Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Конвертри" ĕç укçи хакла ларать

06 августа 2014 г.

 

Хальхи вăхăтра ĕç укçи шайне ÿстересси, ăна вăхăтра тÿлеме майсем туса парасси, вăрттăн тÿленĕ тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларасси социаллă тата право хутшăнăвĕсен тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать.

Чăваш Республикинчи 8-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕ ĕç укçи тÿлессине легализацилессипе çине тăрса ĕçлесе пырать. Çак ĕçри ăнăçу вара налук ĕçченĕсенчен кăна килмест. Тара кĕрĕшсе ĕçлекенсен хăйсен те ăнланулăх кăтартас пулать. Ĕç укçине "конвертсемпе" тÿленĕ май чи малтанах вырăнти бюджетсем, медицина тата социаллă страховани фончĕсем, Пенси фончĕ шар кураççĕ. Ĕçлекенсен хăйсен вара проблемăсем татах та ытларах пулаççĕ. Ĕç укçине "конвертра" илекенсем ĕç паракан умĕнче пĕр хÿтлĕхсĕр тăрса юлаççĕ. Ĕçлекенсен социаллă прависем хĕстерĕнеççĕ, малашлăхра вĕсене пенсипе тивĕçтересси те проблемăллă ыйту пулса тăрать.

Инспекци мониторингсем ирттерсе ĕç укçине пурăнма кирлĕ минимумран, экономика ĕçне-хĕлне кура Чăваш Республикинчи, хулари е районти вăтам шайран каярах тÿлекен ĕç паракансене тупса палăртать.

Ĕç укçи тÿлессине уçă тăвассипе инспекцире ĕç ушкăнĕн ларăвĕсене тăтăшах ирттеретпĕр. Акă 2013 çулта кăна Чăваш Республикинчи 8-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн сотрудникĕсем комиссин 50 ларăвне ирттерчĕç. Вĕсенче ĕç укçине пурăнма кирлĕ минимумран, чи пĕчĕк шайран сахалрах тÿлекен, уйрăм çынсен тупăшĕнчен бюджета налука вăхăтра тата йĕркеллĕ тÿлесе тăман 250 предприяти ертÿçипе калаçусем ирттерме тиврĕ. Туса ирттернĕ мероприятисем иртнĕ çул бюджета уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налука 2456,8 пин тенкĕ куçарттарма май пачĕç.

Ĕç паракансенчен ытларахăшĕ комисси ларăвĕ иртнĕ хыççăнах хăйсен ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлессине законодательствăпа пăхнă шая çитерме тăрăшать. Çапах та ĕç укçине ÿстерес, налуксене бюджета туллин куçарас енĕпе комисси сĕнĕвĕсене шута хума тăрăшманнисем те тĕл пулаççĕ. Кун пек чухне вара, çавăн пекех комисси ларăвне пыман чухне те, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тÿрĕ кăмăллă мар ертÿçĕсен списокĕсене прокуратурăна ярса памалли кăна юлать.

Ĕç укçине "конвертсемпе" тÿленинчен пĕтĕмпех хăпас тесен ĕçлекен çынсен хăйсен çакăншăн çине тăрас пулать. Ĕç укçи тÿлесси яланах официаллă пулмалла. Тĕпрен илсен çакă вăл пур еншĕн те юрăхлă вариант. Пĕр енчен ĕç параканăн саккун умĕнче проблемăсем пулмĕç, тепĕр енчен ĕçлекен çын яланах хÿтлĕхре пулĕ, ватлăхра тивĕçлĕ пенсие шанма пултарĕ. Çавăнпа та ĕç укçине официаллă мар майпа тÿленĕ пирки информаци пĕлетĕр пулсан, налук инспекцийĕн шанăç телефонĕпе шăнкăравлама ан манăр. Унăн номерĕ: (883536) 2-36-55.

Н. ВАСИНА,

налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ,

РФ патшалăх граждан службин 2-мĕш класлă советникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика