20 августа 2014 г.
Таврара çурла уйăхĕ хуçаланнă вăхăтра çĕр ĕçченĕ вырмара вăй хурать. Вут-кăвартан асăрханасси вара районта унчченхиллех тĕп вырăнта. Апла пулин те çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче пулнă пушарсемпе çыхăннă лару-тăру вут-кăвартан асăрханассипе тимлĕхе çухатмалла маррине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Иртнĕ çул çак вăхăтра пулнă 24 пушарта 4 миллион ытла тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрле пĕр çын пурнăçĕ те татăлни пулманччĕ пулсан, кăçал çак вăхăтра пулнă 28 пушарта 3 çын пурнăçпа сыв пуллашрĕ. Хирсенче вырма пынă вăхăтра çакнашкал ÿкерчĕк кашнинех тарăн шухăшлаттарма тивĕç.
Куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ тырă-пулăна çухатусемсĕр кĕске вăхăтра пуçтарса кĕртесси - ку чухне кашнин тĕп тĕллевĕ. Халĕ каланине никам та хирĕçлемĕ, анчах çак хĕрÿ тапхăрта пушарсем сехре хăпартни тата вĕсем çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхне самантрах пысăк сиен кÿме пултарни пирки те манма юрамасть.
Ытти çулсенче вырмара çулленех хире тухнă техника, тырă типĕтмелли агрегатсем, типĕтсе янтăланă утă-улăм, тырă склачĕсем çунса кĕлленнĕ тĕслĕхсем пулнăччĕ. Республикăра кăçал та ун пек инкексемсĕр пулмарĕ. Çакă малашлăха пăхса ĕçлекеншĕн - хăрушла ÿкерчĕк. Пулнă пушарсене тишкерсен, "хĕрлĕ автан" тухнин сăлтавĕсем çулленех пĕр евĕр сыхланса юлни хытах шухăшлаттарать. Вĕсем: вырмара уçă çулăмпа асăрханусăр пулни, ĕçе хутшăнакан техникăна пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе çителĕклĕ комплектламанни, çиçĕм çапасран хÿтĕленменни, электрооборудование юсавлă тытманни, тырă типĕтмелли агрегатсене температура датчикĕсемпе тивĕçтерменни тата ытти те. Çаксене курса-пĕлсе тăнă çĕртех ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата продукци тирпейлекен предприятисенче вырмара пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснине, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕ каланине-асăрхаттарнине шута хуманнине çулленех куратпăр, анчах... Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем паян çуртрисем выраççĕ. Анчах çакă мĕн туса çитерейменни çине алă сулмаллине пĕлтермест. Пушар хăрушлăхĕ хĕрÿ ĕç çирен катара тăтăр тесен çĕр ĕçченĕн ĕнер туса çитерейменнине халĕ пурнăçлассинчен те пăрăнмалла мар. Вырмана хутшăнакансене - хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсене, механизаторĕсемпе рядовой ĕçченĕсене - паян çакăн пек сĕнÿсем парас килет:
1. Вырмана хутшăнакан ял хуçалăх техники тата тырă типĕтмелли комплекссенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине тĕп вырăнта тытмалла.
2. Вырмана хутшăнакан техникăна пушара хирĕç кĕрешмелли пирвайхи хатĕрсемпе нормăпа палăртнă чухлĕ комплектламалла. Ку тĕллевпе кашни комбайн, машина-трактор, хирти е йĕтем çинчи агрегат çинче иккĕрен кая мар огнетушитель, икĕ кĕреçе, шăпăр, ятарлă ещĕкпе хăйăр, шăнăçпа шыв пулмалла.
3. Вырма тапхăрĕ тырăпа пĕрлех улăмпа пуян. Çак тапхăрта ăна вăхăтра пуçтарса кĕртме те техника йышлă хутшăнать. Çавăнпа та двигательсен глушителĕсем çине хĕм сÿнтерекен устройствăсем вырнаçтарман техникăна ку ĕçе кăлармалла мар.
4. Хĕрÿ ĕçе хутшăнакансемпе тăтăшах пушар хăрушсăрлăх правилипе инструктаж ирттермелле, вĕсене пушарпа пуçламăш самантра тĕрĕс кĕрешме вĕрентмелле.
5. Хиртен пуçтарăнса кĕлете, урана кĕнĕ тырă-пулă, улăм упранакан вырăнсенче, складсемпе ампарсенче талăкĕпех хурал тытассине йĕркелемелле.
6. Çĕнĕ тырă упранакан тата ăна тасатса-аласа типĕтекен вырăнсенче усă куракан техника хатĕрĕсене вĕсемпе ĕçлеме çирĕплетнĕ яваплă çынсен тĕплĕ тĕрĕслесе тăмалла: хăрушсăрлăх йĕркине, пушар хăрушсăрлăх правилине, ĕç технологине çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Самантлăх йĕрке пăсса тимлĕхе çухатнă тĕслĕхсем хальлĕхе вырăнсенче тĕл пулаççĕ-ха.
7. Вырма вăхăтĕнче йĕтемсем çинче хуралсем тытасси пирки те манмалла мар. Кунта ĕçлекенсем валли пирус туртмалли ятарлă вырăн, алă айĕнчех хăйăрпа шыв, огнетушитель пулмалла.
Йĕтемсем çинчен калаçнă май, кунти тепĕр çивĕч ыйту вăл - çиçĕм çапасран сыхланмалли устройствăсем çине çителĕксĕр тимлĕх уйăрни. Йĕтем çине илсе пынă тырă вăхăтра типĕтсе ĕлкĕрейменнипе часах хĕрсе кайса çиçĕм çапас хăрушлăха ÿстерет.
8. Вырмари тепĕр ответлă ĕç вăл - улăм пуçтарса тирпейлесси. Типĕ улăм патĕнче пирус туртассинчен асăрханмалла, улăм урисене пурне те пĕр çĕре вырнаçтарассинчен хăтăлмалла, вĕсене электропередача линийĕсенчен 15 метртан, çулсем хĕрринчен 20 метртан, çурт-йĕр таврашĕнчен 50 метртан кая мар аяккарах вырнаçтармалла. Утă-улăм хранилищисен алăкĕсене тăтăшах хупă тытмалла.
Вырмари пушар ăнсăртран тухмасть. Апла пулсан пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлени çеç ÿстернĕ тырă-пулăна тата утă-улăма çухатусемсĕр пухса кĕртме май парĕ.
Г. КОСАЧЕВ,
патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.