Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен ачи

20 августа 2014 г.

 

"Ĕç çынна илем кÿрет", - тет халăхăмăр сăмахлăхĕ. Çакăн чăнлăхне пирĕнтен кашниех пурнăçри çĕр тĕслĕ тĕслĕхпе çирĕплетме пултарать. Архангельск çынни вăхăтра хăйĕн тимлĕхĕпе те ăсĕпе тĕнчене парăнтарни çинчен эпир шкул сакки çинченпех аван астăватпăр. Вĕренмелле, вĕренмелле татах вĕренмелле - пурнăçпа тан пырас тесен урăхла çул çук.

Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракасси ялĕнче 9 ачаллă хресчен çемйинче 1929 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă Василий Павлович Павлов ĕç ĕмĕрĕн тĕп пайне пирĕн районти Суворов яч. хис. хуçалăх ертÿçинче ирттернĕ. Турайра йăва çавăрнă çĕр ĕçченĕ хресчен ĕçне юратнипе, ял хуçалăхĕн малашлăхĕшĕн тăрăшнипе Муркаш енре, Анаткасси тăрăхĕнче ырă йĕр хăварнă.

"Хресчен пурнăçне ырă енне улăштарассипе çĕр çывăрмасăр вăй хутăмăр, хамăр вĕрентĕмĕр, ыттисене те вĕрентрĕмĕр, ачасем ÿстертĕмĕр". Çак сăмахсене хăйне чысласа çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Суворов яч. хис. хуçалăхăн кантурĕ çинче асăну хăми уçнă чухне Василий Павлович каланăнах туйăнчĕ мана.

Асăну хăми уçма ĕç паттăрĕпе пĕр вăхăтра ĕçленĕ, унăн ĕç-хĕлне çывăх пĕлнĕ çынсем, тус-юлташĕсем районтан та, республикăран та йышлăн пухăнчĕç. Турай ял çăви çинче В. Павловăн вил тăприйĕ çинче пулсан та, Асăну хăми уçнă çĕрте те, çĕр ĕç аксакалне халалласа ирттернĕ пухура та Василий Павловича пĕлекенсем тата хăйсене унпа пĕр вăхăтра ĕçлеме тÿр килнисем ăна чăн-чăн хресчен ачи тесе чысларĕç. Аса илÿсене тишкерсен ăна хирĕçлеймĕн те. 

- Ача чухне 500 грамм çăкăршăн çур кун черетре тăраттăмăр. Ку тĕрĕс марлăха пĕтересси манăн пуçра çамрăклах йăва çавăрчĕ. Ăна пурнăçа кĕртессипе ирттертĕм те эпĕ хамăн ĕç ĕмĕрне, - аса илчĕç В. Павлов каланине Анаткассинчи Культура çурчĕ умĕнчи митингра ăна тата унăн ĕç меслечĕсене ас тăвакансем.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче анлă сарăлнă чир-чĕре пула 5 çывăх тăванне çухатнă арçын ачан мал туртăмлă ĕмĕчĕсем çирĕпленнĕ кăна. Ирех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ çамрăкăн асĕнче икĕ пар лашапа суха туни, çур акире тырă акни, утă-улăм хатĕрлени, патшалăха тырă леçни ĕмĕрлĕх тымарланса юлнă. Иртен пуçласа сĕм тĕттĕмччен ĕçлетчĕç пулсан та çĕнĕ ырашран пĕр пĕрчĕ тăварсăр-çусăр çур витре пăтă пĕçерсе пани, кунĕпе ĕçре пиçĕхнĕ ачасем каçхине лаша кĕтме улăха кайсан кăшт ыйхăласа илнĕ вăхăтра çĕрле тихана кашкăр вăрласа кайни чĕрере тарăн йĕр хăварнă вăхăт....

Вăрçă вĕçленсен те йывăрлăхсем тăруках иртмен. Юхăннă ял хуçалăхне ура çине тăратмалла. Малалла пăхаканăн вара вĕренмелле, çĕнĕ пĕлĕве алла илмелле.  В. Павлов 1944 - 1950 çулсенче Вăрнарта утарçăна вĕренсе тухать, тăван хуçалăха таврăнса утар ĕçне кÿлĕнет. Хăйне шаннă ĕçре пур çĕрте те яваплăха туйнине кăтартнăскерне шăпа Муркаш районне илсе çитерет. Муркашри Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатăн ертÿçине 1964 çулта Суворов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Çакăнта кăтартать те Василий Павлович хăйĕн пур енлĕ пултарулăхне. Вăл ĕçленĕ çулсенче ку енри пурнăç тĕпрен улшăнать. Хуçалăхăн паянхи ертÿçи В. Андреев ентешĕн тăрăшулăхне çапла хак пачĕ:

- Паян та эпир Василий Павлович туса панипе, ăна малалла аталантарнипе, аслă ăрурисем умĕнче пит хĕретес мар тенипе пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, экономика аталанăвĕн çĕнĕ ÿсĕмĕсене çĕнетпĕр.

Асăну хăмине уçма пынă район пуçлăхĕ И. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ ветерансен канашĕн районти ертÿçи В. Вязов, республикăран килсе çитнĕ П. Ивантаевпа А. Кушков, В. Шадриковпа Н. Казаков Муркаш енре ĕç паттăрĕсене чыслассипе ырă ĕç пуçарнине ырларĕç кăна.

В. Павлов Суворов яч. хис. хуçалăха 1964 -1988 çулсенче ертсе пырса ăна районта та, республикăра та малтисен ретне кăларнă, хуçалăх ĕçченĕсенче ырă малашлăхпа вăй хурас туйăма никĕсленĕ.

Хăй ĕçленĕ çулсенче Анаткассипе Турай тăрăхĕнче Василий Павлович тимленипе ĕне тата сына фермисем, Культура çурчĕпе ача сачĕ, арккăллă складсемпе тырă аласа типĕтмелли вырăн, плотинапа кĕпер, спортзалпа столовăй тата ытти социаллă объектсем туса ĕçе кĕртме май килнĕ. Çаксене шута хурса Асăну хăми уçнă чух та, хастар çĕр ĕçченне халалласа ирттернĕ пухура та кашниех ăна ырăпа аса илчĕ.

- Эпир паян çакăнта пухăннине ăрусен тĕл пулăвĕ тесен те пысăк йăнăш пулас çук. Аслă юлташăмăрсен ĕçне пирĕн малалла тăсмалла. Вĕсем тунă ÿсĕмсен чиккисене çĕнĕ условисенче çĕнсе илме тăрăшмалла. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев та çавна ыйтать. Эпир вара ăна тума пултаратпăр, - терĕ районăн ĕçлеме хевте пуррине палăртса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.

- Ĕçре палăрнисем пирĕн районта татах пур. Вĕсене манăçа кăларманни паянхи çамрăксемшĕн малалла ăнтăлма хавхалантарма пулăшĕ. Кун пирки пирĕн иккĕленÿ çук. Çавăнпа та кунашкал ĕçе эпир ытти ял тăрăхĕсенче те пурнăçлама тăрăшăпăр, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче В. Вязов.

Суворов яч. хис. хуçалăх тырă-пулă, аш-какайпа сĕт туса илессипе паян та районта ырă тĕслĕх пулни В. Павлов пуçланă ĕç сÿнменнине çирĕплетет.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика