02 февраля 2013 г.
2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕре приватизацилес тапхăр вĕçленет. Анчах та эпир ĕçе нумай чух юлашки куна хăваратпăр. Çакна республикăри техникăлла инвентаризаци бюровĕсем (БТИ) умĕнче черетсем пулни те çирĕплетет. Нумайăшĕ вара хваттере асăннă тапхăр вĕçлениччен харпăрлăха куçарса юлмасран шикленет.
Шикленме кирлĕ мар. Хваттере приватизацилес тĕллевпе БТИ-не февралĕн 28-мĕшĕнчен кая юлмасăр заявлени çырса парсан Чăваш Республикин Росреестр управленийĕнче приватизаци договорĕсем тăрăх хваттере харпăрлăха куçарассипе мартăн 1-мĕшĕ хыççăн та ĕçлеççĕ. Мартăн 1-мĕшĕччен хваттере приватизацилес пирки çырса панă заявлени çын хăйĕн суйлавне тунине çирĕплетсе парать.
Çавăнпа та БТИ-рен документсем илнĕ хыççăн вĕсемпе Росреестр управленине кайнă чух асăннă заявленин копине те пĕрле илмелле. Çакă пуçланă ĕçе саккунпа килĕшÿллĕн вĕçне çитерме май парать. Пирĕн районта документсемпе кадастр палатин филиалĕн ĕçченĕсем е патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр (МФЦ) специалисчĕсем патне пымалла.
Хамăр инф.