Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх влаçĕ халăхшăн ĕçлемелле

06 августа 2014 г.

 

Пирĕн çĕр-шывăн Конституцийĕпе саккунĕсенче палăртнă тăрăх халăхăн е унăн представителĕсен вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама хутшăнма май пулмалла. Çавăнпа та çынсен хăйсен кăмăл-туйăмне, шухăшне палăртмалли май вăл халăхăн е вĕсем суйланă депутатсен йышăнăвĕ пулмалла. Депутатсене вара тÿрремĕн тата вăрттăн сасăласа суйламалла. Нимĕнле парти списокĕсем те кирлĕ мар. Тĕрлĕрен партисем вара хăйсен кандидачĕсене суйлама тăратчăр. Вĕсенчен хăшĕ чи тивĕçли пулнине халăх суйласа илтĕр.

Пирĕн район - халăх йышлă пурăнакан вырăн. Кун пек условисенче район шайĕнче вырăнти хăй тытăмлăхăн пĕр органĕ пулсан та çитет тесе шухăшлатăп. Унăн хăйĕн депутатсен Пухăвĕ, район администрацийĕ тата ăна пăхăнса тăракан 16 ял тăрăхĕн администрацийĕ пултăр. Çакă нумай ыйтăва татса парассине ансатлатма май парĕччĕ: ертсе пырас енĕпе те, ĕçĕн хăвăртлăхĕ тата эффективлăхĕ енĕпе те. Пустуй тăвакан ĕç калăпăшĕ палăрмаллах чакĕччĕ.

Шел пулин те, федерацин халĕ вăйра тăракан саккунĕпе килĕшÿллĕн икĕ шайри системăна пăхса хунă - вырăнти шайрине тата муниципалитет район шайĕнчине. Çавăнпа республика шайĕнче йышăнакан саккунăн ăна хирĕçлемелле мар, пирĕн патра та икĕ шаях пулать пуль. Çак шайри влаç органĕсен полномочийĕсемпе тивĕçĕсем тĕлĕшпе питех те тимлĕ пулни кирлĕ пек туйăнать мана. Ку полномочисене чикĕлессипе питĕ асăрхануллă пулас пулать (калăпăр, шывшăн - район ответлă, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси - ял тăрăхĕн администрацийĕн тивĕçĕ, е тата чупса çÿрекен хуçасăр йытăсемпе кĕрешесси - район полномочийĕнче, ял тăрăхне вăл пырса тивмест).

Ĕçĕ кунта акă мĕнре. Ку ыйтусене пурне те вырăнти шайра татса памалла, вĕсем шăпах ĕнтĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулса тăраççĕ, çавăнпа та вĕсене районпа ял тăрăхĕсем пĕрле туса пыни кирлĕ.

Шывпа тивĕçтерессин ыйтăвнех илер. Район тарифсене, пĕтĕмĕшле требованисене палăртать, пур предприятин ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплă пулса тăрать, шывпа тивĕçтерессин системине йĕркелет. Вырăнсенче вара çак ĕçсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлесе пымалла. Чи кирли вăл - районта çакăн пек лару-тăру пулмалла мар: ку тивĕç - манăн, ку тивĕç вара - манăн мар. Вырăнти администраци кун пек пулсан ниепле те влаç органĕ пулма пултараймасть, халăхшăн вăл нимĕн тума та кирлĕ мар пулса юлать.

Депутатсем пирки. Енчен те ял тăрăхĕн шайĕнче хăй тытăмлăх сыхланса юлать пулсан, депутатсем те пулаççех. Ку вăл чи аслă орган, унран аслăраххи пулма пултараймасть (кун пирки саккунра каланă). Çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те пулма пултараймасть. Çавăнпа та депутатсен Пухăвĕ суйланă Пуху председателĕ - хăй тытăмлăх пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕ ăна ĕç тăвакан органа - администрацие ертсе пыма полномочи парать. Ман шутпа ял тăрăхĕн депутачĕсем 15 - 17 çынран кая мар пулмалла.

Район шайĕнче те çавăн пекех - районăн халăх суйлакан хăй тытăмлăх органне - депутатсен Пухăвне 25 çынран кая мар тата тÿрремĕн халăхпа суйламалла. Вĕсем хăйсен председательне - хăй тытăмлăх пуçлăхне (район пуçлăхне мар) суйлаççĕ. Вăл обществăлла майпа хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Район администрацийĕн пуçлăхне вара депутатсен районти Пухăвĕ çирĕплетмелле.

Пĕрре пăхас пулсан ĕнтĕ район пуçлăхне - депутатсен районти Пухăвне те, çав вăхăтрах ĕç тăвакан влаç органне те хăйех ертсе пыракан çынна пĕтĕм халăхпа суйласси питĕ демократиллĕ пек туйăнать. Анчах та кун пек чухне пĕр самант пирки манма юрамасть: пĕр çынах халăх суйлакан органа - хăй тытăмлăхăн чи аслă органне те ертсе пырать, çав вăхăтрах вара ун умĕнче отчетлă та пулса тăрать.

Иккĕмĕшĕнчен çавна каламалла. Практика кăтартса панă тăрăх суйлав иртнĕ хыççăн кун пек çын çине халăх ниепле те витĕм кÿреймест. Вăл депутатсен районти Пухăвĕ умĕнче отчетлă пуласси те иккĕленÿллĕ ("мана эсир мар, халăх суйланă"). Çакă ку должноçе авторитарлă туса хурать. Унтан вара уйрăм çын кульчĕ патне те инçе мар.

Паллă ĕнтĕ, ăслă-тăнлă, ĕçшĕн çунса тăракан, чăннипех те район аталанăвĕшĕн тăрăшакан чăн-чăн лидерсем ку çулпа каяс çук. Апла пулин те "сыхланакана Турă сыхлать" тени хальлĕхе хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман-ха.

А. ИВАНОВ,

депутатсен районти Пухăвĕн пĕр мандатлă 16-мĕш суйлав округĕн депутачĕ, "ИНТТЕХС" проектпа архитектура компанийĕн директорĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика