06 августа 2014 г.
Илия пророк кунне Ильинка тăрăхĕнче анлă ирттереççĕ. Ватти-вĕтти кашниех активлă хутшăнать çак уява. Аслă ÿсĕмрисем ытларах Хĕрес йăтса çула тухасси пĕлтерĕшлĕ пулнине калаççĕ, ачасем вара велосипедистсен чупăвне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ-мĕн.
Çак чупăва шăмат кун вăтăр ытла çын хутшăнчĕ: 6 çулти Рома Степанов ăмăртăвăн чи кĕçĕн хутшăнаканĕ пулчĕ, 62 çулти Александр Михайлов - чи асли. Тренккă - Ильинка - Тренккă маршрут дистанцине (пурĕ 5 çухрăм ытла) пурте ăнăçлă вĕçлерĕç. Çак ăмăртăва йĕркелекенĕ - депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Валерий Кожанов пурне валли те грамотăсем тата укçан парне хатĕрленĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн тепĕр депутачĕ Александр Давыдов та мала тухнисене тата уйрăмах хастаррисене укçан парне парса хавхалантарчĕ.
Велосипедистсем хăйсен ĕç-пуçне вĕçленĕ çĕре Тренккăра халăх пухăнма тытăнчĕ. "Чун туртнипе тухрăм паян çак уява. Ирпе Мăн Сĕнтĕрти чиркÿре пултăм, халĕ ак кунта çитрĕм", - тет алла туя тытнă кăмăллă кинемей - Шерĕкре пурăнакан 81 çулти Валентина Петровна Яшкина. Вăл та Тренккăран Хĕрес йăтса çула тухакансемпе пĕрле Ильинка салине çитес шухăшлине пĕлтерчĕ, унти чиркĕве туса пĕтерме йĕркелÿçĕсене пухмача укçа та чиксе пачĕ.
Лазарь аттерен пил илнĕ хыççăн Ильинка ял тăрăхĕнче пурăнакансем турăшсем йăтса унпа пĕрле çула тухрĕç. 200 çын ытла пулĕ - пурте Ильинкăри чиркÿ патне çитрĕ. Кунта Лазарь атте кĕлĕ ирттерчĕ. Чиркÿ туса лартас ĕçĕн тĕп йĕркелÿçи В. Кожанов ăна чиркÿ çăрин уççине те пачĕ. "Чиркÿ валли малтанхи чиркÿ çурчĕ вырăнĕнчен 86 машина кирпĕч турттартăмăр, ăна икĕ çул майлă тасатрăмăр, 5 çул хăпартрăмăр. Çакă пĕтĕмпех халăх пĕрле ĕçленипе пулчĕ", - ĕçе епле тытăннине кĕскен аса илчĕ Валерий Иванович.
Çĕнĕрен хăпартнă чиркĕве хăт кĕрсех пырать. Пĕлтĕр чиркÿ тăррине хĕрес вырнаçтарчĕç, халĕ шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Çак ĕçе вырăнти çынсем активлă хутшăнаççĕ. Вĕсене уявра уйрăммăн палăртса хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Чиркÿ умĕнчи кĕлĕ хыççăн халăх Атăл хĕрне анчĕ. Кунта уявра савăнма мĕн кирлĕ - йăлтах пур: илемлĕ сцена, спорт вăййисем валли хатĕрленĕ лаптăк, суту-илÿ палаткисем, ларса канма - сĕтел-пуканĕ, çыран хĕрринчи яхтăсем тата ытти те. Атăл хĕрринче пурăнакансене саламлама самолет та ятарласа темиçе çаврăм турĕ.
Ильинкăсене сывлăх сунса уяв ячĕпе чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Ляченков саламларĕ. Район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Чернова, маларах асăннă депутатсем тата ытти хăнасем те хăйсен сăмахĕнче Ильинка тăрăхĕсем хăйсен тăван кĕтесне юратнине палăртса каларĕç. Пĕлтĕрхи августран пуçласа кăçалхи августчен ку тăрăхра 20 пепке çут тĕнчене килни те çак юратупах çыхăннă пулĕ (малтанхи çак тапхăрта 9 ача кăна çуралнă). Пĕчĕк ачаллă çемьесене те, ял тăрăхĕнчи сумлă ватăсене те чысласа уяв ячĕпе парнесем пачĕç.
Ильинкăсене саламлама районти фольклор тата юрăпа ташă коллективĕсем, кÿршĕри Горномарийски районĕнчи фольклор ушкăнĕ те çитнĕ. Ачасем те, аслисем те хăйсен пултарулăхĕпе чылайччен савăнтарчĕç Ильинка тăрăхĕнчи çынсене. Концерт программи питĕ пуян пулчĕ. "Уява Культура çулталăкне тĕпе хурса йĕркелеме шутларăмăр. Çавăнпа та сцена çинче хамăр коллектив кăна мар, хăнасем те йышлă пулччăр тесе вĕсене йыхравларăмăр. Ильинкăра чиркÿ тунăранпа кăçал 220 çул, Ильинка салин кунне вара кăçалхипе виççĕмĕш çул çакăн пек хаваслăн ирттеретпĕр. Пирĕншĕн çак "çавра" датăсем паллă та пĕлтерĕшлĕ", - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Тренккăри ИКЦ директорĕ Наталья Сергеева.
Спорта юратакансене те уявра кичем пулмарĕ: пĕрисем дартсра вăй виçрĕç, теприсем кире пуканĕсем тавра пухăнчĕç, виççĕмĕшĕсем хатĕрленĕ волейбол площадкинче (йĕркелÿçĕсем каланă тăрăх кунта "ТУС" пĕрлешÿ 70 ытла тонна хăйăр парса пулăшнă) вăй виçрĕç. Шахмат вăййине юратакансем те кунта районăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннăччĕ. Çак вăйă çĕнтерÿçи Юрий Шаров акă Нискассинчен çитнĕ.
Хаваслă уяв нумая тăсăлчĕ. Чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ те, ташă каçĕ те пурин кăмăлне тивĕçтерчĕç.
Н. Николаева.