Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе кам мĕнле усă курать?

06 августа 2014 г.

 

Раççей Федераци шайĕнче  фермер ĕçĕнче пуçарулăх кăтартакансем валли  грант тата пĕр хутчен паракан пулăшу уйăрас  2012 - 2014 çулсенчи программа вăйра тăрать. Тĕллевлĕ программа  пурнăçланнă май малтанласа палăртнă тăрăх республикăра пĕтĕмпе çак тапхăрта 120 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 360 ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле. Программăна туллин пурнăçлама  пĕтĕмĕшле тĕрлĕ çăл куçран 159,091 миллион тенкĕ, вăл шутран федераци бюджетĕнчен 111,791 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 47,3 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. 

Грант уйăрассине хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пулăшас, хушма хуçалăх тытакансене çак юхăма кĕртес, çапла майпа ял çыннисене  курăмлă пулăшу кÿрес тĕллевпе йĕркеленĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илессинче пĕчĕк формăллă хуçалăхсен тÿпи вара курăмлă. Çакна эпир районти ĕç-хĕлтен те аван куратпăр.

Асăннă категори иртнĕ çул 66 миллион та 849 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. 1 пин те 862 тонна тыр-пул сутлăха ăсатнă, унчченхи çулхинчен 33,4 процент ытларах. Суту туни  район шайĕнчи кăтартура 31, 7 процент йышăнать. Çĕр улми 738 тонна, пахча çимĕç  210 тонна,  аш-пăш (чĕрĕ виçепе) 123,9 тонна, сĕт 313 тонна  сутлăха ăсатнă.  Бухгалтери кăтартăвĕ тăрăх асăннă категорин  иртнĕ çулхи тупăшĕ  54 миллион та 233 пин тенкĕпе танлашнă. Çакă унчченхи çулхинчен 6,3 процент ытларах.

Асăннă программăпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 151 фермера пулăшу кÿнĕ, вăл шутран 54-шне кăçал.   Пирĕн районтан çаксем тивĕçнĕ: 2012 çулта   Р. Грачев - 1100 пин тенкĕ, П. Толикин - 890 пин тенкĕ* 2013 çулта  А. Афанасьева - 1,1 миллион тенкĕ, Д. Смирнов - 1,1 миллион тенкĕ, А. Петров - 1 миллион та 15 пин тенкĕ* кăçал  Л. Волкова - 1099 пин тенкĕ, Д. Пайков - 1073  пин тенкĕ.

Ярославка ял тăрăхĕнче вырнаçнă А. Афанасьев  хресчен (фермер) хуçалăхĕ ăнăçлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри. Кунта сысна ĕрчетеççĕ,  республика тата унăн тулашĕнче пурăнакансене  аш-пăш продукцийĕпе тивĕçтереççĕ. Акă мĕн каласа пачĕ фермер:

- Пирĕн хуçалăхшăн  1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грант питĕ вырăнлă пулчĕ. Эпĕ çакăншăн чи малтанах район администрацине тав тăватăп. Вĕсем пирĕн ĕçлес кăмăла курса эпир хатĕрленĕ проекта ырларĕç тата хÿтĕлерĕç.

Хуçалăх вăй-хăватне ÿстерме май килнĕрен ĕç кăтартăвĕ те хăпарчĕ. Иртнĕ çулăн пĕрремĕш çурринче 106 центнер продукци сутлăха  ăсатрăмăр, кăçалхи çак тапхăрта  200 центнера çитерме пултартăмăр. Çулсеренех ытларах та ытларах çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртетпĕр.  2013 çулта 250 гектар çĕрпе усă курнă пулсан,  кăçал вара 668 гектар çинче ака-суха ĕçĕ турăмăр. 328 гектар çĕр çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене,  вăл шутра хресчен (фермер) хуçалăхне аталантаракансене ытларах тимлĕх уйăрсан ĕçлес кăмăл татах та ÿсĕ. Хамăр патри экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие хамăр тăрăхрах  вырнаçтарма май килни те лайăх пулнă пулĕччĕ.

Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен      Д. Смирнов аспирант хăй ĕçĕпе паллаштарчĕ:

- Грантпа усă курса эпĕ чăваш çĕрĕнче сайра-хутра тĕл пулакан  "бюргер" ăратлă шиншилла ĕрчететĕп. Вĕсем валли çак укçа-тенкĕпе ятарлă сарай турăм, ку тĕлĕшпе кирлĕ тĕрлĕ оборудовани туянтăм. Пĕр шиншиллăн вăтам виçи пилĕкçĕр грампа танлашать, пĕр мăшăр кунне пĕр апат кашăкĕ чухлĕ ятарлă хутăш çиет. Пĕрин хакĕ  сакăр пин тенкĕ. Кашнин хăйĕн мăшăрĕ. Вĕсене ĕрчетме кăткăс, кондиционер ятарлă температура тытса тăрать. Дистанци мелĕпе ĕçлеме çитес  вăхăтра видеосăнав системине вырнаçтармалла.

 Программа шайĕнче ĕç вырăнĕсем йĕркелеме сĕннĕ, çавна шута илсе ĕçлекенсемпе калаçса татăлнă. Çитес вăхăтра хушма хуçалăха ытларах аталантарма тĕллев лартрăмăр, ĕне сарайĕ тăвасси çинчен шухăшларăмăр. 

 Ĕç-хĕле малашне ăнăçлă аталантарас тĕлĕшпе килĕшÿсем тунă та ĕнтĕ. Паллах, ку йышши чĕр чуна пирĕн тăрăхрисем ăнланмĕç, çавăнпа та пысăк хуласемпе çыхăну тытма  тивет. Халĕ вара биоактивлă хутăшпа ĕçлекен пĕчĕк инновациллĕ предприятипе килĕштерсе тимлетĕп. 

Эпĕ патшалăх пулăшăвĕпе кăмăллă,  кулленхи ĕç-хĕлте вăл вырăнлă пуласса шанатăп. Чи малтанах вара эпĕ аттепе аннене Светлана Алексеевнăпа Юрий Алексеевича тав тăватăп. Çак кăткăс ĕçре вĕсем пулăшса пыраççĕ.  

 

Çатракасси ял тăрăхĕнчи П. Толикин хăй  шухăшне çапла палăртрĕ:

- Патшалăхăн çакăн йышши пулăшăвĕ пирĕншĕн, харпăр хăй ĕçĕнче пуçламăш утăмсем тăвакансемшĕн, уйрăмах меллĕ. Грантпа усă курма май пурри малалла пăхма шанăç çуратать.  690 пин тенкĕпе эпĕ техника туянтăм, ытти пайĕ - хăтлăх валли. Техника çĕнетме, паллах, пĕччен вăй-хăват çителĕксĕр. Пирĕн тĕллев - шанăçа тÿрре кăларасси. Хальлĕхе  ял хуçалăх предприятийĕсемпе килĕшÿ туса ĕçлетпĕр. Хуçалăха çулсеренех аталантарма тăрăшатпăр.    

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика