ытларах вăхăт тата пысăкрах тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Гражданла ĕçсемсĕр пуçне судьясем гражданла суд производствин йĕркипе йышăнусене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă 123 материал пăхса тухнă.
Пăхса тухнă административлă ĕçсен хисепĕ чакрĕ: 2011 çулта вĕсем 39, 2012 çулта 25 пулчĕç. Административлă майпа право йĕркисене пăсни пирки ĕçсем пăхса тухса 22 çынна явап тыттарнă. Вăл шутран 3 – юридици вăйĕнчи çынсене, 2 – предприниматель ĕçне-хĕлне туса пыракан уйрăм çынсене, 16 – уйрăм çынсене, 1 – должноçри çынна. Административлă штраф парса 8 çынран пĕтĕмпе 129 пин тенкĕ шыраса илмелле тунă, 11 çынна ятарлă правăран хăтарнă, 2 çыннăн ĕçне-хĕлне чарса лартнă, хушма айăплав шучĕпе 1 çыннăн пурлăхне конфискациленĕ.
2012 çулта çавăн пекех административлă майпа правăна пăснин саккунлă вăя кĕмен йышăнăвĕсем тĕлĕшпе çăхав тата протест материалĕсене 50 пăхса тухнă. Вĕсене пăхса тухса ĕçсем пирки производствăна пĕтернипе 3 ĕçе, çĕнĕрен пăхса тухма ярса панипе 10 ĕçе пăрахăçланă, 3 йышăнăва улăштарнă.
Çÿлте асăннă ĕçсемсĕр пуçне район сучĕ представленисен, ыйтса çырнисен тата çăхав материалĕсене те пăхса тухнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 2011 çулта 286, 2012 çулта 165 пулчĕ.
Миравай судьясен йышăнăвĕсемпе тата приговорĕсемпе килĕшменнисем çăхав материалĕсене аппеляци йĕркипе район судне тăратаççĕ. Кун пеккисене иртнĕ çул гражданла 10 ĕç тата уголовлă 16 ĕç пăхса тухрăмăр. Уголовлă ĕçсене пăхса тухса 6 приговора, гражданла ĕçсемпе çыхăннă 1 йышăнăва пăрахăçланă.
Хальхи вăхăтра Муркаш район сучĕ суд ларăвĕн участникĕсене пĕлтермелли çĕнĕ мелпе анлă усă курать. Ку вăл СМС-хыпарсем. Кĕсье телефонĕн СМС-хыпар ярса памалли номерĕсене процесс участникĕсенчен иск заявленийĕ, аппеляци çăхавĕ панă чухне е суд ларăвне пĕрремĕш хут пырсан (явап тытакансенчен) илсе юлатпăр. Çапла майпа пĕлтерни законодательствăна хирĕçлемест тата унăн эффективлăхĕ те пысăк.
Кирек кам та Муркаш район сучĕн официаллă сайтне кĕме пултарать. Республика Суд департаменчĕн управленийĕ район тата хула сучĕсен интернет-сайчĕсем кирлĕ информаципе тулли пуласси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
2012 çулхи сентябрĕн 3 – 12-мĕшĕсенче Управлени «Чăваш Республикин район (хула) сучĕсен чи лайăх интернет-сайчĕ» конкурс йĕркелерĕ. Конкурс комиссийĕ сайтсене пур енлĕн хакларĕ. Асăннă конкурсра Муркаш район сучĕ 5-мĕш вырăн йышăнчĕ.
2012 çулта Муркаш район сучĕн официаллă сайчĕн «Пресс-служба» пайĕнче суд ĕçĕпе çыхăннă 210 хыпар вырнаçтарнă. Унта çавăн пекех федераллă саккун требованийĕсемпе килĕшÿллĕн суд акчĕсен тексчĕсем те вырăн тупаççĕ. Çĕнĕлĕхсенчен çавна палăртмалла. Граждансем халĕ хăйсен ыйтăвĕсене суд сайтĕнче вырнаçтарма пултараççĕ. Кунта, паллă ĕнтĕ, аппеляципе кассаци çăхавĕсем кĕмеççĕ, процессуаллă законодательствăпа килĕшÿллĕн вĕсене суда çырса памалла.
Район судĕнче çынсене йышăнмалли пÿлĕмре «Коррупци факчĕсемпе паллисем пирки пĕлтерме» ещĕк вырнаçтарнă. Граждансем кунта район сучĕн гражданла служащийĕсен коррупципе çыхăннă факчĕсем пирки çырусем хăварма пултараççĕ.
Район судĕнче çынсене йышăнассине йĕркеленĕ. Çакă вăл граждансене суд тĕрĕслĕхĕпе тивĕçтерме, черетсене, ĕçсене пăхса тухиччен çынсем судьясемпе хутшăнассине чакарма кирлĕ. Граждансене судьясен пулăшаканĕсем йышăнаççĕ, суда килнĕ корреспонденцисемпе иск заявленийĕсене ĕç кунĕ хушшинче суд председателĕ ответлисене валеçсе парать. Граждансене йышăнмалли пÿлĕмре кирлĕ информаци стенчĕсем, иск заявленийĕсен тĕсĕсем пĕтĕмпех пур.
«Раççей Федерацийĕнчи суд ĕçĕ-хĕлĕ пирки информаци илме майсем туса парасси çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн район сучĕн пĕрремĕш хутĕнче информаци киоскĕ вырнаçтарнă. Ку вăл – сенсорлă мониторлă ятарлă устройство. Унпа судăн электронлă базине тухма, суд ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă кирлĕ пур информацие те илме пулать.
Муркаш район сучĕ «Суд тĕрĕслĕхĕ» («Правосудие») патшалăх автоматизаци системин майĕсемпе анлăн усă курать. Çакă суд ĕçне пахалăхлă çĕнĕ шая çĕклеме, çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курма май парать. Çак вăхăта район судĕнче асăннă системăн 24 подсистеминчен 8-шĕпе усă курассине йĕркеленĕ. Халĕ ытти подсистемăсене вырнаçтарса пурнăçа кĕртес ĕçсем пыраççĕ.
Çавăн пекех 2012 çулта ЧР Суд департаменчĕн управленийĕн тĕрĕслевпе ревизи ушкăнĕ Муркаш район сучĕн финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн докуменчĕсен ревизине ирттерчĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман.
1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи 2012 çулта уголовлă 96 ĕç, гражданла ĕçсем 865, административлă майпа правăна пăснин ĕçĕсене 534, ытти материалсене 153 пăхса тухнă. Уголовлă 96 ĕçрен пурте пысăках мар йывăрăшлă преступленисем пирки. Пăхса тухнă ĕçсем тĕлĕшпе 78 приговор йышăннă, уголовлă 18 ĕçпе производствăна чарса лартнă, 6 ĕç пăхса тухмасăр юлнă. Судья приговорĕсемпе 75 çынна айăпланă. Енсем мирлешнипе 13 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕçсен производствине чарса лартнă. Суд ларăвĕ умĕнхи слушанисене 5 ĕç тĕлĕшпе ирттернĕ. Айăпланакан шыравра пулнă пирки уголовлă пĕр ĕçе пăхса тухайман.
4 çынна ирĕкрен хăтарнă, 17 çынна обязательнăй ĕçсене явăçтарасси, 17 çынна ĕçлесе юсанмалла тăвасси пирки приговор йышăннă, 34 çынна штрафланă, 1 çынна условлă майпа ирĕкрен хăтарнă, 5 çыннăн ирĕклĕхĕсене чикĕленĕ.
1-мĕш номерлĕ суд участокĕн судйи гражданла ĕçсене 865 пăхса тухса 834-шĕ тĕлĕшпе йышăну кăларнă. 834 ĕç тĕлĕшпе требованисене тивĕçтернĕ, вăл шутран суд хушăвĕсем 750. Гражданла 25 ĕç пирки производствăна чарса лартнă, 4 ĕçе пăхмасăр хăварнă, ытти судсене 2 ĕç ярса панă.
Пăхса тухнă административлă ĕçсен шучĕ 534. Вĕсем тĕлĕшпе 512 çынна явап тыттарнă, вăл шутра юридици вăйĕнчи çынсем 3, должноçри çынсем 19 тата уйрăм çынсем 490. Административлă майпа правăна пăснин ĕçĕсене пăхса тухса 19 çынна асăрхаттарнă, 327 çынна административлă штраф панă, 79 çынна административлă майпа арестленĕ, 87 çынна ятарлă правăран хăтарнă, хушма айăплав шучĕпе 1 çыннăн пурлăхне конфискациленĕ. Административлă ĕçсене пăхса тухнă чухне процессуаллă вăхăта пăснин тĕслĕхĕсем пулман.
2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи уголовлă 97 ĕç (пурте пысăках мар йывăрăшлă преступленисемпе çыхăннисем) пăхса тухнă. 78 приговор йышăннă, 79 çынна айăпланă. Уголовлă 19 ĕç производствине чарса лартнă, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме 1 ĕçе прокурора каялла тавăрса панă.
Ирĕкрен 4 çынна хăтарнă, 20 çынна обязательнăй ĕçсене хутшăнмалла, 20 çынна ĕçлесе юсанмалла тунă, 24 çынна штрафланă, 3 çынна условлă майпа ирĕкрен хăтарнă, 8 çыннăн ирĕклĕхĕсене чикĕленĕ.
2012 çулта гражданла 275 ĕç пăхса тухса 240 ĕç пирки йышăну тунă. 234 ĕç тĕлĕшпе требованисене тивĕçтернĕ, вăл шутран 136-шĕ – суд хушăвĕсем. Гражданла 28 ĕç производствине чарса лартнă, 5 заявление пăхса тухмасăр хăварнă, 2 ĕçе ытти судсене ярса панă.
2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи административлă майпа правăна пăснин 748 ĕçне пăхса тухнă. Явап тыттарнă 619 çынран 10-шĕ юридици вăйĕнчи çынсем, 26-шĕ должноçри çынсем, 583-шĕ уйрăм çынсем. 33 çынна асăрхаттарнă, 305 çынна административлă майпа штрафланă, 77 çынна административлă майпа арестленĕ, 204 çынна ятарлă правăсăр хăварнă. Пур ĕçе те миравай судья саккунпа палăртнă вăхăтра пăхса тухнă.
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса суд йышăнăвĕпе килĕшмесĕр çăхав парассин çĕнĕ йĕрки пурнăçа кĕчĕ. Принциплă улшăнусенчен кунта çăхав парассин нумай сыпăклă процесне «хушшинчи» – аппеляци суд инстанцине кĕртнине палăртмалла. РФ Гражданла процессуаллă кодекспа килĕшÿллĕн ăна унччен те пăхса хунă пулнă ĕнтĕ, анчах та аппеляци йĕркипе миравай судьясен йышăнăвĕсене кăна çăхавлама май пулнă. Халĕ вара – район сучĕн йышăнăвĕсене те. Кунта çакна асăрхаттарасшăн: район сучĕн йышăнăвне аппеляци (унчченхи кассаци вырăнне) тăвасси ĕçе суд коллегийĕ çÿллĕрех шайри судра пăхса тухса çăхава кура ансат тĕрĕслев ирттерессине тата малтанхи суда çав судьянах тавăрса парассине пачах пĕлтермест. Унта ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсемпе çыхăннă конкретлă фактсене пăхса тухаççĕ. Аппеляци сучĕн йышăнăвĕ ăна йышăннă самантранпа тÿрех вăя кĕрет.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара уголовлă ĕçсене пăхса тухассипе РФ Уголовлă процессуаллă кодекса улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ уголовлă ĕçсене те иккĕмĕш инстанцире аппеляци йĕркипе пăхса тухаççĕ. Суд тепĕр хут доказательствăсене тата айăпа кăтартакан çĕнĕ паллăсене тĕпчеме пуçăнать. Уголовлă ĕçе аппеляци йĕркипе пăхса тухса суд йышăнăвне улăштарма тата çĕнĕ йышăну тума пултараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн приговора улăштарас пулсан асăннă ĕçе малтанхи инстанци судне каялла тавăрса памаççĕ, аппеляци сучĕн кирек епле йăнăша та хăйĕн тÿрлетме тата ĕçе пăхса тухнă чухне саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме полномочи пур.
Хальхи вăхăтра Муркаш район судĕнче район сучĕн председателĕсĕр пуçне суд ĕçне-хĕлне 3 судья, вĕсен 4 пулăшаканĕ, пĕтĕмĕшле пай пуçлăхĕ, суд ларăвĕсен 4 секретарĕ, суд секретарĕ, администратор, 4 хуралçă, рабочи тата уборщица туса пыраççĕ. 1-мĕшпе 2-мĕш суд участокĕсенче 2 миравай судьясăр пуçне эксперт специалисчĕсем 2-ĕн, суд ларăвĕсен секретарĕсем 2-ĕн тата 2 специалист вăй хураççĕ. Коллективсем çамрăк, вĕсен ĕçлес кăмăлĕсем пысăк.
Муркаш район сучĕн тата 1-мĕшпе 2-мĕш суд участокĕсен ĕçне-хĕлне пĕтĕмĕшле тишкернĕ май çавна палăртмалла. Ĕçсене пăхса тухассин пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра, саккунпа палăртнă процессуаллă сроксене пăхăнасси – тĕп вырăнта. Суд аппарачĕ хăйĕн тивĕçĕсене вăхăт ыйтнă пек пурнăçласа пырать. Судьясем малашне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн положенийĕсене, суд системин законодательствине, Раççей Федерацийĕн судьясен статусне, пĕтĕм тĕнчери право принципĕсемпе нормисене тĕпе хурса ĕçлесе пырасса, никама пăхăнман компетентлă суд ĕçсене вăхăтра пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тăвассипе кашнин правине тивĕçтерессе шанса тăратăп.
Э. ТАРАСОВА,
Муркаш район сучĕн председателĕ.