02 февраля 2013 г.
Хăнара – аслă шкулсем
Кĕçнерни кун районти шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем республикăри аслă шкулсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Ял хуçалăх академийĕ тата Шупашкарти коопераци институчĕ – кашниех пулас студентсене хăйĕн вĕрентÿ заведенийĕпе паллаштарнă, вĕренме кĕмелли документсен пуххи пирки те чарăнса тăнă.
Тĕл пулура пирĕн районта аграри сферинче специалистсем çитменнине палăртнă. Апла вун пĕрмĕшсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытса çак ĕçе килĕштерсе тĕллевлĕ суйлав та тума пултараççĕ.
Проектсене хÿтĕлерĕç
Пĕтĕм Раççейри «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» акцин районти тапхăрĕ вĕçленчĕ. Экологи, тавралăха хăт кĕртесси, социаллă ыйтусем, çамрăксен ыйтăвĕсем, гражданла пуçарулăх, наркотиксене хирĕç кĕрешессипе çыхăннă ыйтусем – çак темăсемпе январĕн 29-мĕшĕнче шкул ачисем хăйсен проекчĕсене хÿтĕлерĕç.
Жюри пур номинацире те çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнисем пулманнине палăртнă. Пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнисем гражданла пуçарулăх тата социаллă ыйтусем тавра çырнă проектсем хушшинче кăна пулнă. Проект хуçисем – Муркашри вăтам тата Нискассинчи вăтам шкулсенчи ачасем. Чи лайăх проектсене республика шайĕнче хÿтĕлĕç.
Пуçарулăхпа палăраççĕ
Уйкас Янасал çывăхĕнчи çăва çинче вырнаçнă çĕрĕшнĕ пÿрт вырăнне часах çĕнни пулĕ. Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи 6 ял тата Чуманкасси ял тăрăхĕнчи 2 ял çыннисене кунта пытараççĕ.
Çĕнĕ пÿрт туса лартма Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх пура туянса панă. Çак ялсенче пурăнакансем хăйсем те пуçарулăх кăтартнă – май килнĕ таран пулăшнă. Пухăннă укçа-тенкĕпе строительство материалĕсем туяннă. Хальлĕхе пÿрте çивиттипе витме ĕлкĕрнĕ. Ĕçсене вăраха тăсмасăр вĕçлеме шантараççĕ.
Н. Димитриева хатĕрленĕ.