06 августа 2014 г.
Чăваш Енри Журналистсен союзĕ организаци юбилейне халалланă хăйĕн чи пысăк проектне вĕçлерĕ - "Энциклопедия чувашской журналистики и печати" кĕнеке кун çути курчĕ.
Пĕлтĕр чăваш тăрăхĕнче журналистсемпе çыравçăсен пĕрремĕш професси пĕрлешĕвне - "Канаш" пĕрлешĕве туса хунăранпа 90 çул çитрĕ. Çак кун тĕлне кĕнеке пичетлесе кăларасси пирки йышăнăва 2010 çулта Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн 17-мĕш съездĕнче тунă.
Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ - пирĕн республикăра массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсен, полиграфи предприятийĕсен, информаци агентствисен историне, аталанăвĕн тĕп тапхăрĕсене, хальхи лару-тăрăвне, тĕп енĕсене халалланă пĕрремĕш опычĕ.
Кĕнекере 2400-е яхăн статья, вĕсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă. СССР тата Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕсем, чăваш изданийĕсен пĕрремĕш редакторĕсем, репрессиленĕ журналистсем, Тăван çĕр-шывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçин участникĕсем, фронтри корреспондентсем, пичет ветеранĕсем, Чăваш Енри хаçатсен, журналсен редакцийĕсен, телевидени каналĕсен, радиостанцисен, информаци агентствисен, пресс-службăсен, интернет-изданисен ертÿçисем тата аслă сотрудникĕсем, патшалăх наградисене, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ полиграфи предприятийĕсен ĕçченĕсем, журналистсемпе полиграфистсем, пултарулăх конкурсĕсен лауреачĕсем çинчен биографи сведенийĕсене тăратнă.
Энциклопеди страницисенче республика тулашĕнче тухса тăракан изданисем тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Кĕнекере çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсемпе полиграфи отраслĕн сферине пырса тивекен конкретлă событисем, пулăмсем, объектсем çинчен каласа панă.
Изданире 1400 ытла сăн ÿкерчĕкпе тата ытти иллюстраципе усă курнă. Чăваш журналистикин историйĕн паллă страницисене ятарлă хушăмри тĕслĕ сăн ÿкерчĕксемпе кăтартса панă.
Кĕнекене вулакансем - журналистсем, издательсем, полиграфистсем, культура ĕçченĕсем, тĕпчевçĕсем, политиксем, аслă шкулсен преподавателĕсем, студентсем, тăван тăрăхăн историйĕпе, унăн нумай нациллĕ культурипе, пирĕн çĕр-шывра граждан обществи еплерех йĕркеленнипе интересленекен çынсем валли кăларнă. Унăн тиражĕ 3 пин экземпляр.