Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунчĕ çĕр, çурăлчĕ, чĕтренчĕ – совет салтакĕ пурпĕрех çĕнтерчĕ

02 февраля 2013 г.

Паян пирĕн çĕр-шывра совет салтакĕсем Сталинград патĕнчи çапăçура нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çав хаяр çапăçусене хутшăннисенчен паян районта икĕ салтак çеç пурăнать. Муркашра пурăнакан А. Капитонов тата Юнкăри (вăрçă ветеранĕ халĕ ĕнтĕ Муркаш çынни шутланать, район администрацийĕ вăрçă ветеранне 2010 çулта пĕр пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтерчĕ) Г. Илугин.

Волгоградра паян Волгоград гарнизонĕн çарĕсен хаваслă лару-тăрури парачĕ иртет. Кунта 30 хут салют параççĕ. Мамаев курганти ĕмĕр сÿнми вут умне чĕрĕ чечексемпе чечек кăшăлĕсене хураççĕ. Çак пысăк уявра халĕ пирĕн Г. Илугин. Вăл унта кайнисенчен Чăваш Республикинчен пĕртен-пĕр çын.

Вăрăм çула тухас умĕн пĕр кун маларах, январĕн 30-мĕшĕнче, Григорий Никифорович хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çав ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, «МСО «Моргаушская» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ В. Семенов, районти ветерансен канашĕн ертÿçи М. Виноградова, Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин, ку ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Л. Илугина, Муркаш ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Т. Мешкова, Муркашри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Илем» ансамбль саламларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев чи малтан юбиляра РФ Президенчĕн В. Путинăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн, Волгоград облаçĕн кĕпĕрнатторĕн С. Боженовăн салам çырăвĕсене пачĕ. Унтан Ростислав Николаевич юбиляра тата паттăр салтака район администрацийĕ ячĕпе 90 çул тултарнă тата Сталинград патĕнче фашистсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа саламларĕ. Паянхи çамрăк ăрăва мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн, вăрçă хыççăн халăх хуçалăхне ура çине тăратма пулăшнăшăн чĕререн тав турĕ. Паттăр салтака район администрацийĕн Тав çырăвне, чĕрĕ чечек çыххи тата асăнмалăх парне пачĕ. «Сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр. Тата нумай-нумай çул тăвансемпе савăнса пурăнмалла пултăр», – терĕ Ростислав Николаевич.

Вăрçă çулĕсене вара ветеран паянхи пекех лайăх астăвать.

19 çултах вилĕмпе юнашар çÿреме пуçланăскершĕн хаяр вăрçă çулĕсене аса илме çăмăл мар. Анчах çав кунсене те, пĕрле çапăçнă юлташĕсене те манаймасть вăл. Сăн ÿкерчĕк альбомне уçать те тепĕр хут çав хаклă сăнарсене куç умне кăларать. 1942 çулхи мартра вăрçа кайма ят тухрĕ Юнкă каччин. Тÿрех вĕсене Краснодарти пулеметчикпа минометчиксене хатĕрлекен училищĕне вĕренме яраççĕ. Нимĕçсем асăннă хула патне çывхарсан вара васкавлă майпах курсант çи-пуçне «хирти» салтак тумтирĕпе улăштармалла пулать. 157-мĕш артиллери полкне лекет вăл. 3 талăк нимĕç пульлисен «çумăрне» чăтса ирттернĕ хыççăн Г. Илугин службăра тăракан курсантсен полкне те хушма хĕç-пăшал, боеприпассем параççĕ. Малаллахи çул – Дон патнелле. Ирсĕр тăшман вара пирĕн хуласемпе ялсем патнеллех тапăнса пырать. Астăвать-ха çамрăк салтак тăшмансен çулне пÿлес тесе хамăрăннисем Дон çинчи кĕпере сирпĕтнине те. Вăйсем тан маррине пăхмасăрах чăтнă, тÿснĕ.

– 20-шер патрон паратчĕç, – аса илет Сталинград патне чакса пынă вăхăта Григорий Никифорович.

Паянхи пекех астăвать çав хăрушă çапăçусене. «74-мĕш «высота» теттĕмĕр вăл вырăна. Каялла чакма пирĕншĕн «çĕр çукчĕ», – куççульне шăлать ветеран. – Приказсăр пемелле мар. Камăн тăшманăн хăш танкне пемеллине йăлт шутласа-пайласа хутăмăр. Пирĕн пĕр тĕллев, каялла чакма юрамасть, пĕртен-пĕр çул – малалла кăна».

4 талăк хушши пĕр чарăнми вилĕм акрĕ фашист, бомба хыççăн бомба çурăлчĕ. Салтаксем кăна мар, тăван çĕр çурăлса ахлатрĕ çав вăхăтра. Артезиан çăлĕ патне тем пек шыв тухса илмелле те. Çук, пуçа çĕклеме те памасть тăшман. Сайралсах юлчĕ салтаксен речĕ. Юрать-ха, Орджоникидзе ячĕллĕ училищĕрен хушма вăй килсе çитрĕ.

Кашни урамшăн, кашни çуртшăн пычĕ çапăçу Сталинград хулинче те.

– Пĕр урамĕ пирĕнччĕ, тепĕр урамĕ – нимĕçсен, – куç умне кăларать çав вăхăта ватă салтак.

Нимĕç чееленсех çитнĕ иккен.

– Пенĕ чух салтаксен вĕри апатлă флягине перетчĕç, – аса илет Григорий Никифорович.

Вĕри апатпа та пĕçертсе ярасшăн пулнă иккен фашистсем совет салтакĕсене.

Çакăнта йывăр аманать пирĕн район каччи. Нумай вăхăт госпитальсенче сипленнĕ хыççăн шăп Сталинграда ирĕке кăларнă кун тепре çапăçăва кĕрет.

Унтан тăшмана Анăçалла хăваласа кайрĕç. Ясы хули патĕнчи çапăçусем те çав тери хаяр пулчĕç.

– Вăл çÿллĕ вырăнта ларатчĕ. Çăмăл пулмарĕ ăна илме. Ман расчет 4 нимĕç танкне пĕтерчĕ, – калаçăва малалла тăсать 90 çулхи салтак.

Эх, тăшманăн хăямат пульли. Алăран амантать вăл Юнкă каччине. Çакăнта паттăрла çапăçнăшăн пирĕн ентеше 2 степень Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ. Каярахпа «Çапăçури паттăрлăхшăн» медаль тата ытти наградăсем хутшăнаççĕ.

Харьковра госпитальте юсаннă хыççăн запасри полка тухать, унтан танксемпе хирĕç çапăçакан полкра тăшмана хăвалать.

– Ку вăхăтра çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа çапăçма пуçларăмăр, – тет салтак. Латви, Литва, Эстони пĕрин хыççăн тепри ирĕке тухрĕ пирĕн паттăр салтаксене пула. Тата тепĕр хут урапа алăран амантаççĕ ăна.

– Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра туса кăларнă минăсене илсе килсен «Эп чуваш – больше давай», – тесе шÿтлеттĕмччĕ, – кулать 90 çула çывхаракан салтак. – Пушка снарячĕсене Çĕпĕртен илсе килетчĕç.

Вăрçăра сывлăш çавăрса яма вăхăт тупнă чух салтаксем юрăпа йăпанатчĕç.

– Тавай, чăвашла тăсса яр-ха пĕрре, – тетчĕ Григорий Никифоровича таджикĕ те, узбекĕ те. Юрататчĕ юрлама çамрăк салтак. 90 çулхи юбилейĕнче те вăл «Илем» ансамбльпе пĕрле юрламасăр чăтаймарĕ.

Пурĕ 4 хутчен аманнă пирĕн ентешĕмĕр. Юлашки хут шăп Çĕнтерÿ кунĕнче.

Вăрçă пĕтнĕ хыççăн октябрь праçникне киле таврăнать Г. Илугин. Тăван хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçлет. 1952 çулта Етĕрнери ял хуçалăх училищинчен тракториста вĕренсе тухнă хыççăн вăрçăри артиллерист, минометчик трактор штурвалĕ умне ларать, вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçе пуçăнать. 30 çул мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çăкăр çитĕнтерекен профессийĕпе ĕмĕр ĕмĕрлет. Мăшăрĕпе Христина Григорьевнăпа 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.

Паян 13 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 16 ачи унăн ватлăхне илемлетеççĕ. Кăкăр тулли орден-медалĕ вара (унăн çÿлерех асăннă наградăсемсĕр пуçне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те, Аслă Отечествăлла вăрçăн 1 степень орденĕ те, юбилей медалĕсем те тем чухлех) çăмăл мар çамрăклăхне аса илтереççĕ.

Утса-чупса кăна çÿрет-ха паян та ватă салтак. Çамрăк чухнехи пекех шÿтлеме юратать. Чăннипех те, Юнкă ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Л. Илугина каланă пек, кивĕ юрă çĕнĕлле янăранă пек, Григорий Никифоровичăн пурнăçĕ те вăрăм та телейлĕ пултăр. Пурăнас килнĕçемĕн ĕмĕрĕ вăрăмланса пытăр.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика