06 августа 2014 г.
Çапла палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев августăн 2-мĕшĕнче республикăри муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци режимĕпе ирттернĕ канашлăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтăва сÿтсе явнă май. Сăмах кунта вара патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленесси, патшалăх тата муниципалитет услугисемпе усă курасси мĕнле пулса пыни пирки пычĕ. Кун пирки Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева каласа пачĕ.
Çапах та канашлăва Михаил Васильевич "Украина темипе" пуçларĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, унăн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Александр Краснов, инфрмаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Валерий Лаврентьев, Муркашри нумай функциллĕ центр директорĕ Татьяна Королькова, районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов хутшăнчĕç.
Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин канашлура пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре çак вăхăта Украинăран куçса килнĕ 581 çын пурăнать. Ытларахăшĕ пĕлĕшĕсем патĕнче пурăнать, хваттер тара илет. Михаил Игнатьев куçса килнĕ çынсен социаллă тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен кунсерен 800-шер тенкĕ уйăрни пирки каларĕ, вĕсене пурăнма, ĕçе вырнаçма майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл юлашки вăхăтра хăш-пĕр района тухса çÿренин итогĕсене пĕтĕмлетрĕ, хамăр патра туса илекен продукцие анлăрах çул парассин, çул-йĕр строительстви çине ытларах тимлĕх уйăрмаллин, халăхран сутăн илекен сĕт хакĕн ыйтăвĕсене хускатрĕ.
Канашлура ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕнче çак вăхăта республикипе 68 пин çын регистрациленни пирки каларĕ. Ку вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче 26-мĕш, Атăлçи федераци округĕпе 4-мĕш кăтарту. Район администрацийĕсен пуçлăхĕсем районсенче ку ĕç мĕнле пулса пынипе паллаштарчĕç.
Пирĕн районпа илес пулсан, район администрацийĕн официаллă сайтĕнче "Государственные услуги. Справочно-информационный портал" баннер уçнă. Сайтра Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, ЗАГС-ăн, нумай функциллĕ центрĕн çĕнĕ электрон услугисем пирки информацисем вĕçĕмех вырнаçтарнă. Патшалăх тата муниципалитет услугисене илмелли çĕнĕ майсем пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Электрон услугăсене ĕçе кĕртнĕ пирки район хаçатĕнче те тăтăшах материалсем пичетленеççĕ.
Район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн тата МФЦ сотрудникĕсен вăйĕпе патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленессин ыйтăвĕсемпе ял тăрăхĕсен, тĕслĕх библиотекăсен специалисчĕсен вĕренĕвне йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пур пайĕсемпе службисен, 16 ял тăрăхĕн специалисчĕсем, шкулсемпе библиотекăсенче вăй хуракансем порталта регистрациленнĕ. Çапах та, Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, ку ĕç тивĕçлĕ шайра мар-ха. Ĕлĕкхи пек хут çырса ларассинчен, кирлĕ-кирлĕ маршăн тĕрлĕ организацие утассинчен ниепле те хăтăлса пĕтейместпĕр. Ку енĕпе çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне татах анлăрах туса пымаллине палăртрĕ Ростислав Николаевич, ку енĕпе лару-тăрăва палăрмаллах лайăхлатма сентябрĕн 1-мĕшĕччен тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарчĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнса ĕçлессин ыйтăвне сÿтсе явнă май вара Валентина Андреева министр çак ĕçе лайăх йĕркеленисем хушшинче Муркашсене те асăнчĕ.
Канашлура Валентина Владимировна "Раççей почти" хаçат-журналăн çырăнтару хакĕсене ÿстерсе янă май хăш-пĕр изданисен тиражĕсем чакса кайни пирки те каларĕ. Республика Пуçлăхĕ вара альтернативлă майсемпе анлăрах усă курма, çак ĕçе Чăвашпотребсоюза, муниципалитетсен нумай функциллĕ центрĕсене тата ыттисене явăçтарма сĕнчĕ.
Канашлура çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Неонилла Никифорова тухса калаçрĕ. Вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине граждансенчен пынă çырусене тишкерсе хак пачĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.